Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗкхи (тĕпĕ: ӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӗрчунӑн кӑкӑрӗпе хырӑмӗ ҫинче, — ӗлӗкхи пекех сӑнне тискерлетсе малалла каларӗ Гаер, — эсир чӗчӗсем куратӑр, ку вӑл вӗсен ачисем сӗтпе тӑранса пурӑннине пӗлтерет.

— На груди и брюхе животного, — продолжал Гаер с хорошо знакомым мне назидательно-угрожающим видом, — вы найдете сосцы, известные как органы молочного развития ихних детей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхи маттур Гаертан пӗтӗрӗнсе тӑракан мӑйӑхӗпе шатрисем кана тӑрса юлнӑ.

От прежнего молодцеватого Гаера остались только усы кольцами да угри.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑтрисем те ӗнтӗ ӗлӗкхи мар — сайра, таса мар, кӑвакарнӑ тата.

И кудри были уже не те — редкие, грязные, седые.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхи пекех, Катьӑн ҫӑварӗнчен пӑхса вӑл хушнине итлеме юратать.

По-прежнему она смотрела Кате в рот и слушалась каждого слова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл ӗлӗкхи пекех савӑнӑҫлӑ.

Но у нее по-прежнему был бодрый, озабоченный вид, а сейчас еще и веселый.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанлӑха пурте ӗлӗкхи пекех пынӑ-ха.

Первое время все было по-прежнему.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑл ӗлӗкхи пекех илемлӗ иккенне, тен, ӗлӗкхинчен те ытларах илемленнине ҫеҫ асӑрхаса юлтӑм.

Я только заметил, что она по-прежнему очень красивая, даже, может быть, стала еще красивее.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ Палан пичейӗн маттур ал-ури те ӗлӗкхи евӗр ҫаврӑнуҫӑллӑ пулман, тытнӑ ӗҫ час-часах алӑран ӳкме пӑхнӑ.

И уже не такими ловкими стали умелые руки Брата Указательного, и часто вываливалась из них работа.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь вӑл манпа ӗлӗкхи пекех аван.

Он был по-прежнему ласков со мной.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл, ӗлӗкхин пекех, никама пӑхӑнмасӑр, куҫӗсене хӗссе пӑхать, сӑмси те унӑн ӗлӗкхи пекех, — тен, тепӗр ҫӗр ҫултан та эпӗ ӑна, сӑмсине курнипех, палласа илнӗ пулӑттӑм.

По-прежнему она щурилась с независимым видом, и нос был такой же решительный, — кажется, и через сто лет я узнал бы ее по этому носу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗп роле выляма Гришка Фавера чӗнчӗҫ, вӑл ӗнтӗ пӗр ҫул хушши театр училищинче вӗренет, анчах ӗлӗкхи йӑлипе хӑш-хӑш чухне пирӗн премьерӑсене те кӗре-кӗре пӑхать.

Для главной роли был приглашен сам Гришка Фабер, который вот уже год как учился в театральном училище, но по старой памяти иногда еще заходил взглянуть на наши премьеры.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитонавна мана ӗлӗкхи пекех юратать: нумаях пулмасть мана Кораблев урлӑ салам каласа янӑ.

Нина Капитоновна все еще любит меня: недавно Кораблев передал от нее «поклон и привет».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхи сасӑсӑр фильмри пекех, манӑн куҫ умне сехет тухса тӑрать, сехет йӗпписем ҫулсене кӑтартаҫҫӗ.

Как в старых немых фильмах, мне представляются большие часы, — но стрелка показывает годы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн ӗлӗкхи директор Бодров юлташ ҫав комитетра пысӑк начальник, вӑл мана ӗненӗ, вӑл — Расщепее лайӑх пӗлет…

Наш бывший директор товарищ Бодров теперь большой начальник в комитете, он поверит мне, он знает Расщепея…

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ирина Михайловна ӗлӗкхи пекех лӑпкӑ, анчах пӑртакҫӑ туртӑннӑ темелле.

Я увидела спокойное, но слегка осунувшееся лицо Ирины Михайловны.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сӑнав хыҫҫӑн, манпа сывпуллашнӑ чух, Расщепей манран ӗлӗкхи пекех хаваслӑ, тараватлӑ юлчӗ.

Прощаясь со мной после пробы, Расщепей был снова по-прежнему весел и приветлив.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасен ҫуртӗнче ӗлӗкхи пекехчӗ, Серафима Петровна ҫеҫ кайнӑччӗ, ун вырӑнне халь арҫын учитель Суткин килнӗччӗ.

В детдоме все было по-старому, только Серафима Петровна перешла в старшие классы, и на ее место поступил мужчина-воспитатель Суткин.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Барон фон-Гринвальдуҫ, Хастарлӑ ҫак рыцарь, Ӗлӗкхи пекех Ларать чул ҫинче.

Барон фон Гринвальдус, Сей доблестный рыцарь, Все в той же позицьи На камне сидит.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхи пекех сӑвӑсем вулама юратать.

По-прежнему он любил бормотать стихи.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхи лядовецсемпе пестовецсем пӗр-пӗринпе яланхи пекех хирӗҫетчӗҫ, яланхи пекех пирӗн пата ҫунапа пӑтӑ илсе килетчӗҫ, ӑна вара темиҫе хут чӑркатчӗҫ.

По-прежнему ссорились бывшие лядовцы с бывшими пестовцами, по-прежнему привозили в санях закутанную, как бабушка, кашу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех