Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим айлӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ, 9. Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фидала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ: 5. патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ; 6. ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3. хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4. патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мемухан вара патшапа аслӑ улпутсем умӗнче каланӑ: Астинь пӗр патша умӗнче ҫеҫ мар, пур аслӑ улпут умӗнче те, Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи пур халӑх умӗнче те айӑплӑ; 17. мӗншӗн тесессӗн патша майри мӗн туни ҫинчен ытти арӑмсем пӗлӗҫ те хӑйсен упӑшкисене хисеплеми пулӗҫ, «Артаксеркс патша Астине, патша майрине, хӑй умне чӗнтернӗ, анчах лешӗ пыман» тейӗҫ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патшана ларни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вӑл Ассири халӑхне тытса тӑрса аслӑ Ниневи хулинче патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Миди халӑхне тытса тӑрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вӑхӑтӗнче пулнӑ; 2. ҫак патша Екбатан тавра чутланӑ чултан хӳме тыттарса ҫавӑрттарнӑ, чулӗсен хулӑнӑшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ ултӑ чике пулнӑ; хӳми ҫӳллӗшне ҫитмӗл чике, сарлакӑшне аллӑ чике тутарттарнӑ, 3. хапхисен тӑррине ҫӗр чике ҫӳллӗш пашнесем ларттарнӑ, вӗсен никӗсӗ утмӑл чике сарлакӑш чухлӗ пулнӑ; 4. вӑл хӑйӗн вӑйлӑ ҫарӗ тата йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран ҫарӗ тухмалли хапхасем тутарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл чике, сарлакӑшӗ хӗрӗх чике чухлӗ пулнӑ, — 5. ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирӗҫ Рагав ҫӗрӗнчи аслӑ айлӑма вӑрҫӑпа тухнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Хусанти Магмет-Эминь патша чирлӗ текен хыпар пур, эпӗ ҫав юртра патша пулма хамӑн шӑллӑма Сахиб-Гирее лартма шутлатӑп; халь Магмед-Эмиль патша шӑпи мӗнле пулать, эпир Сагиб-Гирее ҫав юртра патша тӑватпӑр, ҫавӑн пек калаҫса татӑлтӑмӑр; урӑх юртран кам та пулин патшана килсе ларсан ман тӑванӑм аслӑ князь та айӑплӑ пулать, ку пирӗншӗн те ырӑ пулас ҫук».
3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Патшасем хушшинче ҫакнашкал хисеплӗ йӑла та анлӑ сарӑлнӑ: пӗр-пӗр патша хӑйне хирӗҫ тухнӑ тӑшманпа ҫапӑҫма тепӗр патшана хӑйне пулӑшма чӗнет пулсан, тӑшманне хӑваласа янӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне пулӑшнӑ патша ҫӗршывне ярса илет те, патшине вӗлерет е тӗрмене хупса лартать, е ҫӗршывран хӑваласа кӑларса ярать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ; 8. эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем пире ҫапла каласа хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗр Туррин чурисем; эпир нумай ҫул ӗлӗкрех туса лартнӑ Ҫурта ҫӗнӗрен тӑватпӑр, ӑна Израилӗн аслӑ патши тунӑ, туса лартнӑ пулнӑ. 12. Ӗнтӗ пирӗн аттемӗрсем Ҫӳлти Турра ҫиллентерсе ҫитернӗ те, Вӑл вӗсене халдей ҫыннин Навуходоносорӑн, Вавилон патшийӗн, аллине ӳкернӗ; патша ҫак Ҫурта ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та халӑха Вавилона куҫарса кайнӑ. 13. Анчах та Вавилон патши Кир хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫак Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панӑ; 14. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса хунӑ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен илсе тухнӑ та Шешбацар ятлӑ ҫынна панӑ, — Шешбацара вӑл ҫӗр пуҫлӑхне лартнӑ пулнӑ, — 15. вӑл ӑна каланӑ: ҫак савӑтсене ил те Иерусалим Ҫуртне илсе кайса пар; Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр, тенӗ. 16. Вара ҫав Шешбацар килнӗ те Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑ; ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ ҫавӑнтанпах пырать, вӑл халӗ те вӗҫленмен-ха» терӗҫ вӗсем.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара Иодайпа унӑн ывӑлӗсем, ӑна патшана лартса, пуҫне ҫу сӗрнӗ те: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл ӗнтӗ ҫӗрпӳсемпе, патша сыхлавҫисемпе, хӑвӑрт ҫӳрекенсемпе, пӗтӗм халӑхпа пӗрле патшана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен патша керменне ӑсатнӑ, сыхлавҫӑсен хапхинчен тухса патша керменнех ҫитернӗ; Иоас вара патша пуканӗ ҫине ларнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.