Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
Сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, сӑмахран, ҫак юлашки икӗ кун, Сутырь бандине пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫленӗ кунсем мана пачах ураран ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // .

Павел хӑйӗн юратӑвӗ ҫине пит сыхланса, хӑрасах пӑхнӑ, вӑл Тоньӑна, сӑмахран, чул касаканӑн хӗрне Галинӑна шутланӑ пек хӑйӗн тесе, ҫывӑх тесе шутламан, ун ҫине вӑл шанчӑксӑртарах пӑхнӑ, ҫав вӗреннӗ илемлӗ Хӗр ун ҫине, ҫӗтӗк-ҫурӑк кочегар ҫине, кӑшт ҫеҫ куларах, мӑнкӑмӑллӑрах пӑхас пулсан, вӑл ӑна кирек хӑҫан та сиввӗн тавӑрса калама хатӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // .

Акӑ, сӑмахран, эсӗ пӗр пионер каллех чукун ҫул ҫинче пуйӑс ҫӗмӗрлессинчен хӑтарни ҫинчен вуланӑ пуль вӗт?

Вот, например, читала ты, опять пионер предотвратил железнодорожное крушение?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Сӑмахран, нумай та пулмасть, вӑл килес умӗн кӑна, хӗрӗх кӗреҫе ҫухалнӑ.

Например, совсем недавно, перед его приездом, пропало сорок лопат.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Сӑмахран, вӗсем нумай пулмасть, ҫак кунсенче, тусем ҫине экскурсие кайнӑ чухне вӗсене пӗрле илсе кайманшӑн ҫапла тунӑ та.

Как это было на днях, когда их не взяли на экскурсию в горы.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ну, акӑ, сӑмахран, граждӑн вӑрҫи пуҫлансассӑн сана: Шегалов, винтовкӑна ан тытӑр, хӗҫне хурӑр та, ҫав шкула кайса ачасене грамматикӑпа арифметика вӗрентӗр, тенӗ пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн вара?

Ну вот, например: когда грянула гражданская война, взяли бы тогда тебя и сказали: не трогайте, Шегалов, винтовку, оставьте саблю и поезжайте в такую-то школу и учите там ребят грамматике и арифметике, ты бы что?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эпӗ, сӑмахран, лӑп выртакан ҫӳҫе хам сисмесӗрех вирелле якатса илетӗп, кӑткӑс ыйту сиксе тухсан сӑмса вӗҫне пӗр-икӗ хут сӑтӑркаласа илетӗп е хӑлха ҫаккисене хыпашлатӑп тата хӗр пӗвне кӗриччен алӑсене ҫурӑм хыҫӗнче тытса ҫӳреме юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // .

Вӗсенче эсир, сӑмахран, паян тунӑ лекцисене веҫех тупатӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // .

Сӑмахран, калас-тӑк, эс ӗнер тӑватӑ мороженӑй ҫисе ятӑн, йӑмӑкна вара тӗсне те кӑтартмарӑн.

Например, вчера ты съел четыре порции мороженого, а с младшей сестрой не поделился.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Сӑмахран, электричество приборӗсемпе аппарачӗсене тӗнчипех пӗлеҫҫӗ.

Например, электрические приборы и аппараты знают во всём мире.

Юратнӑ хула // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 18,20,22 с.

Вӑл акӑ пур звонок тӳмисем ҫине те лӑпкӑнах пусма, пур ыйтусем ҫине те лӑпкӑнах ответлеме, ҫынсен куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма пултарать, вӑл кашни кӗтмен ҫӗртен илтӗннӗ сӑмахран е хускануран хӑраса аяккалла тармасть, ҫӗр ҫине йӑванса каяс пек хӑрамасть.

Он может спокойно надавливать на все кнопки, отвечать на все вопросы и глядеть людям в глаза прямо и открыто, а не шарахаться и чуть не падать на землю от каждого их неожиданного слова или движения.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Сӑмахран, ҫур сехетренех ҫакӑн пек сӑвӑ пулса тухрӗ:

Например, через полчаса уже получилось:

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑл пӗр-пӗр хулара, сӑмахран Киевра, хӑйӗн шанчӑксӑр куккӑшӗпе пурӑнать пулӗ-ха, нимӗнле наказани тӳсмесӗрех мичмансен шкулне кӗме, кайран совет карапӗсем ҫинче тӗрлӗ ҫӗршывсене ҫӳреме ӗмӗтленет пулӗ-ха.

Он, вероятно, живет в каком-нибудь городе со своим подозрительным дядей, например в Киеве, и мечтает безнаказанно поступить в мичманскую школу, чтобы плавать на советских кораблях в разные страны.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Сӑмахран, кала-ха: мӗншӗн унӑн ӗҫлемелле, вӑл кирек мӗнле шӑтӑкран та кӗме пултарать вӗт?

Ну, скажи, зачем ему работать, раз он и так во всякую дыру пролезть может?

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Пӗр минутлӑха ҫеҫ кӗнӗ Ермолай: «Вӑл ухмах» (куратна, мӗнле сӑмаха юратать! — тесе илчӗ Филофей ҫур сасӑпа) — «вӑл ухмахскер укҫан шутне пачах та пӗлмест», тесе ӗнентерме тытӑнчӗ, — сӑмах май вара, вӑл мана акӑ мӗне асаилтерчӗ: пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗк халӑх нумай иртсе ҫӳрекен вырӑнта, икӗ пысӑк ҫул тӑваткалӗнче, манӑн аннеҫӗм тунӑ постоялӑй двор, — унта хуҫа пулса тӑма лартнӑ дворовӑй чӑнахах та укҫасен шутне пӗлмен пирки, — пӗтӗмпех саланса кайрӗ, ҫав дворовӑй укҫасене вӗсем миҫе пулни тӑрӑх хаклатчӗ, урӑхла каласан, сӑмахран, четвертак кӗмӗл укҫана ултӑ пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫалла паратчӗ, хӑй ҫапах та хытӑ ятлаҫатчӗ.

Вошедший на минутку Ермолай начал меня уверять, что «этот дурак» (вишь, полюбилось слово! — заметил вполголоса Филофей), «этот дурак совсем счету деньгам не знает», — и кстати напомнил мне, как лет двадцать тому назад постоялый двор, устроенный моей матушкой на бойком месте, на перекрестке двух больших дорог, пришел в совершенный упадок оттого, что старый дворовый, которого посадили туда хозяйничать, действительно не знал счета деньгам, а ценил их по количеству — то есть отдавал, например, серебряный четвертак за шесть медных пятаков, причем, однако, сильно ругался.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ кайӑксен вӑрманта хӑйсен пӳрчӗсем пур: шӑшисем тымарсем хушшинче — чи аялта пурӑнаҫҫӗ; тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем, сӑмахран, шӑпчӑк пеккисем, хӑйсен йӑвисене тӳрех ҫӗр ҫине тӑваҫҫӗ; саркайӑксем — ҫӳлерех, йывӑҫ тӗмӗсем ҫине, йывӑҫ хӑвӑлӗ ӑшӗнче пурӑнакан вӗҫен кайӑксем — улакаткасем, кӑсӑясем, тӑманасем — тата ҫӳлерех тӑваҫҫӗ; йывӑҫӑн тӗрлӗ ҫӳлӗшӗнче тата чи тӑрринче ҫӑткӑнсем: хурчкапа ӑмӑрткайӑксем вырнаҫаҫҫӗ.

У птиц и зверьков в лесу есть свои этажи: мышки живут в корнях, в самом низу; разные птички вроде соловья вьют свои гнездышки прямо на земле; дрозды — еще повыше, на кустарниках; дупляные птицы — дятел, синички, совы — еще повыше; на разной высоте по стволу дерева и на самом верху селятся хищники: ястреба и орлы.

Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.

Сӑмахран, капкӑн лартатӑн, ватӑ, ӑслӑ тискер кайӑк капкӑн патне пырса, пӑхкаласа ҫаврӑнать, кӑмӑлне каймасть те пӑрӑнса каять.

Бывает, ставишь капкан, зверь старый, умный побывает возле, не понравится ему, и отойдет.

Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.

Калаччӑр ӑна, сӑмахран, ухмаха хӗнемеҫҫӗ тесе, вӑл хурланать; хӑйне ӑсли тесен, укҫа памасан та, — киленсех каять.

Скажут ему, например, дурака и не прибьют, он опечалится; назовут его умницей и денег ему не дадут — он почувствует удовольствие.

XXVII // .

Хӑш чухне Базаров мӑкан та шухӑшсӑр персе янӑ сӑмахсене вӑл тепӗр хут та каланӑ, сӑмахран, темиҫе кун хушши вӑл нимӗн тӗлсӗр: «ну, ку тӑххӑрмӗш ӗҫ» — тесе ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен ывӑлӗ ку сӑмаха, вӑл ирхи кӗлле кайнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑна ҫавӑн пек каланӑ пулнӑ.

Базаров даже повторял эти, иногда тупые или бессмысленные, выходки и, например, в течение нескольких дней, ни к селу ни к городу, все твердил: «Ну, это дело девятое!» — потому только, что сын его, узнав, что он ходил к заутрене, употребил это выражение.

XXVII // .

Мужик е нимӗн те чӗнмен, е ҫакӑн майлӑ сӑмахсем каланӑ: «Эпир, паллах… пултаратпӑр… мӗншӗн тесен… пирӗн ҫапла, сӑмахран, шӑпи ҫавӑн пек пирӗн».

Мужик либо не отвечал ничего, либо произносил слова вроде следующих: «А мы могим… тоже, потому, значит… какой положон у нас, примерно, придел».

XXVII // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех