Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗ сăмах пирĕн базăра пур.
килӗ (тĕпĕ: килӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче, уйран таврӑннӑ чух, вӑл хӑй килӗ патне ҫитеспе амӑшӗ юратакан ватӑ кушак, пӗтӗм пӗвепе улӑм ҫине йӑпшӑнса, пӳрт тӑрринче шуса пынине, унтан ҫурри уҫӑ кантӑк хуппи ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анса, хӳрине пӗтеркелесе, сикме хатӗрленсе ларнине асӑрхарӗ.

Однажды, возвращаясь с поля, уже на подходе к дому Размётнов увидел, как старая кошка — любимица его матери, — всем телом припадая к соломе, ползла по крыше хаты, а затем легко соскочила на полуоткрытую ставню, вертя хвостом, изготовилась к прыжку.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй килӗ патне ҫитичченех вӑл унта кӗпӗрленсе тӑракан теме пула хумханнӑ хӗрарӑмсене курчӗ.

Еще на подъезде к своему двору он увидел толпившихся, чем-то взволнованных женщин.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи ӑйӑрсене тӑкӑрлӑка вартах пӑрса кӗртрӗ те, станицӑна каяс умӗн мӗн те пулин чӑмласа илес тесе, вӗсене хӑй килӗ еннелле тытрӗ.

Круто повернув жеребцов в переулок, дед Щукарь направил их к своему двору с намерением чего-либо пожевать перед поездкой в станицу.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтичченех кӗтме пултарать, унтан сире хутора илсе килӗ.

Он обождет, пока кончится обедня, а потом доставит вас на хутор.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑшалпа хӑратса ан тӑр, Нагульнов юлташ, капла хӑвнах йывӑр килӗ!

Брось грозить оружием, товарищ Нагульнов, а то плохо будет!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лукашка Чебаковӑн килӗ умӗнче, тӳнсе кайнӑ ҫатан карта ҫинче, казаксем лараҫҫӗ.

Возле база Лукашки Чебакова на поваленном плетне сидели казаки.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Калаҫкаласа пӗр квартал кайрӗҫ, анчах Давыдов хваттерӗ патнелле пӑрӑнса кӗмелли ҫӗрте Разметнов уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Лукашка Чебаков килӗ умӗнче тӑпах чарӑнса тӑчӗ, Давыдова хулпуҫҫинчен тӑк тӗртсе илчӗ те пӑшӑлтатса: — Кур-ха! — терӗ.

Разговаривая, прошли они квартал, но на повороте к квартире Давыдова Размётнов остановился против база единоличника Лукашки Чебакова, тронул плечо Давыдова, шепнул: — Гляди!

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн чухне, Филимонов килӗ тӗлне ҫитичченех, вӗсем тырӑ акса хӑварасси ҫинчен калаҫса пычӗҫ, анчах ҫемьепе йӑла ыйтӑвӗсене урӑх тӗкӗнмерӗҫ вара.

Тогда всю дорогу до филимоновского база они проговорили о посеве, но вопросов семьи и быта больше уже не касались.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун чухне, Ҫурҫӗрти сивӗ ҫӗрелле тухса каякан кулаксене ӑсатса янӑ кун, вӑл уҫҫӑнах, пӗр вӑтанмасӑрах, яра кун тӑршшипех Тимофее кӗтсе, Борщевсен килӗ таврашӗнче уткаласа ҫӳрерӗ.

Тогда, на проводах кулаков, уезжавших в студеные полярные края, она открыто, не стыдясь, битый день слонялась возле борщевского двора, поджидая Тимофея.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тен тытма май килӗ

надеясь, что ему повезет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шарламасӑр кӗтесси темиҫе хут ҫӑмӑлтарах иккен, мӗн илсе килӗ ӗнтӗ сестра — Катя вилӗмне-и, пурнӑҫне-и?

Насколько всё-таки легче молча ждать, что принесёт мне сестра: Катину смерть или жизнь!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Икӗ ҫул ӗнтӗ эпӗ отпускра пулман, акӑ халь отпуск илеп те кайӑп, е хӑй килӗ, тен июньрех килсе кайӗ-ха», тетӗп.

Два года я не брала отпуска, а теперь возьму и поеду, или он приедет, быть может, ещё в июле».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех