Шырав
Шырав ĕçĕ:
Упа ури лапписемпе урайне мелсӗр шутаркаласа тухтӑр патнелле пычӗ; хаваслӑн мӗкӗрсе кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑчӗ, малти урисене хуҫа чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑсса хучӗ те ҫӑварне карса ҫивчӗ шӑлӗсене йӗрчӗ.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Викентий ҫывӑрмасть иккен-ха, кӗнеке вулать, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн чӗвен тӑрса пӳлӗмелле пӑхса илнӗ хыҫҫӑн.— Викентий еще читает, — проговорил он, поднявшись на цыпочки и заглянув в келью.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл, ачалла чӗвен тӑрса, пуҫне каялла ярса, тутине тӑсрӗ.Она потянулась губами, по-детски привстав на носки и запрокинув голову.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ытла хытӑ туртнипе, Давыдов лаши, хӑяккӑн утса, шӑналӑк ҫине пырса кӗчӗ, вара, ури айне темле япала лекнипе сехӗрленсе, чӗвен тӑчӗ, айккинелле инҫете сиксе ӳкрӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫил типӗтсе янӑ ыраш калчи, хӑйӗн ачаш ҫулҫисене ҫутӑ кӳрекен хӗвел шевлисем еннелле тӑсса, чӗвен тӑнӑ пек, ҫӳлелле хӑпарать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑрт-харт турӗ те чӗвен тӑчӗ, айккинелле таянса кайнӑ пек пулчӗ.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Гаврик, ура ҫине чӗвен тӑрса, чӳречерен пӑхрӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Катя чӗвен тӑрса ман пӳлӗме кӗчӗ те, мана чуптурӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кушак ҫури чӗвен тӑрать, малти урисемпе сӗтел ҫиттине тытма хӑтланать, чӗрнисемпе ярса илсе, шереперен ҫакӑнать, татӑлса анать.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара эп нумаях шутламасӑр, ура ҫине чӗвен тӑтӑм та, кондуктор шӑнкӑравӗн кантӑрине туртрӑм.И тогда я подтянулась на носках, достала веревку кондукторского звонка и дернула.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Витя! — кӑшкӑраҫҫӗ хӗрсем, маларах тӑраканнисен пуҫӗ урлӑ героя, ҫар пурнӑҫӗпе пурӑнакан Мускавӑн юратнӑ паттӑрне, лайӑхрах курас тесе, чӗвен тӑрса пӑхаҫҫӗ, сике-сике илеҫҫӗ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗлсех тӑратӑп акӑ, епле вӑл, поезд чарӑнасса кӗтсе тӑмасӑрах вагон пусми ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ пуль те, вичкӗнскер, хураскер, пуринчен те ирте-ирте, унтан чӗвен тӑра-тӑра телеграф ӑҫтине шыраса, перрон тӑрӑх чупрӗ пуль.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ портрет патне чупса пытӑм, лайӑхрах курма чӗвен тӑтӑм.Я подбежала к портрету, встала на цыпочки, чтобы лучше рассмотреть его.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кораблев ун аллине чуптурӗ, вӑл ӑна ҫамкинчен чуптурӗ — ҫапла чуптунӑ чух Нина Капитоновна чӗвен тӑчӗ, лешин пӗшкӗнмелле пулчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ну, мӗн туса пурӑнмалла, тет-ха, манӑн кунта?! — каллех чӗвен тӑчӗ Иван.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Кандидат та чӗвен тӑчӗ.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
— Тӗнчене ӑстӑн маларах килнӗ-и е матери? — Глеб чӗвен тӑчӗ.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Ку ҫеҫ те мар, кӳмене чӗвен тӑратса ташласа та кӑтартрӗ.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
5. Акӑ тата тепӗр тискер чӗрчун, иккӗмӗшӗ, чӗвен тӑнӑ упа евӗрлӗскер; унӑн ҫӑварӗнче, шӑлӗсем хушшинче — виҫӗ шӑмӑ; ӑна ҫапла хушнӑ: «тӑр та мӗн килениччен аш-какай ҫи!» тенӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кутӑн лаша чӑрмав умӗнче чӗвен тӑнӑ пек ҫӗкленсе тӑрать-тӑрать те, кустӑрмисемпе каллех ҫӗре ӳкет, каялла ҫӗртме пуссине васкать, пӑрлак ҫӗр валли вӑй ҫитмест унӑн.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.