Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гостинӑя тавӑрӑнсассӑн, вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле ларнӑ: стариксем авалхине тата хӑйсем службӑра чухне илтнӗ анекдотсене аса илнӗ, Алексей Лиза умӗнче хӑйне хӑй мӗнле тытасси ҫинчен шухӑшланӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ темӗн те курнӑ, темӗн те илтнӗ», — тенӗ вӑл.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тем тӗрлӗ хытӑ тапнӑ вырӑс чӗри ун чухне, патшалӑх тенӗ сӑмаха илтнӗ май.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӗсенче ҫырнисем, Иван Петрович хӑй каланӑ тӑрӑх, пурте тенӗ пекех тӗрӗс, вӗсене вӑл тӗрлӗ ҫынсенчен илтнӗ.Они, как сказывал Иван Петрович, большею частию справедливы и слышаны им от разных особ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тата Белкин «хӑй ҫырнине» тӗрлӗ ҫынсенчен илтнӗ пулать.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Сметонспа танлаштарсӑн, кушак — гений пулса тӑрать, мӗншӗн тесен Панкрацри тӗрме унран яланах тӑватӑ сӑмах ҫеҫ илтнӗ: — Pass bloss auf, Mensch!
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тепӗр кунне вӑл ҫӗнӗ хыпар илтнӗ — мана виличченех хӗнемен иккен, анчах асаплантарнине тӳсеймен те камерӑра ҫакӑнса вилнӗ.А на другой день новая весть – я не забит до смерти, но не вынес пыток и повесился в камере.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӑй сисмесӗрех, ун ҫинчен вӑл Гвоздева халь ҫеҫ унран хӑйӗнчен илтнӗ сӑмахсенех каласа пачӗ.Сам того не заметив, он изложил Гвоздеву своими словами то же, что только что услышал от него.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ма fol, monsier… (Чӑнахах, офицерӗм) эпӗ ун ҫинчен ыррине сахал илтнӗ.– Ma foi, mon officier… (Право, господин офицер) я слыхал о нем мало доброго.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ответа илтнӗ хыҫҫӑн унӑн пичӗ-куҫӗ кӗрхи ҫӗр пек тӗттӗмленчӗ.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗрре Дубровский, хӑйӗн пӗчӗк владенийӗ тӑрӑх ҫӳренӗ чух, хурӑн ращи патне ҫывӑхарса пынӑ май, пуртӑ сассине, унтан тепӗр самантран йывӑҫ ҫатӑртатса ӳкнине илтнӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Амӑшӗн пӗчӗкҫеҫ виҫӗ кӗтеслӗ ҫырӑвӗ, ытти салтаксем хӑйсен амӑшӗсенчен илекен ҫырусем пекех, кӗске пулнӑ, вӑл ҫыру ҫурри таран тӑванӗсен саламӗсемпе тулнӑ, — килте, тав турра, пурте йӗркеллӗ пулнӑ ҫинчен, унӑн, Алёшӑн, амӑшӗ пирки пӑшӑрханма кирлӗ марри ҫинчен каланисемпе тулса тӑнӑ, ҫурри — хӑйне упрама, шӑнса пӑсӑласран сыхланма, нимӗҫсен тискер чеелӗхӗнчен асӑрханма (ун ҫинчен амӑшӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен нумай илтнӗ), тата урасене йӗпетме кирлӗ марри ҫинчен ыйтса ҫырнисемпе тулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ку юрра халиччен пӗр хут кӑна мар илтнӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Илтнӗ пуль, Финляндире вӑн, арҫынсемпе арӑмсем мунчара пӗрлех ҫӑвӑнать, теҫҫӗ.Слыхал, в Финляндии вон и вовсе, говорят, мужики с бабами в одной бане полоскаются.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та вӑл хӑй патне тӗмӗсем хыҫӗнчен кӗҫ-вӗҫ сухаллӑ ҫынсем тухасса шанса кӑшкӑрчӗ; вӗсем ҫинчен Алексей нумай илтнӗ, килсе тухӗҫ те вӗсем, ӑна та хӑйсемпе пӗрле илсе кайӗҫ; вара пӗр кун е пӗр сехет те пулин ирӗклӗн, ним ҫинчен те шутламасӑр, ырӑ ҫынсен ирӗкне парӑнса, ниҫта та васкамасӑр, никамран та сыхланмасӑр канма пулӗччӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ҫил-тӑманлӑ каҫхине Алексей темӗнле ҫапӑҫу шавне илтнӗ пек пулнӑччӗ.Одной вьюжной ночью Алексей как будто услышал звуки какого-то отдаленного боя.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, паллах, ҫар Хӗвелтухӑҫӗнчи Прусси ҫине наступлени туса пыни ҫинчен, Хӗвелтухӑҫ Прусси вӑл — Германи пулни ҫинчен, совет ҫарӗсем часах нимӗҫ ҫӗрӗ ҫине пырса кӗресси ҫинчен нумай хутчен илтнӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Оруди» сӑмаха Ваня час-часах илтнӗ, анчах ӑна орудие ҫывӑхран курма, уйрӑмах алӑпа тытса пӑхма май килмен.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ку сӑмаха Ваня хӑйӗн пирки Горбуновран та, Биденкоран та, ытти разведчиксенчен те нумай хут илтнӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вара Ваня, хӑй сисмесӗрех, разведчиксем патӗнче пӗрре илтнӗ сӑмаха: «Хирсен патши атакӑна кайрӗ», тенине тепӗр хут астуса илнӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948