Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №56 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 19:25

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 322

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Спорт

Чӑваш Республикин саккунӗ

Чӑваш Республикин «Физкультура тата спорт ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Физкультура тата спорт ҫинчен» 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 31 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2008, 76, 78 №-сем; 2009, 82 №; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 94 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 5, 12 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 2, 10 №-сем; 2016, 3, 12 №-сем; «Республика» хаҫат, 2018, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 5 статьян 1-мӗш пайӗн 6-мӗш пунктӗнче «спорт сооруженийӗсене» сӑмахсене «спорт объекчӗсене» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 6 статьяра:

а) 1-мӗш пайӑн 4-мӗш пунктне «спорт разрячӗсемпе» сӑмахсем хыҫҫӑн «, тренерсен квалификаци категорийӗсене, физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен ытти специалистсен квалификаци категорийӗсене» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) 3-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса 41-мӗш пункт хушса хурас:

«41) Чӑваш Республикин территорийӗнче студентсем хушшинче ирттерекен (ҫав шутра студентсен спорт лигисем хушшинче) регионсем хушшинчи, пӗтӗм Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелес тата ирттерес ӗҫе хутшӑнма;»;

3) 8 статьян 4-мӗш пайӗнче «федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ» сӑмахсене «физкультурӑпа спорт сферинче патшалӑх политикине туса хатӗрлес тата пурнӑҫлас тата нормативлӑ право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пырас енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спорт сферинче патшалӑхӑн пулӑшу ӗҫӗсене туса парас (спортра допинга сирсе ярас тата унпа кӗрешес ӗҫе кӗртсе) тата патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе ӗҫлекен федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗ (малалла – федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ)» сӑмахсемпе улӑштарас;

4) 10 статьяра:

а) ятӗнче «тата спорт судйисен квалификаци категорийӗсем» сӑмахсене «, спорт судйисен квалификаци категорийӗсем, тренерсен квалификаци категорийӗсем тата физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен ытти специалистсен квалификаци категорийӗсем» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 3-мӗш пай хушса хурас:

«3. «Квалификацин аслӑ категориллӗ тренерӗ», «квалификацин пӗрремӗш категориллӗ тренерӗ» квалификаци категорийӗсене тата «физкультурӑпа спорт енӗпе квалификацин аслӑ категориллӗ специалисчӗ», «физкультурӑпа спорт енӗпе квалификацин пӗрремӗш категориллӗ специалисчӗ» квалификаци категорийӗсене тивӗҫлӗн тренерсене тата физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен ытти специалистсене (вӗсем федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем учредитель функцийӗсемпе полномочийӗсене пурнӑҫламан организацисенче ӗҫлеҫҫӗ) федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ палӑртнӑ йӗркепе полномочиллӗ орган парать.»;

5) 14 статьян 1-мӗш пайӗн 3-мӗш пунктӗнче «спорт сооруженийӗсене» сӑмахсене «спорт объекчӗсене» сӑмахсемпе улӑштарас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех