Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Амӑшне (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Разметнов, кулкаласа, амӑшне вӑрҫтарма пуҫларӗ:

Размётнов, посмеиваясь, трунил над матерью:

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах «Пӗтӗҫленеслӗхӗн юнлӑ парнин» хӑрушла вӑрттӑнлӑхӗсем ун ӑсӗпе чӗрине турӑсен амӑшне пуҫҫапассинчен йӗрӗнмеллех йӑлӑхтарса ҫитернӗ.

Но страшные таинства «Кровавой жертвы Оплодотворения» отвратили его ум и сердце от служения Матери богов.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Аким арӑмӗ саппун аркипе сӑмсине тытса нӑш-нӑш нӑшлаттарать, ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрсе пӑшӑлтатать: «Епле йывӑр пулӗ ӑна… амӑшне ӗнтӗ… хӑйӗн ачи ҫине пӑхса тӑма… ту-рӑ-ҫӑ-ӑ-ӑм!..»

Акимова жена сморкалась в завеску, шепча сквозь всхлипыванья: «Каково ей… матери-то… на своего дитя… го-о-ос-поди!..»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах кун пек тунипе вӗсем ӑна нимӗн те калаттарайманнине хӑйсемех кураҫҫӗ, вара килне кайса унӑн амӑшне арестлеҫҫӗ те хӑйсем патне ҫавӑтса пыраҫҫӗ.

Только видят, что ничего они так от него не добьются, тогда пошли арестовали его мать и привели в свою охранку.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хулара пурӑнакан Лекҫей арӑмӗн Ларисӑн йӑмӑкӗ, амӑшне (Лекҫейшӗн хунямӑшӗ пулать-ха) ыран ирхи автобуспа хулана пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Анчах Марина хӑй влаҫӗпе тивӗҫсӗр усӑ курмасть, Андрей амӑшне ӑшра кураймасӑр пурӑнать пулин те, ӑна мӗн пама тивӗҫлине памасӑр хӑвармасть.

Но Марина никогда не злоупотребляла своей властью и не обделяла матери Андрея, хотя и относилась к ней с чувством скрытой враждебности.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Хӗрес укҫине» арӑмӗпе амӑшне валли ярса тӑнӑ.

«Крестовые» деньги посылал жене и матери.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Тул ҫутӑлас умӗн Яков Лукич кӗтесри пӗчӗк пӳлӗмре ҫывракан сакӑрвунӑ ҫулхи ватӑ амӑшне вӑратрӗ.

…Перед светом Яков Лукич разбудил спавшую в боковой комнатушке свою восьмидесятилетнюю старуху-мать.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Амӑшне чикана вӑйпах парса янӑ пек пирӗн пата килсе ячӗ, хӑй вара пачах та ӗҫлемест», тейӗҫ.

Скажут: «Навязал старуху на нас, как на цыгана матерю, а сам в поле не работает».

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мухтав юррисем юрла-юрла та ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем ҫунтара-ҫунтара хисеп кӳнӗ вӑл Изидӑпа Озириса, амӑш варӗнчех пӗрлешсе, Гор турра ҫавӑнтах чун панӑ Египет пӗртӑванӗсене, пиччӗшпе йӑмӑкне, Деркетӑна та, Тир ҫӗрӗнчи пулӑ евӗр хӗрарӑм-турра, йытӑ пуҫлӑ Анубиса та, ҫӗресрен сыхлакан турра, вавилонсен Оанне те, филистимсен Дагонне те, аширсен Авденагине те, Утсаба та, ниневсен йӗрӗхне, тӗксӗм Киббелӑна та, Бэл-Меродоха та, Вавилон хӳтлӗхне — Юпитер планетӑн туррине, халдейсен Орне те — ӗмӗр сӳнмен вутӑн туррине, вӑрттӑнлӑхлӑ Оморогӑна та — турӑсен тӗп амӑшне, Бэл, ӑна икке уйӑрса, пӗлӗтпе ҫӗр те пуҫӗнчен ҫынсене туса хунӑ; патша тата Атанаис хӗрарӑм-турра та пуҫҫапнӑ, — Финики, Лиди, Эрменпе Перси хӗрӗсем ҫак турӑ ячӗпе, таса парне кӳретпӗр тесе, иртен-ҫӳренсене храмсен пусмисем ҫинче хӑйсен ӳчӗсене панӑ.

Изливал он елей и возжигал курение Изиде и Озири-су египетским, брату и сестре, соединившимся браком еще во чреве матери своей и зачавшим там бога Гора, и Деркето, рыбообразной богине тирской, и Анубису с собачьей головой, богу бальзамирования, и вавилонскому Оанну, и Дагону филистимскому, и Арденаго ассирийскому, и Утсабу, идолу ниневийскому, и мрачной Кибелле, и Бэл-Меродоху, покровителю Вавилона — богу планеты Юпитер, и халдейскому Ору — богу вечного огня, и таинственной Омороге — праматери богов, которую Бэл рассек на две части, создав из них небо и землю, а из головы — людей; и поклонялся царь еще богине Атанаис, в честь которой девушки Финикии, Лидии, Армении и Персии отдавали прохожим свое тело, как священную жертву, на пороге храмов.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унтан сасартӑках пуҫне ҫӗклерӗ те амӑшне ӳпкевлӗн каларӗ:

Потом вдруг приподнял голову и с упреком сказал матери:

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Кунӗпех нӑрлать, пурне те ятлать, амӑшне те ҫӳҫрен сӗтӗрчӗ.

Целый день жужжит, всех ругает, мамку даже за волосы таскала.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Эпӗ ещӗк умне кукленсе лартӑм та ачана ун амӑшне хам мӗнле тӗл пулни ҫинчен кулӑшларах каласа пама тӑрӑшрӑм.

Присев на корточки к его ящику, я рассказал, как встретил мать, стараясь говорить шутливо:

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Амӑшне ҫӑнӑх миххине ҫавӑркаланӑ пек тыткаланӑ хушӑра эпӗ ачана сӑнарӑм, вӑл урайӗнче, чӳрече патӗнче ларать, ун умӗнче — хулӑн хӑмасенчен ҫапса тунӑ ещӗк, ещӗкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе: ОСТОРОЖНО Т-ВО Н. Р. и К° — тесе ҫырнӑ.

Возясь с его матерью, как с мешком муки, я наблюдал за ним; он сидел на полу, под окном, в ящике из толстых досок с черной — печатными буквами — надписью: ОСТОРОЖНО Т-во Н. Р. и К°

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Хӗрӗ амӑшне акӑ мӗнле каламалли кун та ҫитсе тӑчӗ вара:

И настал день, когда дочь сказала матери:

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Амӑшӗ вырӑнӗнче пулса — вӑл хӑй хӗрӗн илемӗпе мухтаннӑ, хӗрарӑм вырӑнӗнче пулса — Нунча ҫамрӑклӑха ӑмсанмасӑр тӑма пултарайман; Нина унпа хӗвел хушшинче тӑнӑ, — амӑшне сулхӑн ӳкнӗ тӗлте пурӑнни кӳрентернӗ вара.

Как мать — она гордилась красотой дочери, как женщина — Нунча не могла не завидовать юности; Нина встала между нею и солнцем, — матери обидно было жить в тени.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Пӗр ҫул иртет ҫапла, икӗ ҫул та иртет, — хӗрӗ амӑшне ҫывӑхрах та ҫывӑхрах, ҫав хушӑрах амӑшӗнчен инҫетрех те пулса пырать.

Проходит год, два, — дочь всё ближе к матери и — дальше от нее.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хӑйӗн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗпе каппайнӑскер, тата та пысӑк чапа хапсӑнса ӑсран кайнӑскер, вӑл, ҫамрӑк чун хӗрӳлӗхӗпе чӑрсӑрланса, амӑшне ҫапла каланӑ:

Опьяненный подвигами своими, обезумевший в жажде еще большей славы, он говорил ей с дерзким жаром молодости:

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хӗрхенччӗ эсӗ хӑвна ху, ман ывӑла хӗрхенччӗ, мана та — унӑн амӑшне — хӗрхенччӗ!»

Пожалей же себя и его, и меня — мать!..»

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…

Он успел посмотреть себя ребенком, свою деревню, свою мать, краснощекую, пухлую женщину, с добрыми серыми глазами, отца — рыжебородого гиганта с суровым лицом; видел себя женихом и видел жену, черноглазую Анфису, с длинной косой, полную, мягкую, веселую, снова себя, красавцем, гвардейским солдатом; снова отца, уже седого и согнутого работой, и мать, морщинистую, осевшую к земле; посмотрел и картину встречи его деревней, когда он возвратился со службы; видел, как гордился перед всей деревней отец своим Григорием, усатым, здоровым солдатом, ловким красавцем…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех