Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнекинче (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрне хушши йӗркеллӗ хӑналаннӑ ҫак, ун патне пӗрмаях пӗр статский ҫӳренӗ, вӑл та, хитрескер, Верочкӑна канфетсем панӑ, хитре пуканесем парса тултарнӑ тата икӗ кӗнеке панӑ, иккӗшӗ те ӳкерчӗксемпе; пӗр кӗнекинче лайӑх ӳкерчӗксем — тискер кайӑксем, хуласем; тепӗр кӗнекине Марья Алексевна хӑна кайсанах Верочкӑран туртса илнӗ, ҫапла вара, вӑл ӳкерчӗксене Верочка пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, хӑна пур чухне, курса юлнӑ: хӑна хӑй кӑтартнӑ.

Неделю гостила смирно, только все ездил к ней какой-то статский, тоже красивый, и дарил Верочке конфеты, и надарил ей хороших кукол, и подарил две книжки, обе с картинками; в одной книжке были хорошие картинки — звери, города; а другую книжку Марья Алексевна отняла у Верочки, как уехал гость, так что только раз она и видела эти картинки, при нем: он сам показывал.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Турӑ кӗнекинче, — Матфейӑн мӗнле сыпӑкӗнчине маннӑ, — ну, ҫӑва патне-ха вӑл, кирек миҫемӗш пултӑр, анчах ахальтен: «Эсӗ, ҫул ҫӳревҫӗ, ҫула тухма хатӗрленнӗ чух паллӑсем куртӑн пулсан, вара килте лар, ан та тӑрмаш», — темен ӗнтӗ.

А в Священном писании, — забыл какая глава от Матфея, — ну, да черт с ней, какая бы ни была, но не зря сказано: «Ежли ты, путник, собрался в дорогу и углядел плохие приметы, то сиди дома и ни хрена не рыпайся».

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Турӑ кӗнекинче: «Ӳкекене тӗртсе ан яр», тенӗ, эсӗ мӗн хӑтланатӑн-ха?

В Святом писании сказано: «Падающего не пихай», — а ты как поступаешь?

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пухура Санька хӑй мӗнле ӗҫлени ҫинчен, ӗҫ кӗнекинче миҫе ӗҫкунӗ пурри ҫинчен каласа парсанах, пурте уншӑн пӗр харӑс алӑ ҫӗклӗҫ, тенӗччӗ.

На собрании Санька расскажет, как он работает, сколько у него трудодней на книжке, и все сразу поднимут за него руки.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫак сӑмахсене эпӗ нумаях пулмасть таҫта вуланӑччӗ… — Сю кӗнекинче пулас, — сасартӑк кулӑшла каларӗ Ольга, ун енне ҫаврӑнса, — анчах кӗнекере ҫак сӑмахсене хӗрарӑм арҫынна калатчӗ…

— Эти слова я недавно где-то читала… у Сю, кажется, — вдруг возразила она с иронией, обернувшись к нему, — только их там говорит женщина мужчине…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Матросӑн ҫырса пымалли кӗнекинче палӑртнӑ фактсене вӑл хӑй шухӑшласа кӑларман вӗт-ха, кун пек тӗслӗхсем карап ҫинче чӑнласах та пулнӑ.

Факты же, отмеченные матросом в записных книжках, не выдуманы, а имели место на корабле.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кун кӗнекинче ҫак матрос карап ҫинче мӗн-мӗн пулса иртнине, фельдфебельсемпе боцмансем тата хӑш-пӗр офицерсем матроссем ҫине алӑ ҫӗкленине ҫырса пынӑ.

В записных книжках Новиков отмечал разные судовые происшествия, в том числе случаи мордобоя со стороны фельдфебелей, боцманов и некоторых офицеров.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Радио кам шухӑшласа кӑларнӑ пирки тавлашма та кирлӗ мар, ҫак техника хатӗрне чӑн малтан Попов туса хатӗрленӗ, вӑлах ҫак ӗҫ ҫинчен пӗрремӗш наука ӗҫӗ пичетлесе кӑларнӑ», — тесе ҫырнӑ Крылов хӑйӗн «Мои воспоминания» кӗнекинче.

«Вопрос о приоритете в изобретении радио совершенно бесспорен: радио, как техническое устройство, изобретено Поповым, который и сделал об этом изобретении первую научную публикацию», — пишет Крылов в своей книге «Мои воспоминания».

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хӑйӗн кун кӗнекинче Макаров ҫапла ҫырса хунӑ:

Макаров так пишет в своем дневнике.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Гаусс кӗнекинче 37 страница кӑна пулин те ӑна тӗплӗн ӑнланса ҫитме ҫӑмӑлах мар.

Хотя книжка Гаусса состояла всего из 37 страниц, но разобраться в ней было нелегко.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

БСЭ кӗнекинче те ун ҫинчен пысӑк статья пур, статьи: Татаринов капитанӑн портречӗ Арктика институтӗнче, айне мухтанмасӑр Н. Т. тесе ҫеҫ палӑртнӑ.

В БСЭ помещена большая статья о нём, подписанная скромными инициалами Н. Т.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каярахпа, ҫак хавха ытла та хӑюллӑ, ӗненмеллех мартан, В.Грузинцев 1914 ҫулта кӑларнӑ «Ишек ялӗ» кӗнекинче Ишеке Хусанти темле «Узбек ханпа» ҫыхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Амундсен ун ҫинчен хӑй кӗнекинче те асӑнать-ха.

Амундсен даже упоминает о нём в своей книге.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Одеялсемпе чӗркенӗ Алексейӑн пуҫӗ ҫеҫ курӑнать, Дегтяренкӑна вӑл шкулта истори кӗнекинче курнӑ темӗнле фараонӑн мумийне аса илтерчӗ.

Завернутый в одеяла, из которых торчала только голова, Алексей напоминал Дегтяренко мумию какого-то фараона из школьного учебника древней истории.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Паянхи куна илес пулсан Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинче» пурӗ 42,8 пин статья (иртнӗ уйӑхра 39,1 ҫеҫ пулса).

Если взять сегодняшний день, то в «Книге чувашских слов» Н.И. Ашмарина всего 42,8 тысяч статей (в прошлом месяце было всего 39,1).

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн утӑ уйӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22721.html

Пӗлтӗрхи пӗр вӗренӳпе меслетлӗх канашӗнче ҫӗршыв сӑмаха пӗрле ҫырнӑ вӗренӳ кӗнекине алӑра силлесе «Ку вӗренӳ кӗнекинче йӑнӑшсем пур. Ҫӗршыв сӑмаха дефиспа ҫырман» тесе питлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Ку вӑл Н. Мраныкка романӗн виҫҫӗмӗш кӗнекинче те курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Иван Егоров кӗнекинче чӑваш ял ҫыннисемпе Шупашкарти ҫыравҫисен тӗнчи ҫутӑ енчен тӗттӗмелле пӑхсан мӗнле курӑнни ӳкерӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Халӗ Иван Егоров кӗнекинче ҫыравҫӑсемпе хутшӑннӑ культура ертӳҫисем (Тимӗр Иванӗ, Кати Ульки, Маҫак, Т. Парасова, Хӗрлӗ Петте) ҫинчен каланине вулатӑп та, унта ҫырнисенчен ытларахӑшӗ тӗрӗсех пулӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ертӳҫӗ тӳресен хура тискерлӗхне манӑн хамӑн та сахал мар чӑтма тивнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

В.Р.Вильямс академик «Тырпул тухӑҫӗн тӳпи ҫук, пур ҫӗрте те кашни гектартан 100 центнер тырӑ туса илес вӑхӑт инҫех мар» тесе ҫырни те пурччӗ ботаника кӗнекинче.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех