Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ урӑх ҫын ҫырнӑ произведени умне хамӑн ята лартма май пуррине те усӑ куратӑп.И я воспользовался случаем поставить имя над чужим произведением.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав тери кӗске самантлӑха унӑн пуҫӗ ҫийӗнче хура мӗлке вӗлтлетсе иртрӗ, ҫав мӗлкене вара вӑл хӑйӗн пӗтӗм хӗҫпӑшалӗнчен вӑрӑм черет кӗртсе лартма тӑрӑшрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсен командованине малтанхи кунсенчех пирӗн оборонӑна татса кӗме ҫукки, ӑна тума май килсен те — ҫухатусем ҫав тери пысӑк пуласси, вара хыпкӑча хӗстерсе лартма вӑй та ҫитес ҫукки паллӑ пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй ӑшӗнче Наумов ку ҫӗнӗ ҫынна ыранах зонӑна пӗччен кӑларса яма, ик-виҫӗ хут вӗҫнӗ хыҫҫӑн «УТ–2» текен учебно-тренировочнӑй самолет ҫине, фанертан тунӑ истребитель копийӗ ҫине куҫарса лартма пулать, тесе шутларӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тахҫан, революциччен, пӗр вырӑс миллионерӗ Мускав ҫывӑхӗнче ҫуллахи дворец лартма, ҫитменнине ӑна пуринчен те урӑхла тума шут тытнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ ыйтма чарӑнтӑм та чейник лартма хушрӑм.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах кунти вӑрттӑн ӗҫ икӗ хут хӑрушӑрах: ӑна вӑрттӑн ӗҫлекенсене путарса, таптаса лартма тӑрӑшакансен сӑмси умӗнчех, надзирательсен куҫӗсем умӗнчех, вӗсем кӑтартса паракан вырӑнсенче, вӗсенчен килекен секундсенче, вӗсем туса хуракан условисенче туса пыраҫҫӗ.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Иртнӗ пурнӑҫӑн ҫӗмрӗкӗсенчен пӗве туса, революцин ҫурхи шывӗсене чарса лартма ӗмӗтленнисем, вӗсем ҫӗрӗк йывӑҫран тунӑ кӗлеткесем кӑна.
Ҫынсем тата 1-мӗш марионеткӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл йӑпӑр-япӑрах иккӗмӗш протеза тӑхӑнтарчӗ те, чӗнӗсене ҫыхса лартма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех Мересьев сасартӑк пӗтӗм кӗлеткине хытарса, хӑвӑрттӑн, кровать ҫинчен урайне сиксе анчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тарҫӑсем хӑнасем умне чинне кура, чинне пӗлмен чухне Лафатерла чухласа, пӗр йӑнӑшмасӑр тенӗ пек, тарелкӑсем лартма тытӑнчӗҫ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мересьев, кирлӗ пулсан Комиссара пулӑшма май пултӑр, тесе, хӑйӗн койкине ун ҫывӑхнерех куҫарса лартма ыйтрӗ.Мересьев попросил переставить свою койку поближе к Комиссару, чтобы помочь ему в случае надобности.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чирлӗ ҫынсем ҫывӑрса кайрӗҫ, анчах Мересьев, куҫӗсене хупса, самолётпа вӗҫнӗ чух урапа пусмалли ҫӗре ҫирӗплетсе лартма май пулмалли протезсем ҫинчен шухӑшласа выртрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Дубровский вӑл вӑхӑтра вырӑн ҫинче выртнӑ, уездри лекарь, телее, пуҫпех нимӗн те пӗлмен ҫынах мар пулнипе, унӑн юнне юхтарма, сӗлӗхсемпе шпански шӑнасем лартма ӗлкӗрнӗ; каҫалапа чирлӗ ҫын лӑш пулнӑ, унӑн ӑнӗ килсе кӗнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах ҫапах та, вӑхӑчӗ вӑхӑчӗпе вырӑн ҫитменнине пула, койкӑсене коридорсене лартма тӳр килнӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫавӑнтах хӑйне вӑрман уҫланкинчи пӗр пысӑк, лаштра хурӑн хӳттине лартма хушрӗ.он запротестовал и сказал, чтобы оставили носилки на опушке, в тени большой коренастой березы.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Виҫҫӗмӗш бригади вара — сӑртламра ӗҫлет; унта хӑйӑрлӑ ҫӗр; значӑт, ҫӗрулми лартма хатӗрленетпӗр.Ну, а третья – на взгорье, там песочек, под картофель, значит, земельку готовим.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1. Поселенире, хула округӗнче вырнаҫнӑ ялта вырӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панӑ чухне ялта пурӑнакан ҫынсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлессине йӗркелес тӗллевпе ял старостине уйӑрса лартма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
Хӑйӗн хушаматне ҫырсан хыҫне пӑнчӑ лартма та манман.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Куншӑн усламҫа 50 пин тенкӗ таран штрафлама, суту-илӳ точкин ӗҫне 90 талӑк таран чарса лартма пултараҫҫӗ.
Кантӑр ӳкернӗ нускисене туртса илнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22686.html
Анчах ача хӑй тарӑн разведкӑра пулнине те, кунта пӗчӗк шӑв-шавах группӑна палӑртса, боевой задание пурнӑҫа кӳртессине пӗтерсе лартма пултарассине те питӗ лайӑх пӗлнӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948