Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен пуҫӗсем ҫийӗн, ухӑран персе янӑ пек вӑшлатса, шӑркалчӑ вӗҫсе иртрӗ.

Над головами их, как кинутая тетивой, со свистом пронеслась чирковая утка.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт тайлӑмӗнче хура плющ саплӑкӗ пек курӑнса выртакан ҫӗртме пусси пӑспа йӑсӑрланать; чӗлтӗрти ӑрша Дон хӗрринчи сӑрт тӗмескисем ҫийӗн вӗлтӗртетсе юхать; ҫул тӗлӗнчех шӑнкӑрчӑ киленсе юрлать; ҫул урлӑ чупса каҫакан тыркассем шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ.

Долевой клин зяби, лежавший на склоне бугра плюшево-черной заплатой, курился паром, струистое марево рождалось и плыло над буграми обдонских гор, над самой дорогой упоенно заливался жаворонок, тоненько посвистывали перебегавшие дорогу суслики.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тӗллесе пенӗ хур аҫи хыпӑнчӑклӑн ҫӳлелле улӑхса пырать, ыттисем ҫӑра ушкӑнпа пӗве ҫийӗн явӑнса вӗҫеҫҫӗ.

Тот гусь, в которого он стрелял, суетливо набирал высоту, остальные летели над прудом, клубясь густою кучей.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑшра ҫӗр ҫийӗн вӗлтӗртетсе чупакан ҫутта хӑваласа ҫитес кӑмӑл ӑнлантарса пама ҫук сасартӑк капланса хӑпарчӗ.

Необъяснимое и неосознанное, явилось вдруг желание догнать бегущий по земле свет.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан каллех хӑмӑр куҫсем Штокман пичӗпе кӑшт кӑвакара пуҫланӑ сухалӗ ҫийӗн шуса иртрӗҫ.

И опять коричневые глаза прошлись по лицу Штокмана, по его чуть седоватой бороде.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсен колонни ҫийӗн, таҫта ҫӳлте, вичкӗннӗн вшиклетсе снарядсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Через головы колонны красноармейцев где-то высоко со скрежетом и гулом неслись снаряды.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тавракурӑмпа пӗрлешсе кайса, таҫта лере, инҫетре, шурӑ така тирӗ пек пӗлӗтсем ҫӗр ҫийӗн хумлӑн-хумлӑн ҫилхеленсе сарӑлнӑ.

Смыкаясь с горизонтом, там, вдалеке, огромным волнистым покровом распростерлись над землей белые барашковые облака.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Браунингран персе янӑ пуклак вӗҫлӗ пуля Григорий пуҫӗ ҫийӗн чӗвлетсе иртрӗ.

Тупоносая пуля из браунинга цвенькнула над головой Григория.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пульӑсем ҫӗрлехи тӗттӗмре шырлан ҫийӗн, таҫта ҫӳлтен вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ.

Стаи пуль рассевом шли над яром, где-то в сумеречной вышине.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Савӑнчӗ уншӑн Григорий, ӑшӗ лӗкленекен пуличчен туртса тӑранчӗ те, пуҫне ҫунатти айне чиксе ларакан кайӑк пек, шинель аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, мӑкӑль-шакӑллӗ кизек ҫинче пӗрремӗш хут тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Рад был Григорий, накурился до тошноты и в первый раз крепко уснул на кочковатых кизяках, завернув голову в полу, как птица под крыло.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӑлтах Дон ҫийӗн шӑвӑнакан тӗтре пек юхса кайрӗ.

И прошло, как текучий туман над Доном.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗри кӑна, хӗвелпе пиҫсе кӗреленнӗ сарлака питлӗ хӗрлӗармеец; сӑнӗпе ыттисенчен аслӑрах пек курӑнаканскер, хӗнесе юн кӑларнӑ тутине ҫатӑрласа ҫыртнӑ та кӑшт чапрасрах хура куҫӗпе казаксен пуҫӗсем ҫийӗн йӗрӗннӗ пек пӑхать.

Лишь один, с виду постарше, коричневый от загара, скуластый, презрительно глядел поверх голов чуть косящими черными глазами и плотно сжимал разбитые в кровь губы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пырса кӗретӗп те, тӑчӗ ӗнтӗ ҫак вырӑн ҫинчен, аялти кӗпи ҫийӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине, — тупата турӑ ҫаплах! — шӑвӑҫ тӳмеллӗ пурҫӑн кутлӑх тӑхӑнса ячӗ.

Прихожу, а он встает и сверх исподней рубахи надевает на плечи шелковые шлейки с бляхами, ей-бо!

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ольга ҫул ҫийӗн чӗмсӗррӗн вӗҫсе иртекен кураксене, хыҫалалла тарса юлакан армутипе саймӑрша тӗмӗсене сӑнӗпе ӑшшӑн йӑлкӑшса ӑсатрӗ.

Ольга улыбкой провожала безмолвно летевших над дорогой грачей, убегавшие назад кусты полынка и донника.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл, шинель, аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, хыпалансах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртрӗ; хӑраса сехри хӑпнӑ Листницкий вара ҫак самантра Горчаковӑн тути тӑрӑлтатса чӗтренине, пичӗ тӑрӑх тӗссӗр йӗпе йӗр йӑрласа аннине асӑрхаса юлчӗ.

Торопясь, накрывая полой шинели голову, отвернулся, и потрясенный Листницкий мельком увидел холодную дрожь на его губах, серую влажную полоску на щеке.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сахӑр пек шурӑ ҫиҫӗмӗн ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫийӗн вӑрӑммӑн йӑрласа шӑвакан хуҫкаланчӑк ҫутинче Кошевой утсем хӑй ҫине тӳррӗн сиктерсе килнине курчӗ.

При сахарно-белом зигзаге молний, продолжительно скользившем по гребням тучи, Кошевой увидел, как косяк мчался на него.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун ҫийӗн, темскер ухтарнӑ пек, типӗ ҫил кассӑн-кассӑн варкӑшса иртет, чӑштӑртатакан курӑк тӗмӗсене тӑрмалать, хӑйӑрпа тусана арпаштарса вӗҫтерет.

По ней шарили сухие ветры, мяли шершавую траву, сучили пески и пыль.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Салтаксем сӑрт-ту ҫийӗн, тӑшман витӗр ҫӗнтерсе пынӑ.

Пробиваются солдаты сквозь горы и неприятеля.

Салтаксем утаҫҫӗ, сӑмах ваклаҫҫӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ялав кукурузӑ ҫийӗн вӗлкӗшнӗ, ҫывхарса та ҫывхарса пынӑ.

А штандарт колышется поверх кукурузных стеблей и все ближе и ближе.

Турккӑсен ялавӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫумӑрпа шӳнӗ хӑйӑрлӑ хура тӑпра ҫийӗн пыма йывӑр.

Суглинисто-черноземная почва, размякшая от дождя, затрудняла движение.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех