Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасшӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тархасшӑн (тĕпĕ: тархасшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, тархасшӑн, кайса уҫӑлса ҫӳре-ха, ыйтаҫҫӗ вӗт санран!

— Ну, пожалуйста, поди погуляй, тебя просят!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ларӑрсам, тархасшӑн, ма тӑратӑр? — сӗнчӗ Обломов ӑна.

— Да сядьте, пожалуйста; что вы стоите? — предлагал он ей.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кирлӗ мар, пӑрахӑр йӑлтах вӗсене, тархасшӑн!

— Не надо, бросьте все, пожалуйста!

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ тархасшӑн каяр кунтан, Ольга.

Но пойдем, ради Бога, отсюда, Ольга:

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑнлан, тархасшӑн, ман ӗмӗте.

Пойми, ради Бога, чего я хочу.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ирӗк парсам мана, тархасшӑн, тухтӑр патне ямашкӑн…

— Позволь мне, пожалуйста, послать за доктором…

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Анчах ан васка, тархасшӑн, ан хыпалантар мана.

Только не спеши, пожалуйста, не торопи меня.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Палатӑна кайса кил-ха, тархасшӑн, доверенность ҫине пичет пустармалла…

— Сходи, пожалуйста, в палату, нужно доверенность засвидетельствовать…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— О, тархасшӑн хуллентерех калӑр: эсӗ мӑнкӑмӑллӑн пӑхни мана вӗлерет, кашни сӑмаху, сивӗ пек, шӑнтса ярать…

— О, ради Бога, без этого вы: твой гордый взгляд убивает меня, каждое слово, как мороз, леденит…

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тархасшӑн, таврӑн! — сасӑпа мар, куҫҫулӗпе кӑшкӑрчӗ Обломов.

— Ради Бога, воротись! — не голосом, а слезами кричал он.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тархасшӑн, паратӑп.

Пожалуйте, отдам.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Калӑр, тархасшӑн, ыйтатӑп…

— Скажите, пожалуйста, я прошу…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Калӑр-ха, тархасшӑн, вӑл суйрӗ тейӗр!

« скажите, пожалуйста, он еще лгал!

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Каласа пар, тархасшӑн, мӗнле?

Расскажи, пожалуйста, как?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кала, тархасшӑн, ӑҫта та пулин тухса ҫӳретӗн-и эсӗ, ӑҫта пулкалатӑн?

Скажи, пожалуйста, ходишь ли ты куда-нибудь, где бываешь?

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ну, хӗрхен-ха, тархасшӑн, ан чӑрмантар, — ӗнентерсех каларӗ Обломов, куҫӗсене уҫса.

— Ну, сделай же такую милость, не мешай, — убедительно говорил Обломов, открывая глаза.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӑра сутнӑ ҫӗре кайӑпӑр, тархасшӑн, каяр…

Пойдем в полпивную, пожалуйста, пойдем…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗрентӗр, тархасшӑн! — ыйтрӗ вӑл.

Научите, ради Бога! — спросил он.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр хут кала-ха, каласам, тархасшӑн, — касӑкланса кайрӗ Олеся.

Повтори, повтори, пожалуйста, — заинтересовалась Олеся.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тархасшӑн, куна ан та пӑхӑр эсир.

— Пожалуйста, не обращайте на это внимания.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех