Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тискер кайӑк тапӑнассинчен хӑйсене тимӗр решетке хӳтӗленине кура, хӑйсем сыхӑ иккенне шанса тӑракан ҫынсем, юн карса илнӗ куҫсене лӑпкӑн пӑхса, кӑмӑллӑн кулкаласа тӑраҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Анчах эпир тепре тӗл пуласса шанса уйрӑлтӑмӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хӑй хуҫи вӑрӑ пек курӑннӑ пулин те, йӗкӗт, ӑна хупахра лайӑх пӗлсе шанса тӑнине пула, Челкаша сасартӑк хисеплеме пуҫларӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫавсене пула ӑнран кайнӑ токарь кӳршӗрен лаша ыйтса илнӗ, халь акӑ вӑл хӑйӗн карчӑкне, Павел Иваныч хӑйӗн порошокӗсемпе, мазӗсемпе имлесе, ӗлӗкхи пекех чипер пӑхакан тӑвасса шанса, больницӑна леҫет.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ачасем пырасса шанса, каялла пӑхмасӑрах утрӗ вӑл.Он шагал не оглядываясь, уверенный, что приятели не отстанут от него.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӑлтах «шанса ларнӑ, иртсе кайнӑ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна пудра сӗрнӗ, чӗнтӗрлӗ ҫухавиллӗ, ӑссӑр куҫлӑ, аскӑнла кулакан маркизсем курӑннӑ; унтан перӗнсе, ҫакӑнса, пӑвӑнса вилнӗ Вертерсем курӑннӑ; малалла — шанса кайнӑ хӗрсем, ялан юратса йӗрекенскерсем, мӑнастире хупӑннӑскерсем, тилӗрекен ҫулӑмлӑ куҫлӑ, уссиллӗ геройсем, айван та чее Дон-Жуансем, савнийӗсене ӗненмен, ҫапах хӑйсен ключницисемпе пурӑнакан ӑслисем… пурте, пурте курӑннӑ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Иртни, сирӗн сирень пекех, шанса ҫухалать! — каласа хучӗ вӑл.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан, пур йывӑр шухӑша манса, каллех хӑйӗн тусӗ умӗнче чӗререн савӑнать, калама ҫук илӗртӳллӗ, кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ пулать анчах хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫухални, илӗртӳллӗ пылак ӗмӗчӗсем татӑлни, пурнӑҫ илемӗ шанса кайни, телее тивӗҫсӗр ӑмсанни ҫинчен аса илет те — каллех пӑшӑрханать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольцпа пӗрле ирттернӗ кашни кун, ӑна шанса пӗлтермен кашни шухӑш — йӑлтах Ольгӑшӑн хӑйӗн тӗсне, пӗлтерӗшне ҫухатрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов Ольгӑна: Ҫуллахи Садра шӑнса кӑштах чирлерӗм, ҫавна пула икӗ кун хушши килте вӗретнӗ курӑк шывӗ ӗҫсе лармалла пулчӗ, халӗ йӑлтах иртсе кайрӗ, вырсарникун пӗр-пӗрне курассине шанса тӑратӑп, тесе ҫырса пӗлтерчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтра Ольга, пӗчӗк ача пекех, хӑй шӑпине, телейне, савнине шанса тӑни унан сӑнӗнче палӑрчӗ…В эти минуты лицо ее дышало такою детскою доверчивостью к судьбе, к счастью, к нему…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ шанса та каясшӑн мар, вилесшӗн те мар! — йӑлтах тӗрӗс мар, — терӗ вӑл, — ҫав ҫулпа каймасӑр та тата хытӑрах юратма пулать…
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, эсӗ вилӗмрен хӑрамӑн: вилни хӑрушӑ мар, вилӗме хатӗрленни, сехетсерен асап курни хӑрушӑ, эсӗ тӳсӗмсӗр шанса кайнӑ пулӑттӑн — ҫапла-и?
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашкинчен, Обломов, Ольга унран уйрӑлса каяс ҫуккине шанса, чарӑнса тӑчӗ.Он, наконец, остановился, уверенный, что она не уйдет от него.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫҫулӗ тата ӑшшӑн кулни, сӑмах чӗнмесӗр алӑ тӑсса пани, унтан чӗрӗ те ҫивӗч хаваслӑх, телейлӗн васкаса ҫӳрени, унтан чылайччен-чылайччен калаҫни, иккӗшӗ ҫеҫ пӑшӑлтатни, чунсем пӗр-пӗрне шанса пӑшӑлтатни, икӗ пурнӑҫа пӗр пурнӑҫ тума вӑрттӑн килӗшсе татӑлни!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӗтел хушшинче камӑн та пулин юратӑвӗ ҫинчен, Ольга юратӑвӗн историйӗ евӗрлине каласа панӑ чухне, Ольга хӑйне шанса ларать пулсан та, тепӗр чухне, сасартӑк хӗрелсе каять; юрату историйӗсем ҫав тери пӗр-пӗрин евӗрлӗ пулнипе, ӑна тӑтӑшах хӗрелме лекет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те эсир ҫырура ҫырнӑ пек тӑвасшӑн пулнӑ пулсан, эхер те эсир уйрӑлассине шанса тӑнӑ пулсан, эсир манпа тӗл пулмасӑр ют ҫӗршыва кайма пултарнӑ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑрттӑнлӑх тӗртлентерет ӑна; вӑл ӑна уйӑха шанса парать…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956