Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем»

Пай: Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем

Автор: Ҫт. Ухантей

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хушнӑ: 2019.08.13 17:01

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 377

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Белкин повеҫӗсене» ҫыракан Александр Сергеевич Пушкин — вырӑссен аслӑ поэчӗ. Вӑл 1799-мӗш ҫулта авалхи дворян ҫемйинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫне те ҫав дворянсен хушшинче пурӑнса ирттернӗ.

Ҫамрӑк чухне Пушкин декабристсене, 1825-мӗш ҫулта декабӗрӗн 14-мӗшӗнче патша влаҫне хирӗҫ восстани тӑвакансен вӑрттӑн ушкӑнӗн членӗсене, ҫывӑх тӑнӑ. Декабристсем хушшинче унӑн тусӗсем тата пӗлӗшӗсем те пулнӑ. Пушкин хӑй вӑрттӑн ушкӑнӑн членӗнче тӑман пулин те, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ декабристсенни пекех ирӗклӗхшӗн туртӑннӑ. Ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑла палӑртса тата патшапа ӑна ҫывӑх тӑракан ҫынсенчен кулса, вӑл сӑвӑсем, эпиграммӑсем ҫырнӑ. Ку эпиграммӑсемшӗн тата ытти «ирӗк» сӑвӑсемшӗн Пушкина Раҫҫейӗн кӑнтӑр енне ссылкӑна янӑ. Пушкин унта темиҫе ҫул хушши пурӑнса ирттернӗ.

1824-мӗш ҫулта Пушкинӑн хӑй турра ӗненменни ҫинчен ҫырнӑ ҫыруне полици тытнӑ. Куншӑн Пушкина тепӗр хутчен хӑйӗн Михайловскоене (ун чухне Псков кӗперни) ятлӑ ялти именине ссылкӑна янӑ. Унта Пушкин 2 ҫула яхӑн пурӑннӑ.

Пушкин — дворян класӗн ывӑлӗ, анчах хӑй вӑхӑтӗнчи малта тӑракан ҫын пулнӑ: вӑл дворянсен крепоҫла йӗркин тӗттӗм вӑйӗсене витӗр курнӑ, вӗсене хӑйӗн произведенийӗсенче сӑнласа кӑтартса, ҫав тӗттӗм вӑйсемпе кӗрешнӗ. Сахал мар «пӗчӗк» ҫынсене, хисепсӗре кӑларнӑ тата хурлӑха хӑварнӑ ҫынсене Пушкин кӑмӑлласа кӑтартса парать. Пушкин хӑйӗн произведенийӗсемпе прогресс ӗҫне туса пынӑ. Ҫавӑнпа та патша влаҫӗн представителӗсем, патшана ҫывӑх тӑракан улпутсемпе дворянсен паллӑ ҫыннисем ӑна питӗ курайман. Поэта мӑшкӑлланӑ, унтан кулнӑ; патшапа унӑн чи ҫывӑх ҫыннисем, Пушкинӑн арӑмне ерсе, поэтӑн ятне варалама, вӗҫӗмсӗр чыссӑрлама тытӑннӑ. Ҫак мӑшкӑла тӳсеймесӗр, Пушкин хӑй арӑмӗ хыҫҫӑн ҫапкаланса ҫӳрекен Дантес ятлӑ кавалергардӑн ашшӗне — барон Гекерна (Дантес Гекернӑн усрав ывӑлӗ пекки пулнӑ) питӗ хаяр ҫыру янӑ (1837 ҫ., январӗн 26-мӗшӗнче). Ҫак ҫырӑва илсен Дантес Пушкина дуэле тухма чӗннӗ. Дуэлре Пушкина вилмеллех амантнӑ. Январӗн 29-мӗш кунӗнче, 1837-мӗш ҫулта Пушкин вилнӗ.

Пушкин «Белкин повеҫӗсене» 1830-мӗш ҫулта, кӗркунне, холер чирӗ сарӑлнӑ пирки тухса ҫӳреме юраман вӑхӑтра, хӑйӗн Болдино ятлӑ именинче виҫе уйӑх пурӑннӑ хушӑра ҫырнӑ. «Повеҫсене» чӑн малтан пичетлесе кӑларнӑ чухне Пушкин хӑй ятне палӑртман: Иван Петрович Белкин ҫырнӑ пек туса кӑларнӑ. Ӗненмеллерех пултӑр тесе, вӑл, хӑйӗнчен шухӑшласа, ун пурнӑҫӗ ҫинчен те каласа парать. Тата Белкин «хӑй ҫырнине» тӗрлӗ ҫынсенчен илтнӗ пулать.

«Повеҫсенче» Пушкин, нимрен ытларах, провинцире пурӑнакан дворянсен пурӑнӑҫне лайӑх кӑтартса парать. Дворянсен пурӑнӑҫӗпе улпутсен типӗсем Пушкин произведенийӗсенче питӗ чӗррӗн, реализмла сӑнланнӑ. Вӗсенче провинцири улпутсен сӑнӗсем, вӗсен йӑлисемпе кӑмӑлӗсем куҫ умне чӗрӗ пекех сӑнланса тухса тӑраҫҫӗ.

Пушкин произведенийӗсен илемлӗхӗн вӑйӗ питӗ пысӑк. Пушкин ӗҫӗнче уҫӑмлӑн та пурне те ӑнланмалла ҫырасси тӗп вырӑнта тӑнӑ. «Белкин повеҫӗсем» вӑл тӗлӗшрен пысӑк ӑсталӑх тӗслӗхӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех