Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел пулин те, Аслӑ Таяпа, Ҫирӗклӗ Шӑхаль, Кӗҫӗн Таяпа, Тӑрӑм тата Аслӑ Пӑла Тимеш территори пайӗсенче пӗр ача та ҫут тӗнчене килмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Паллах, тӗлӗнсе каймалласкерсем мар вӗсем, анчах аслӑ ҫырма яланах пӗчӗк ҫырмасен шывӗпе аслӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Эй, аслӑ Пӳлӗхҫӗ, эй, аслӑ Хайпӳрен, ҫӑтмахра та пулин пирӗн Укаслу чунне хӳтӗлесемччӗ».

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен пупран, ял куштанӗсемпе пуянӗсенчен хӑраса пурӑннӑскерсем вӗсем хӑйсене ирӗклӗрех туйрӗҫ, хӑйсен туррисене вӗҫӗмсӗр пуҫ ҫапрӗҫ, Киремет картине кайса аслӑ Туррӑн аслӑ ывӑлне парне хыҫҫӑн парне кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Округри шкулсенче 159 педагог тӑрӑшать, вӗсенчен 94 проценчӗ - аслӑ пӗлӳллӗ, 14 проценчӗ - аслӑ категориллӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ҫав аслӑ хуҫа (Полина сулахай ал лаппине Аслӑ Шуйттан еннелле ҫӗклесе илчӗ) ҫитнӗ-ҫитменех мана: «Малашне санӑн, мана пулӑшса, ҫӗр ҫинче пурӑнакан этемсене тӗрлӗ киленӗҫсемпе илӗртсе, «пылак» япаласемпе ӳсӗртсе, ӑсран тайӑлтарса Турра хирӗҫ усал ӗҫсем тума хӗтӗртсе пурӑнмалла, ҫынсене пурӑннӑ чухнех мана ҫеҫ пуҫҫапса, пуҫ тайса пурӑнма хӑнӑхтармалла», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫапла, ҫапла, сирӗншӗн пулсан пӗр аслӑ мастер кӑна айӑплӑ, пӗр аслӑ мастер тӑрӑшманнипе кӑна участок хӳрешкере ҫапкаланса пырать.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

5-7 классенчи спортсменсем пьедестал ҫине ҫак йӗркепе вырнаҫрӗҫ: Александра Шахеева (Елчӗк), София Афанасьева, Арина Кантеева (Аслӑ Елчӗк); Андрей Долгов (Елчӗк), Тимур Амасев (Аслӑ Елчӗк), Алексей Федоров (Елчӗк).

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Хӑраса ӳкнӗ техничка трубкӑна ҫийӗнчех хурасшӑнччӗ, анчах палланӑ ҫын сасси: «Аслӑ ял, Аслӑ ял… правлени!» — тесе кӑшкӑрни ун шухӑшне пӑтраштарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Хӗвеланӑҫ енчи сӑртанкӑра француз баронӗн Жеменин аслӑ кил-ҫурчӗ, аслӑ пахчи курӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ княҫпа Шигалей чатӑртан тухса учӗсене утланчӗҫ, стрелецсемпе пищальниксен пысӑк ушкӑнӗпе пӗрле Атӑл хӗрринчи аслӑ ҫул ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсен умӗнче вӑлах ырӑ, пурте аслӑ карачи те аслӑ карачи тесе кӑна тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тавах сана, аслӑ хан, Ширинсен несӗлне хисепленӗшӗн, — терӗ аслӑ карачи пуҫ тайса.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Район администрацийӗн Хисеп грамотине Л.Ф.Зарипова (Урмаел вӑтам шкулӗ), А.В.Константинова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), И.Н.Анисимова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Е.Н.Безрукина (Хырай ,нел вӑтам шкулӗ), М.Н.Николаева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), О.Н.Кондратьева (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Г.М.Гайнуллова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), В.Н.Ложкова (Шурут вӑтам шкулӗ), М.Н.Сапожникова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Т.В.Соловьева (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), А.Ф.Фасхутдинова (Асанкасси вӑтам шкулӗ), М.Н.Николаева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), Э.А.Хайртдинова («Радуга» ача сачӗ) тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Яла тухсан — ят аслӑ, киле кӗрсен — чыс аслӑ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асту: киле кӗрсен — чыс аслӑ, яла тухсан — ят аслӑ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑларӑм авторӗсем — маларах асӑннӑ аслӑ шкулти гуманитари тата социаллӑ экономика дисциплинисен кафедринче ӗҫлекен аслӑ преподаватель, ӑсчахсен канашӗн секретарӗ, кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Егорова тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Истоки» историпе генеалоги клубӗн пайташӗ, милици подполковникӗ, Афганистанпа Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ Сергей Егоров.

Авторы издания — старший преподаватель кафедры гуманитарных и социально-экономических дисциплин вышеупомянутой высшей школы, секретарь Ученого совета, начальник кадрового отдела Ольга Егорова и член историко-генеалогического клуба «Истоки» при Национальной библиотеке Чувашской Республики, подполковник милиции, участие боевых действия в Афганистана и Чечне Сергей Егоровский.

Обкомра ӗҫленӗ ҫын ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33005.html

— Ҫапах та мӗнле вӗҫерӗннӗ-ха Саадет-Гирей Мухаммед-Гирей ывӑлӗ аллинчен? — аслӑ князь ҫине шиклӗн пӑхса ыйтрӗ Андрей Старицкий, аслӑ князь чӗннӗ тӑрӑх кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут килнӗскер.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунти йӑласемпе аслӑ патша вилсен унӑн вырӑнне аслӑ ывӑлӗ йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн Октябрьти Аслӑ революципе граждан вӑрҫине астӑвакан ҫынсем ҫеҫ мар, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнисем те сахаллансах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех