Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хупах хуҫи арӑмӗ, малтанласа Огнянова ӑшшӑн кӗтсе илнӗскер, халь унтан сыхланма тытӑнни паллах пулса тӑчӗ ӗнтӗ.Было ясно, что корчмарка, сначала так тепло принявшая Огнянова, теперь стала остерегаться его.
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шухӑшласарах пӑхсан, кам-ха ҫав Рада, — нимӗн те мар вӑл, нимӗн те мар, — ҫаплах ӗнте, ним те мар! — манӑн пӗтӗм тӗнчеме, пӗтӗм ҫӑтмахӑма та тамӑкӑма ҫавӑрса илнӗскер?..
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах та пьеси пуш япала мар, темӗнле лайӑх оперӑран илнӗскер лекрӗ, хӗр вара часах хӗрӳлленсех калама пуҫларӗ.Но пьеса попалась со смыслом, что-то из какой-то порядочной оперы, и скоро игра девушки одушевилась.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл манӑн вӑрланӑ япала мар, юнпа ӗҫлесе илнӗскер.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗттӗм тӑкӑрлӑк тӑрӑх чылайччен нимӗн чӗнмесӗр юнашар утса пычӗҫ, унтан Лушка, Давыдов мӗнле шухӑшпа пурӑннине пӗтӗмпех ҫав тери хӑвӑрт тавҫӑрса илнӗскер, ҫапла ыйтрӗ:
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нумай пулнӑ кунта Соломон свитинчи хисеплӗ те паллӑ ҫынсемпе унӑн ҫарпуҫӗсенчен: Бен-Гевер, Аргови облаҫӗн пуҫлӑхӗ, Ахимаас та, Васемафи патшан хӗрне качча илнӗскер, ҫивӗч ӑслӑ Бен-Декер та, Зовуф та, тухӑҫри йӑла тӑрӑх, «патша тусӗ» текен пысӑк ятпа ҫӳрекенскер, Соломонӑн пӗртӑванӗ, Давидӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен юлнӑ Далула та, ытлашши мула та ӗҫке пула вӑхӑтсӑрах тӑмсайлӑха кӗрсе ӳкнӗ, хавшака, ҫурма вилӗ ҫын.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Акӑ тата мӗн: ячейка секретарӗ унта Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗскер, ҫынсемпе хытӑрах калаҫать, ну, мӗнле каламалла, тӳрккесрех ҫын вӑл.Да, еще: секретарь ячейки там краснознаменец, резковат, весь из углов, и… все острые.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав хушӑра илемлӗ тирпейленӗ столовӑйра саламлӑ ҫутӑсем йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ, ҫаврака пысӑк сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ; кӑвакарнӑ бакенбардлӑ Захар, мажордом ятне илнӗскер, сӗтел ҫине шӑнкӑртаттарса хрусталь савӑт-сапасем лартать, кӗмӗл кашӑксем хурать, час-часах стакан е вилка урайне ӳкерет; сӗтел тулли лартса тултарнӑ апата ҫиме пикенеҫҫӗ; кунтах Обломовӑн ачаранхи ҫывӑх тусӗ Штольц та, ытти палла-тӑран та пур; унтан ҫывӑрма выртаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн пулса иртнине тӳрех тавҫӑрса илнӗскер, вӑл ним шутламасӑрах ачасем тӑракан балкон ҫине сикрӗ, карлӑкран ярса тытма ӗлкӗрчӗ, урисем валли тӗрек шырарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Анчах ку кун, чӗре тӗпне ҫитичченех хӑрушлӑх ярса илнӗскер, вӑл юлташне ниепле те пӗччен пӑрахса хӑварма хӑяс ҫук.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чи малтан шыва мӗнле те пулин чармаллаччӗ, типшӗмрех кӑна маттур милици сержанчӗ, ҫӑлас ӗҫе хӑй ҫине илнӗскер, Варьӑпа иксӗмӗре насуспа шыв пушатнӑ ҫӗре тӑратрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Самозванецран крепость пуҫлӑхӗ пулма ирӗк илнӗскер, вӑл хӑй курайман телейсӗр хӗре, ним айӑпсӑрскере, тем те тума пултарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Сывлӑшра ирттернӗ кӗске вӑхӑт хушшинчех, Петров хӑйне ертсе пыраканни питӗ ӑста вӗҫме пултарнине курчӗ; Мересьев та, ҫул ҫинче кӗтмен ҫӗртен юриех темиҫе ҫӳллӗ вираж туса илнӗскер, хӑй ертсе пыракан лётчик лайӑх курма, ӑнланма пултарнине, унӑн нервисем ҫирӗп пулнине асӑрхарӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карчӑк Алексей хыҫҫӑнах утса ҫӳресе, пӗрмай, чарӑнма пӗлмесӗр калаҫрӗ, вӑл ӑна темле булочнӑй патӗнчи черет ҫинчен, ӗҫ ӑнсан, унта карточкӑсем тӑрӑх хура ҫӑкӑр вырӑнне шурӑ плюшкӑсем илме май пулни ҫинчен, ҫак кунсенче вӑл трамвайра пӗр кӗрнеклӗ ҫар ҫыннинчен Сталинград патӗнче нимӗҫсене питӗ хытӑ лекни, Гитлер тарӑхнипе ухмаха ерсе кайни, ӑна сарӑ ҫурта хупса лартни, Германире халь унӑн йӗкӗрешӗ ӗҫлени ҫинчен илтнине каласа пачӗ, унӑн кӳрши Алевтина Аркадьевна, ӗҫлекенсене паракан карточкӑна тивӗҫсӗрех илнӗскер, унӑнне сӗт тыткаламалли питӗ лайӑх эмалированнӑй бидонне илсе халӗ ӑна каялла паманни ҫинчен те, Анна Даниловна питӗ ырӑ ҫынсен хӗрӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ халь эвакуацире пулни ҫинчен те, вӑл ҫав тери лайӑх, пур енчен те йӗркеллӗ, хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалакан хӗр пулни ҫинчен те, вӑл госпитальте ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлени тата ун патӗнче хӑнара пули-пулми ҫынсем, кавалерсем никам та пулманни ҫинчен те пӗлтерчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫапӑҫусенче вилнӗ тата аманнӑ юлташӗсен хушамачӗсене йӗркипех асӑнса тухнӑ, унтан полкра Мересьева малтанхи пекех астуни ҫинчен, полк командирӗ, халӗ подполковник ятне илнӗскер, Алексейӑн гимнастикӑллӑ подвигӗсем пирки тата вӑл авиацие таврӑнма ӗмӗтленни ҫинчен пӗлсен: «Мересьев таврӑнатех. Вӑл шут тытнӑ пулсан — хӑйӗнне тӑватех», тесе калани ҫинчен, штаб начальникӗ ӑна хирӗҫ: ҫавӑрса илмелле мар япалана ытамласа илме ҫук, тесе ответ пани ҫинчен, анчах та командир: Мересьев пек ҫынсемшӗн ҫавӑрса илмелле мар япаласем ҫук, тесе тавӑрни ҫинчен ҫырса янӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Евтук, килти хуҫалӑха хӑй ҫине илнӗскер, Аннапа Улькана ял ҫыннисемпе утӑ ҫине илсе тухрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Чӑваш чӗлхипе литературине Иван Степанович Пирогов, Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫуралса ӳснӗскер тата ятарлӑ пӗлӳ илнӗскер, вӗрентет.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Экономика енӗпе пӗлӳ илнӗскер халӗ Москакассинче ӗҫлет.Получивший образование в области экономики, трудиться сейчас в Москакассах.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Халӑх шанӑҫне ҫӗнсе илнӗскер ҫамрӑк спортсменсемпе тренерсене те май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
24. Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.