Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Езд 2

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 19:22

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 581

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, 2. Ҫӳлхуҫа Кирӑн, Перси патшийӗн, чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтернӗ: 3. Кир, Перси патши, ҫапла калать: Израиль Ҫӳлхуҫи, Ҫӳлти Турӑ мана тӗнче патшине лартрӗ, 4. мана Иудея ҫӗрӗнчи Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ. 5. Ҫапла ӗнтӗ, сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫи вӗсемпе пӗрле пултӑр! — Иудейӑри Иерусалим хулине Израиль Ҫӳлхуҫин Ҫуртне лартма кайччӑр. Вӑл — Иерусалимра пурӑнакан Турӑ. 6. Вӗсем ӑҫта, мӗн чухлӗ пурӑннине пӑхмасӑр, ҫав вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл, 7. лашасем, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли мӗн пама пулнине парса пулӑшчӑр, тенӗ.

8. Ҫӳлхуҫа ҫынсен чун хавалне Иерусалима таврӑнма, унти Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен лартма хускатса янӑ та, вара ҫав ҫынсем — Иудӑпа Вениамин ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, священниксемпе левитсем, ӗнтӗ камӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ, ҫавсем пурте — кар ҫӗкленнӗ; 9. кӳршӗллӗ пурӑнакансем вӗсене мӗн пуррипе пулӑшнӑ: ылтӑн-кӗмӗл те, лашасемпе выльӑх-чӗрлӗх те панӑ, нумайӑшӗ тата, хаваллӑ кӑмӑлпа Турӑ Ҫурчӗ валли парне хывма пулса, темӗн чухлӗ парне панӑ.

10. Кир патша та ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалимран куҫарса кайса хӑй туррин ҫуртне хунӑ савӑтсене — илсе тухнӑ. 11. Илсе тухсанах Кир, Перси патши, вӗсене хӑйӗн мул управҫине Мифридата панӑ, 12. ун урлӑ вӗсене Иудея аслӑ улпутне Саманассара панӑ. 13. Акӑ мӗн чухлӗ савӑт пулнӑ: ҫу ямалли ылтӑн савӑт — пин, ҫу ямалли кӗмӗл савӑт — пин, кӗмӗл тӗтӗркӗч — тӑххӑр, ылтӑн курка — вӑтӑр, кӗмӗл курка — икӗ пин те тӑватҫӗр вуннӑ, ытти савӑт — пин. 14. Пӗтӗмпе пилӗк пин те тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ылтӑн тата кӗмӗл савӑт илсе килнӗ пулнӑ. 15. Вӗсене Саманассар тата унпа пӗрле Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑнакансем илсе килнӗ.

16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши? 22. Ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫавӑн ҫинчен ҫырнине тупӑн та ҫак хула сутӑнчӑк хула, патшасемпе хуласене пӑлхатса тӑнӑ хула пулнине, 23. иудейсем вара унта яланах кавар тӑвакан ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнине, ҫак хулана шӑпах ҫавӑнпа аркатнине вуласа пӗлӗн. 24. Халӗ патша хуҫамӑра ҫакна пӗлтеретпӗр: ҫак хулана туса пӗтерсессӗн, ун хӳмисене юсаса ҫавӑрӑнсассӑн, санӑн Келе-Сирипе Финикийӑна ҫӳреме ҫул пулмӗ».

25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм». 30. Артаксеркс патшаран илнӗ ҫырӑва вуласа тухсассӑн, Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлисем утлӑ ҫарпа, халӑх ҫарӗпе васкасах Иерусалима тухса кайнӑ та 31. хула тӑвакансене чарса лартнӑ. Вара Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тӑвасси Перси патшине Дарий ларичченех чарӑнса тӑнӑ, ҫак ӗҫ Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫеҫ ҫӗнӗрен хускалнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех