Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗн (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй арӑмӗн куҫӗ-пуҫӗ вичкӗн пулнине И стрелок лайӑх пӗлет: ула кураксене асӑрхарӗ пулмалла!

Он знал, что глаза у нее зоркие, — она, конечно, сразу увидела ворон.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Лопухов арӑмӗн планӗнче тӳрлетмелли нимӗн те тупаймарӗ.

Лопухов не нашел ничего поправить в плане жены.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хозяйка хӑйӗн юлашки сӑмахне пуҫларӗ, Марья Алексевна шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ирсӗр пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ, вара малтан Павел Константиныча хӑйӗн арӑмне хӑваласа кӑларса яма хушрӗ: анчах Павел Константиныч тархасласа ыйтрӗ, тата хуҫа арӑмӗ хӑй те кӑна ахальтен, ячӗшӗн ҫеҫ каларӗ; юлашкинчен, резолюци ҫакӑн пек тухрӗ: Павел Константиныч управляющи вырӑнӗнчех юлать, чӳречи урамалла тухакан хваттер урӑх вӗсенче юлмасть, Павел Константиныч хыҫалти картишне пурӑнма куҫать, унӑн арӑмӗн пӗрремӗш картишӗнче хозяйка курма пултаракан пӗр вырӑна та ура ярса пусма юрамасть, урама вӑл хозяйка чӳречинчен чи инҫетри хапхаран ҫеҫ тухса ҫӳреме пултарать.

Хозяйка начала свою отпустительную речь очень длинным пояснением гнусности мыслей и поступков Марьи Алексевны и сначала требовала, чтобы Павел Константиныч прогнал жену от себя, но он умолял, да и она сама сказала это больше для блезиру, чем для дела; наконец резолюция вышла такая, что Павел Константиныч остается управляющим, квартира на улицу отнимается, и переводится он на задний двор, с тем, чтобы жена его не смела и показываться в тех местах первого двора, на которые может упасть взгляд хозяйки, и обязана выходить на улицу не иначе как воротами, дальними от хозяйкиных окон.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кун ҫинчен кӗнекере те ҫырнӑ тенине илтсен, Ци-цзинь арӑмӗн нимле шанӑҫ та юлмарӗ.

Услыхав, что об этом даже в книгах написано, жена Ци-цзиня потеряла всякую надежду.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ци-цзине хӑрушлӑх ҫитсе ҫапасса туйса арӑмӗн чӗри чиксе ыратрӗ.

жена сразу почувствовала надвигающуюся угрозу, и сердце ее заколотилось еще сильнее.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

— Сывлӑх сунатӑп, асанне! — ватӑ хуҫа арӑмӗн ҫулне хисеплесе сӑпайлӑн сывлӑх сунчӗ те ӑна Разметнов, сӑрӑ ҫӗлӗкне пӳрнипе тӗксе илчӗ.

— Здорово, бабка! — из уважения к возрасту старой хозяйки любезно приветствовал ее Размётнов и слегка коснулся пальцами серой папахи.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан кил хуҫи арӑмӗн пахчине вӗҫсе кӗрет-и е тата мӗн?

На огород к твоей хозяйке летает или что?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл арӑмӗн сӑмахне илтмен те…

Он его не слышал…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.

Антип Грач работал на отощавших Титковых быках, когда полудновали — промолчал о том, сколько вспахал; после обеда жена его, работавшая с ним погонычем, кормила быков своей упряги из подола, насыпав туда шесть фунтов причитавшихся быкам концентратов; а Антип даже хлебные крохи, оставшиеся после обеда, смахнул с ватолы, высыпал жене в подол — быкам на подкормку.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫын, арӑмӗн кӗпи аркинчен тытса пурӑнма хӑнӑхнӑ пулсан, мӗнле революционер пулма пултартӑр-ха вӑл?

Какой из него будет революционер, ежели он за женин подол приобыкнет держаться?

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил хуҫи арӑмӗн яшки ытла та тутлӑ пулчӗ вара, ятарласа пӗҫернӗ пекех!

А взвар у хозяйки был сладкий, на ять!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑнтӑрла вӑл, хӑрушла пушанса юлнӑ картишне, арӑмӗн хурлӑхлӑ куҫӗсене курас марччӗ тесе, хӑвӑртрах килтен тухса кайма тӑрӑшать.

Днем же норовит он уйти поскорее из дому, чтобы не глядеть на страшно опустелый баз, чтобы не видеть скорбных глаз жены.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл тахҫан Титок арӑмӗн пулнӑ пӗрмеллӗ ҫӑм юбкине илсе тӑхӑнчӗ, урисене чӗриклетекен ҫӗнӗ пушмак тӑхӑнса ячӗ, чечеклӗ шаль тутӑрпа витӗнчӗ те вара пурин куҫне те этем пек курӑнса кайрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫынсем ӑна асӑрхаса илчӗҫ: Демка арӑмӗ сӑнран-питрен пӗрре те начар мар иккен, пӗвӗ-сийӗпе те тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм, Епле-ха унӑн, апӑршан, колхоз пурлӑхӗ умӗнче шак хытса тӑрас мар ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн калама ҫук йывӑр та тертлӗ пурнӑҫӗнче ӗмӗрӗ тӑршшипе те ыррӑн пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫисе курман пулсан, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче пӗр ҫӗнӗ кофта та пулин тӑхӑнса ҫӳресе ҫӗтсе курман пулсан?

Надела сборчатую шерстяную юбку, некогда принадлежавшую Титковой бабе, сунула ноги в новые чирики, покрылась цветастой шалькой, и только тогда кинулось всем в глаза, только тогда разглядели, что Демкина жененка вовсе не дурна лицом и собою бабочка статна; а как же ей, сердяге, было не обмереть над колхозным добром, когда она за всю свою горчайшую жизнь доброго куска ни разу не съела, новой кофтенки на плечах не износила?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хопровпа унӑн арӑмӗн виллисене тупнӑ ирхине вӑл Нагульновпа тата Разметновпа чылайччен калаҫрӗ.

Наутро, когда были обнаружены трупы Хопрова и его жены, он долго говорил с Размётновым и Нагульновым.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лекҫей арӑмӗн, Ларисӑн, ыйхӑ шухӑшӗ те ҫук: ӑҫта ӗнтӗ унта, пӗр-икӗ сехетлӗхе кайнӑ Лекҫей халь те ҫук, унтах ҫӗр каҫма юлмастех-ха упӑшки.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Хулара пурӑнакан Лекҫей арӑмӗн Ларисӑн йӑмӑкӗ, амӑшне (Лекҫейшӗн хунямӑшӗ пулать-ха) ыран ирхи автобуспа хулана пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

— Пушара васкатӑн-им? — илтрӗ кӗтмен ҫӗртен арӑмӗн сассине.

— На пожар торопишься, что ли? — неожиданно услышал он голос супруги.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Арӑмӗн вӑрӑм янахӗ татах та тӑсӑлнӑ; Нафанаил тӳп-тӳррӗн хытса тӑнӑ, хӑйӗн мундирӗн пур тӳмисене те тӳмеленӗ.

Длинный подбородок жены стал еще длиннее; Нафанаил вытянулся во фрунт и застегнул все пуговки своего мундира…

Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.

— Милитриса Кирбитьевна! — тет лешӗ, кил хуҫи арӑмӗн сӑнарӗ ҫине кӑтартса.

«Милитриса Кирбитьевна!» — говорит она, указывая ему на образ хозяйки.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кил хуҫи арӑмӗн пысӑк шкап пур, унта пурҫӑн платьйӑсем, мантильйӑсем, салопсем; чепецсене Нева леш енче, Литейнӑй патӗнчепе пӗрех ятран ҫӗлетеҫҫӗ, пушмаксене Апраксин ретӗнче мар, Гостинӑй ретре туянаҫҫӗ, шлепкине вара — астӑвӑр-ха, Морская урамӗнчи магазинтан!

У хозяйки завелся большой шкаф с рядом шелковых платьев, мантилий и салопов; чепцы заказывались на той стороне, чуть ли не на Литейной, башмаки не с Апраксина, а из Гостиного двора, а шляпка — представьте, из Морской!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех