Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Верхавскипе Болотан батальонӗсем аслӑ ҫулсене йышӑнса илеҫҫӗ те нимӗҫсен колоннисене чарса тӑраҫҫӗ, эсӗ варринче, аслӑ ҫулсем хушшинче, акӑ ҫак тӗпексенче, вӑрман хӗрринче тӑратӑн…
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сан мана аслӑ аппу вырӑнне хисеплес килмест пулсан, мӗнле пулсан та, эпӗ общество енӗпе санран аслӑрах.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ячӗ унӑн генералӑннинчен — аслӑ ҫыннӑннинчен те аслӑрах.
XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл Верочкӑна ашшӗпе амӑшӗ патне чӗннӗ хыҫҫӑн ҫавӑнтах хозяйка поварӗн арӑмӗ патне чупса кайрӗ те: «Сирӗн барин пирӗн барышньӑна ҫураҫнӑ», — терӗ; хозяйкӑн кӗҫӗн горничнӑйне чӗнсе илчӗҫ, эсӗ хӑвна туслӑ ҫын пек тыткаламастӑн, пире ку таранччен те нимӗн те каламан, тесе ӳпкелеме пуҫларӗҫ: кӗҫӗн горничнӑй хӑйне мӗншӗн ятланине ниепле те ӑнланаймарӗ — вӑл нихҫан та нимӗн те пытарса курман; ӑна каласа пачӗҫ — «эпӗ хам та нимӗн те илтмен», — пытарнӑ тесе ахалех ятланӑшӑн унтан каҫару ыйтрӗҫ; кӗҫӗн горничнӑй ҫӗнӗ хыпара пӗлтерме аслӑ горничнӑй патне чупрӗ, аслӑ горничнӑй «Апла эппин, эпӗ нимӗн те илтмен пулсан, вӑл ӑна амӑшӗнчен вӑрттӑн тунӑ ӗнтӗ, Анна Петровна мӗн пӗлнине эпӗ пурне те пӗлекенччӗ-ҫке», — терӗ те барыня патне пӗлтерме кайрӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лу Синь аслӑ литератор ҫеҫ мар, аслӑ революционер та пулнӑ…Лу Синь был не только великим литератором, но и великим революционером…
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Канӑҫсӑр та вичкӗн ӑсӗпе Соломон туррӑн хай ҫулӗ ҫинче чи малтан, чи пуҫламӑшӗнче, мӗнпур япалана тӑвиччен те ҫӗр чӑмӑрӗнче пурнӑҫ пуҫласа яриччен пулнӑ аслӑ ӑслӑлӑхӗшӗн, вӑл тӗпсӗрлӗх пичӗ тӑрӑх ҫаврака йӗр чӗрсе тухнӑ чух ун ҫумӗнче калама ҫук ӑста ӳкерекенҫӗ пулнӑ аслӑ ӑслӑлӑхшӑн ҫуннӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӗҫӗн классенче вӑтам пӗлӳ программин предмечӗсене вӗренеҫҫӗ, аслӑ классенче — аслӑ пӗлӳ паракан предметсене.В младших проходили предметы, соответствующие среднему образованию, в старших — высшему.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Е аслӑ пиччӗшӗ ун хӳтлӗхӗ, е мент пулса ӗҫлекен ашшӗ, е аслӑрах юлташӗсем.Либо старший брат, либо отец мент, либо старшие дружки-приятели.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Кунӗ вӗҫӗмсӗр тӑсӑлать, аманнисене кӳрсех тӑраҫҫӗ, палатӑра вӗсене вырнаҫтарма вырӑн та юлмасть, аслӑ сестра мана чи аслӑ врач патне коридорта тата кӑшт краватсем лартма юрамӗ-ши, тесе ыйтма ячӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Аслӑ хирӗҫтӑру тени, Симочка, чӑнлӑх ӗлкӗрсе ҫитсен килекенскер, ҫутҫанталӑкра кӑна мар, пӗтӗм халӑхӑн кун-ҫулӗнче те пулать Питӗ те хаяр пулӗ пулас аслӑ хирӗҫтӑру, икӗ тӗнче, пӗр-пӗринпе ниепле килӗшӗве килме пултарайман икӗ тӗнче тӗл пулса ҫапӑнӗҫ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унта пӗр енне Асам тӑван Николайӑн сӑнне (Микула турӑ), тепӗр май вара Михаил аслӑ стратигпа аслӑ Василий ҫветтуй сӑнӗсене ӳкернӗ тесе ӑнлантарса параҫҫӗ тет ӑна тӗне кӗнисем.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Хуть те эсир пӗр свидетель вырӑнне суякан пин свидетель тупса килӗр — пурпӗрех ҫав аслӑ ӗмӗтлӗ, аслӑ чунлӑ ҫынна эп вӗлернӗ тесен, никам та шанас ҫук.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир сарлака та аслӑ хула тӑрӑх, аслӑ Нева хӗррипе ҫӳретпӗр.Мы бродим по широкому, просторному городу, по набережным вдоль просторной Невы.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑваттӑмӗш шкул ҫинчен Мускавра калаҫа пуҫларӗҫ, тӑваттӑмӗш шкулта вара Кораблев ҫинчен: вӑл аслӑ режиссер, вӑлах аслӑ гример та, бутафор та, декоратор та.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«3. «Квалификацин аслӑ категориллӗ тренерӗ», «квалификацин пӗрремӗш категориллӗ тренерӗ» квалификаци категорийӗсене тата «физкультурӑпа спорт енӗпе квалификацин аслӑ категориллӗ специалисчӗ», «физкультурӑпа спорт енӗпе квалификацин пӗрремӗш категориллӗ специалисчӗ» квалификаци категорийӗсене тивӗҫлӗн тренерсене тата физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен ытти специалистсене (вӗсем федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем учредитель функцийӗсемпе полномочийӗсене пурнӑҫламан организацисенче ӗҫлеҫҫӗ) федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ палӑртнӑ йӗркепе полномочиллӗ орган парать.»;
Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №56 от 20 сентября 2018 г.
– 1949 ҫулта шкул пӗтернӗ, халӗ питӗ активлӑ пенсионер, парти органӗсенче ӗҫленӗ, наказанисене пурнӑҫлакан уголовлӑ инспекцинче вӑй хунӑ Петр Соловьев; унӑн шӑллӗ, 1952 ҫулта шкултан тухнӑ Иван Соловьев – «Хисеплӗ сталевар», Ленин орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Советне депутата суйланнӑ; 1966 ҫулхи выпускник Георгий Алексеев – Питӗрте аслӑ категориллӗ ҫар врачӗ, полковник; Евгений Алексеев – медицина службин полковникӗ, РФ тава тивӗҫлӗ врачӗ; Владислав Капитонов – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ; Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев профессор; Евстафий Владимиров профессор; искусство деятелӗсем – Александр Ильин баритон, Виталий Гордеев, Николай Яковлев художник; хальхи вӑхӑтра пурте пӗлекен хастар пенсионер Зиновий Кутузов, ветерансен вырӑнти канашне ертсе пыракан Геннадий Малинин; паллах, «Ударник» хуҫалӑха 30 ҫул ертсе пынӑ ЧР тата РФ ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Платон Давыдов; паллӑ учительсем, врачсем тата ыттисем те.
Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta
«Томран ҫитес вӑхӑтра е аслӑ ҫар ҫынни е аслӑ юрист пулать, — тенӗ Тэчер судья. — Ачана Нацин ҫар академине илччӗр тесе, эпӗ тӑрӑшса пӑхатӑп; унтан вӑл юристпруденци ӑслӑлӑхне вӗренмелли чи лайӑх шкулта вӗрентӗр, ҫапла вара вӑл ҫав карьерӑсенчен кирек хӑшне те, тен, тӑруках иккӗшне те, хатӗрлесе тӑтӑр», — тенӗ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Аслӑ мӑнукӑмӑр Хусанти аслӑ шкула вӗренме кӗчӗ.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Патшалӑх пӗлтерӗшлӗ мероприяти Раҫҫей ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн витӗмлӗ мерӑсем йышӑнма кирлине чунпа туять вӑл, ҫулӗсене кура мар вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ аслӑ ӑру ҫынни, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗпе Мускавран Кëнигсберга ҫити утса тухнӑскер, Курск пӗккинчи хаяр тытӑҫӑва хутшӑннӑскер тата аманнӑ ҫӗр-ҫӗр салтака ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑскер.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
«Чӑваш ССР Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан Декларацие» пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе ЧССР Аслӑ Канашӗ чи малтанах /ҫав кунах/ 1990 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна йышӑнчӗ. Декларацин положенине пурнӑҫа кӗртессишӗн тунӑ тепӗр пысӑк ӗҫ — ЧР Президентне суйлассипе ҫыхӑннӑ процессем. Чӑваш республикин Аслӑ Канашӗ 1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Чӑваш Республикин Президенчӗ ҫинчен» тата «Чӑваш республикин Президентне суйласси ҫинчен» калакан саккунсене йышӑнчӗ.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№