Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чулсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прожекторӑн хӑрушла усал пайӑркин сивӗ, йӑлтӑркка ҫути шӑтӑк тӗлӗнчи чулсене ҫутатрӗ.

Злой луч прожектора обдал камни у входа леденящим мечущимся сиянием.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Партизансем стена шӑтӑкӗнчи чулсене йӑпӑр-япӑр салатса тӑкрӗҫ.

Партизаны мигом раскидали камни в вырезке стены.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Чулсене каялла хур!

Клади назад камни!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл юнашарах, ҫӗр тӗттӗмлӗхӗнчи тӗмӗсене, чулсене, тикӗс мар вырӑнсене ҫутатать те лӑпчӑнса выртнӑ разведчиксен кӗлеткисем урлӑ каҫса, инҫетри сӑртсем ҫийӗпе, поселок хӗрринчи ҫуртсем ҫийӗпе, ҫара йывӑҫ тӑрри ҫийӗпе ярӑнса ҫӳрет.

Она выхватывала совсем рядом из ночной тьмы кусты и камни, неровности почвы и, перемахнув через прижавшиеся к земле фигурки разведчиков, проносилась по далеким холмам, по крышам окраинных домиков поселка и верхушкам голых деревьев.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку коридора ӗлӗк хупланӑ пулнӑ, анчах стенине кунта пурӑнакансем хуралтӑсем тума кирлӗ, чулсене кӑларса, йӑтӑнтарса антарнӑ.

Оказалось, что проход этот действительно когда-то был заделан, но стенку почти всю разобрали жители, приходившие сюда за строительным камнем.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӗп стволри купаланса выртакан чулсене фашистсем взрывпа тасатнӑ.

Который взрывом уже расчистил завал главного ствола.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Толя ура ҫине тӑраймасӑрах, кӑлтӑрмач пек, тӑвайккипе, шӑлне шатӑртаттарса, ыратнипе, кӳреннипе, тавӑрма вӑй ҫитменнипе макӑрса, чикелене-чикелене, хӑйпе пӗрле вак чулсене шутарса, аялалла йӑванса анчӗ.

Толя не успел встать с корточек и кубарем покатился по склону горы, увлекая за собой мелкие камешки, скрипя зубами, плача от боли, обиды и бессилия.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тинӗс ачана никампа та интересленмен хум шавӗпе кӗтсе илчӗ; хумсем хутлӑн-хутлӑн йӑванса пӗр-пӗрин ҫине пырса ҫапӑнаҫҫӗ те бетонлӑ парапет хыҫӗнчи шӑкӑлтатакан вӗт чулсене хускатаҫҫӗ.

Оно встретило мальчика равнодушным шумом прибоя, который медленно накатывал слоистые валы и ворошил гремучую гальку за бетонным парапетом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шӑтӑк алтнӑ чухне тухнӑ чулсене палатка витӗр пӗчӗк картишне йӑта-йӑта кӑларса, хӳме ҫумне шал енчен купаласа улӑхрӑм.

Выкопанные камни я уносил через палатку во дворик и складывал у ограды с внутренней стороны.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Аякранах пуҫ шӑммисемпе чулсене асӑрхаятӑн.

На далекое пространство видны черепа и камни.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӗсем иккӗш те пӗлмен-ҫке ҫавӑнта Мунчо кунсерен пырса тӗрӗксене ылханнипе чул пӑраха-пӑраха хӑварнине; таврари чулсене вӑл пӗтӗмпех пуҫтарса ҫав купа ҫине пыра-пыра пӑрахать.

Они не знали, что Мунчо каждый день ходит сюда и с проклятиями бросает камни на могилу турок, так что уже подобрал все камни, валявшиеся поблизости.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Аллӑмсемпе сӗртӗнем вӑл тытнӑ чулсене, ун ури айӗнче пулнӑ ҫӗре чуптӑвам.

— Прикоснусь руками к камням, которые он трогал, поцелую землю под его ногами.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Апла пулсан, вӑл пӗрре, кӑнтӑр кунӗнче, хула ҫине вӗҫсе улӑхӗччӗ те, хурҫӑ рычаг пек аллисене аялалла тӑсса, хулари мӗнпур ӑпӑр-тапӑра, кирпӗчсемпе хаклӑ йышши чулсене, ылттӑнпа чура какайне, кантӑкпа миллионерсене, пылчӑкпа тӑр ухмахсене, чиркӳ таврашсене, пылчӑкпа вараланса чире ернӗ йывӑҫсене, ҫак нумай хутлӑ ухмахла «пӗлӗт хырчӑкӗсене» пӗтӗмпех, пӗтӗм хулана, пӗр купа туса, пылчӑкпа этем юнӗнчен ҫӑрса тунӑ чуста ӑшне путарса, йӑлтах пӑтраштарса пӗтерӗччӗ.

Это для того, чтобы однажды днем подняться над городом, опустить в него руки, как два стальных рычага, и смешать в нем все в груду мусора и праха — кирпич и жемчуг, золото и мясо рабов, стекло и миллионеров, грязь, идиотов, храмы, деревья, отравленные грязью, и эти глупые, многоэтажные «скребницы неба», всё, весь город — в кучу, в тесто из грязи и крови людей — в скверный хаос.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Анчах та пӗринче, пӗр шӑпӑрт вырӑнта, хула стени патӗнче, амӑшӗ тепӗр хӗрарӑма курнӑ: вилӳт умне ҫӗр муклашки пек, пӗр хускалми кукленсе ларса, хурлӑхлӑ пит-куҫпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса кӗлтунӑ вӑл, стена ҫинче, ун пуҫӗ тӑрринче, шӑппӑн хуралҫӑсем калаҫкаланӑ, чулсене перӗнсе хӗҫпӑшал шӑлтӑртатса илнӗ.

Но однажды, в глухом углу, около городской стены, она увидала другую женщину: стоя на коленях около трупа, неподвижная, точно кусок земли, она молилась, подняв скорбное лицо к звездам, а на стене, над головой ее, тихо переговаривались сторожевые и скрежетало оружие, задевая камни зубцов.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Чӑрсӑр ҫилӗ тулхӑрать те, хумсене пӳлсе ҫӗклет те — капӑр ҫырана ҫапать, хӳхӗм чулсене ватать.

Вот охватывает ветер стаи волн объятьем крепким и бросает их с размаху в дикой злобе на утесы, разбивая в пыль и брызги изумрудные громады.

Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.

Вӗсем машина-тракторпа турттарса тӑкнӑ вак чулсене сапаласа тӑнӑ.

Они разбрасывали щебень, перевозимый на машине-тракторе.

Хӑтлӑ ҫул — ял илемӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн кашниех мӗн те пулин тӑвать: пӗри ҫырма хӗррине кайса ҫыран тӑрӑх хуллен уткаласа ҫӳрет, ури вӗҫӗпе вӗтӗ чулсене шыва тӗрте-тӗрте антарать; тепри чӳрече умне ларать те куҫа курӑнакан кашни япаланах асӑрхаса юлать: картишӗнче кушак чупса иртет-и, чавка вӗҫсе каять-и, сӑнаса ларакан ҫын, пуҫне сылтӑмалла е сулахаялла пӑркаласа, ӑна та, кӑна та, куҫӗпе тата сӑмси вӗҫӗпе ӑсатса ярать.

После чая все займутся чем-нибудь: кто пойдет к речке и тихо бродит по берегу, толкая ногой камешки в воду; другой сядет к окну и ловит глазами каждое мимолетное явление: пробежит ли кошка по двору, пролетит ли галка, наблюдатель и ту и другую преследует взглядом и кончиком своего носа, поворачивая голову то направо, то налево.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те — вӗтӗ чулсене каллех малалла хӑваласа чупаҫҫӗ.

Подождет, подождет — и снова тащит гравий обратно, и снова шлепнет.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫапӑнаҫҫӗ те каялла каяҫҫӗ, хӑйсем хыҫҫӑн вӗтӗ чулсене юлхавлӑн хӑвалаҫҫӗ.

Шлепнет и уходит назад, лениво волоча за собой гравий.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тинӗс хумӗ вӗтӗ-вӗтӗ чулсене ҫыран хӗррине кӑлара-кӑлара ҫапать.

Галька накатывает на берег.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех