Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй, ҫӗҫӗрен хӑранӑ чӑх пек, коридорӑн тӗттӗмрех кӗтессине пытанчӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Юлашки эрнере килте пӗртте ҫывӑрман Терентий, таҫтан ирпе ҫеҫ таврӑннӑскер, Гаврика урам кӗтессине ҫитичченех ӑсатса янӑ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара Павлик, йӑлӑнтарса, минтер кӗтессине хыпса илчӗ те ыйхӑ килнипе хупланакан куҫӗсемпе кулнӑ пек туса илчӗ.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хулӑн пиртен ҫӗленӗ, тӑватӑ кӗтессине халӗ тӗсӗ кайнӑ, чечексемпе тӗрленӗ минтер пичӗ ӑшӗнче пӗрер пуса илнӗ вунӑ дыня выртнӑ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ӗнтӗ Петяпа Зоя садӑн чи аякри кӗтессине пырса тухсан тин палӑрчӗ.И это выяснилось лишь тогда, когда Петя и Зоя очутились в самой глубине сада.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Площадь урлӑ каҫсан, миххине майлӑрах тытасчӗ-ха тесе Старо-Невски кӗтессине чарӑнтӑм.и остановилась на углу Старо-Невского, чтобы взяться удобнее.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Амедӑн ҫак ҫыруне хирӗҫ эпӗ Пионерсен ҫуртӗнчи хам ҫӳрекен астрономи кружокӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, вӑхӑтне кура, чӑн-чӑн астроном пекех, ҫырӑвӑн ҫӳлти кӗтессине Зодиак паллине лартрӑм.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ Ромашка ҫине пӑхмарӑм, каярахпа тин пӑхрӑм: вӑл пукан кӗтессине ларнӑччӗ, пуҫне ӳпӗнтеререх тытнӑччӗ, хӑй пӑшӑрханса итлеме тытӑнчӗ — шӑлтах тӑмана ҫав, тискертерех кӑна.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫав ӗнтӗ, ӑҫтан пирӗн пеккисемшӗн вӑхӑт пултӑр! — Тятюк, тутине тӑсса, тетрадь кӗтессине тӑрмалама пуҫларӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл шлемне хывса, тарланӑ мӑйӗпе ҫамкине тутӑрпа шӑлса илчӗ, вара сӗтел кӗтессине пырса ларчӗ.Он снял шлем, вытер платком вспотевшую шею и лоб, сел на угол стола.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ площадка кӗтессине тӑтӑм, ҫӑмӑл аманас-тӑвас пулсан, каялла кайса ӳкес мар тесе, сулахай урапа чул ҫине тӗрентӗм, пӑртак малалла ӳпӗнтӗм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ кӑштах ҫывхартӑм та галлерейӑ кӗтессине пытантӑм.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ ту хӗрринче чарӑнса тӑтӑм, сывлӑш ҫавӑрса илтӗм, пӗчӗк пӳрт кӗтессине таянса таврари илемлӗхе пӑхса тӑратӑп, сасартӑк хам хыҫрах палланӑ ҫын сасси илтӗнчӗ:
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хаҫатӑн кӗтессине «чаҫрен илсе тухмалла мар»; тесе ҫырнӑ пулин те, ӑна юлташӗсенчен пӗри ун патне пӗрмаях ярса тӑнӑ.которую, невзирая на приказ «не выносить из части», кто-то из друзей регулярно ему присылал.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӑявне упа пӗтӗм пӳлӗмӗпе ҫӳремелле, пӗр кӗтессине кӑна ҫитмелле мар туса кӑкарнӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Отавиха Малышева пӳртне пырса кӗчӗ те, алӑк урати урлӑ ярса пуснӑ пусманах турӑ кӗтессине пӑхса илчӗ (турӑш ҫук-и?), вара плюшпа сӑртарнӑ диван хӗрне сапӑррӑн ларчӗ.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
15. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӑха ӗрчетрӗн Эсӗ, халӑха ӗрчетрӗн — Хӑвна мухтава кӑлартӑн, мухтавна ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессине ҫитертӗн.15. Ты умножил народ, Господи, умножил народ, - прославил Себя, распространил все пределы земли.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ху витӗнекен ҫивиттин тӑватӑ кӗтессине ҫӳҫе яр.12. Сделай себе кисточки на четырех углах покрывала твоего, которым ты покрываешься.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Парне вырӑнӗ валли пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке тунӑ, ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе, аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитиччен, хурса ҫавӑрнӑ, 5. каштасем чикме пӑхӑр решеткен тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ ункӑ тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.