Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Амӑшне (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗншӗн манӑн ята асӑнмарӗҫ?» — конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне тилмӗрме тытӑннӑ амӑшне.

«Почему не назвали мое имя?» - донимал маму, когда подводили итоги конкурса.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫинҫе – сӗм авалхи чӑвашсен Ҫӗр амӑшне халалланӑ уявӗ.

Синзе - праздник древних чувашей, посвященный матери Земли.

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Амӑшне калать: «Мама, я завтра опять приду к тебе на работу за пшеницей», – тет.

Матери говорит: "Мама, я завтра опять приду к тебе на работу за пшеницей".

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Паллах, вӗсем те ашшӗ амӑшне чун-чӗререн ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, чечек ҫыххисемпе чысларӗҫ.

Конечно, и они поздравили родителей теплыми словами, чествовали букетами.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Паллах, вӗсем те ашшӗ амӑшне чун-чӗререн ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, чечек ҫыххисемпе чысларӗҫ.

Конечно, и они от души тепло поздравили родителей, подарили букеты.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма кайма вӑхӑт ирттермеллеччӗ те (час пушантӑм) ҫула май кӗрсе тухас терӗм.

До того как идти поминать мать Михаила Сеспеля (быстро освободился) по пути решил зайти.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма кайма вӑхӑт ирттермеллеччӗ те (час пушантӑм) ҫула май кӗрсе тухас терӗм.

Чтобы выкроить время до поминок матери Михаила Сеспеля (освободился пораньше) по пути решил зайти.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

Пӗрисем тулли ҫемьере ҫитӗнеҫҫӗ пулин те вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ, килте ашшӗпе амӑшне пулӑшмаҫҫӗ.

Другие хоть и растут в полных семьях, в учебе не успевают, родителям по дому не помогают.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ытти ача урамра йытӑ хӑваланӑ чухне Дима амӑшне кил-тӗрӗшре пулӑшнӑ.

Когда остальные дети гуляли на улице, Дима помогал матери по хозяйству.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Йӑх-несӗле асра тытакан ҫын ачи ҫеҫ аслисенчен тӗслӗх илсе ватӑсене хисеплет, ашшӗпе амӑшне сума сӑвать, тӑван халӑхне юратать.

Ребенок, который помнит своих предков на примере старших, уважает старых, почитает родителей, любит родной народ.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хулара вӗреннӗ вӑхӑтра та каччӑ яла амӑшне пулӑшма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Мӗн ачаран ӗҫпе ҫитӗннӗ Дима амӑшне ир-ирех тӑрса пулӑшма тӑрӑшнӑ, халӑхпа пӗрле патшалӑха сӗт пама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Амӑшне иккӗре-виҫҫӗре чухнех ҫухатнӑскерӗн темӗн те курма тӳр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пӗррехинче ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне Петя фашистсен аллине ҫакланнӑ, хыҫҫӑнах амӑшне ярса илнӗ.

Однажды, при выполнении особого задания Петя попал в руки фашистов, вскоре поймали и мать.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Тухса кайсан Йося та, Катя та амӑшне каҫармарӗҫ, текех унпа хутшӑнмарӗҫ.

Ни Йося, ни Катя не простили матери отъезда и больше с ней не общались.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1938 ҫулта унӑн ашшӗпе амӑшне халӑх тӑшманӗ тесе арестленӗ.

В 1938 году его родителей арестовали как врагов народа.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Валерия амӑшне аса илмест, ун пирки ыйтмасть те.

Валерия не вспоминает о матери, про нее и не спрашивает.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫавӑнпа Валерийӑн амӑшне ӳпкелеместӗп.

Поэтому не буду упрекать мать Валерия.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Паллах, пӗчӗкскерсене пӑхма ҫамрӑк ашшӗпе амӑшне ҫӑмӑлах мар, анчах та вӗсем хӑйсене пулӑшакансем, ывӑлӗсен кукашшӗпе кукамӑшӗ, пуррине калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ачасем вӗренсе тивӗҫлӗ пӗлӳ илнӗ, ашшӗпе амӑшне канмалли кунсенче мӑнукӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Дети выучившись получили достойное образование, в выходные дни радуют родителей внуками.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех