Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушшех сăмах пирĕн базăра пур.
пушшех (тĕпĕ: пушшех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пысӑках мар арпашура символла пӗлтерӗш те асӑрхама пулать: пурнӑҫра эпир пурте «тӗрӗссӗн» курӑнма тӑрӑшатпӑр, театрта вара тем тума та юрать - камитре пушшех те!

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

МИХсен представителӗсене хайхи урӑлтаркӑчсен ыйтӑвӗ пушшех кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫул ҫитменнисем тунӑ преступленисем 5: хушӑнни пушшех пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Халӗ утма-чупма тытӑнчӗ те пушшех йӑрӑланчӗ ахӑртнех.

Куҫарса пулӑш

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Ҫыравҫӑ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнипе ӑна пысӑк уяв умӗн уҫни пушшех те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Енчен те ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ парас ӗҫре вӑй хуратӑн пулсан пушшех те.

Тем более, если несёшь знания молодому поколению.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чи лайӑххисен йышӗнче тупӑшма тивни пушшех те хавхалантарчӗ, вӑй хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унсӑрӑн йӗркене пӑсакансем айӑплав ҫукран хӑйсене пушшех ирӗклӗ туйӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Каҫкӳлӗм ҫынсем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче ҫемйипех е ушкӑншарӑн уҫӑлса ҫӳренине сӑнасан пушшех савӑнатӑн.

Еще больше радуешься, когда видишь, как на стадионе физкультурно-спортивного комплекса "Кубня" гуляют семьями или группами.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

– Тӑр-тӑр, выртсан пушшех халтан каятӑн, – ачана васкатрӗ Элекҫей.

— Вставай, лежать еще хуже, — поторопил мальчика Алексей.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Эх, Эльза, пурнӑҫра ахаль те хуҫӑлнӑ ҫынсене тӗрме пушшех авать.

— Эх, Эльза, нас всех жизнь ломала, а в тюрьме доламывает.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Анчах вӗсем те, ялсенче пушшех те, эрех ӗҫме хӑнӑхаҫҫӗ.

Но и они, особенно в деревнях, привязываются к алкоголю.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Пушшех те — Миша ыттисене чӑваш чӗлхипе килти ӗҫ пурнӑҫлама пулӑшнӑ.

Тем более - Миша помогал остальным делать домашнее задание по чувашскому языку.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ырӑ сӑмах илтме яланах кӑмӑллӑ, ҫӗршыв шайӗнче — пушшех те.

Всегда приятно слышать добрые слова, особенно - на мировом уровне.

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Арҫын ачашӑн - пушшех те.

Для мальчика — тем более.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Аякра нимӗҫ бомби ӳксе ҫурӑлни, пӑшал сасси янӑрани ӑна пушшех сехӗрлентернӗ.

Его все больше пугали звуки разорвавшейся немецкой бомбы, стрельба из ружья.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Пӗр ӳстермесӗр калама пултаратӑп: ку — пирӗн посольствӑра халиччен йӗркеленӗ чи лайӑх презентацисенчен пӗри. Чӑваш Республики хӑйне туллин кӑтартма тӑрӑшрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ хӑй те пулчӗ — пушшех сумлӑ», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Карточкӑна Интернетпа та усӑ курмалли телефон номерӗпе ҫыхӑнтарнӑ пулсан асӑрханулӑх пушшех кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Амӑшӗ пепкине пӑхманнине ют хӗрарӑм пушшех тимлес ҫук. Эпӗ ватӑлса, халсӑрланса пыратӑп. Пӗтӗм шанӑҫӗ те ун ҫинче. Кӗлеткерен те Валерия ӳсрӗ, йӑтма йывӑр. Сӑмахран, хам тӗллӗн мунчана илсе тухаймастӑп ӑна», — чунне уҫрӗ Марье аппа.

Если мать не присматривала, то чужая женщина тем более не проявит инициативу. Я старею, ослабеваю. Вся надежда на него. Валерия выросла, поднимать трудно. Например, сама не могу ее в баню отнести", - открыла душу тетя Марья.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сӑмах май, ҫакнашкал сиплев пушшех йӳнӗ мар — вӑтамран 138,5 пин тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех