Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №55 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 15:36

Пуплевӗш: 56; Сӑмах: 1404

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №; 2014, 3, 9, 12 №-сем; 2015, 5, 10, 12 №-сем; 2016, 2, 6, 10 №-сем; 2017, 3, 9 №-сем; «Республика» хаҫат, 2018, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 8 статьян 1-мӗш пайӗн 21-мӗш пунктне «, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче (малалла – строительство ӗҫне тума палӑртни ҫинчен пӗлтерни) кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма ирӗк панипе килӗшсе тӑни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе килӗшсе тӑманни тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма юраманни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ е юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт-йӗр объекчӗ е сад ҫурчӗ поселени территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗсене е сад ҫурчӗсене тунӑ е юсаса ҫӗнетнӗ чухне хула строительстви ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккунсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑни е килӗшсе тӑманни ҫинчен пӗлтернине ярса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн гражданла саккунӗсемпе килӗшӳллӗн хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсемпе, территорине планламалли документсемпе е капиталлӑ строительство объекчӗсен виҫисем тӗлӗшпе федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ обязательнӑй требованисемпе килӗшӳллӗн йышӑну тӑвасси, хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна строительство ӗҫӗсене тума ирӗк панин чи пысӑк виҫисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси (малалла ҫавӑн пекех – палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла туни), капиталлӑ строительство объекчӗсене юсаса ҫӗнетесси ҫинчен, тӗллевлӗн усӑ курман е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тытса илесси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен йышӑнусем тӑвасси» сӑмахсем хушса хурас;

2) 8.1 статьян 1-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса 17-мӗш пункт хушса хурас:

«17) потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн «Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» 1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 2300-I №-лӗ саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫласси.»;

3) 9.1 статьян 1-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса 15-мӗш пункт хушса хурас:

«15) потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн «Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» 1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 2300-I №-лӗ саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫласси.»;

4) 10 статьян 1-мӗш пайӗн 26-мӗш пунктне «, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма ирӗк панипе килӗшсе тӑни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе килӗшсе тӑманни тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма юраманни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ е юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт-йӗр объекчӗ е сад ҫурчӗ хула округӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗсене е сад ҫурчӗсене тунӑ е юсаса ҫӗнетнӗ чухне хула строительстви ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккунсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑни е килӗшсе тӑманни ҫинчен пӗлтернине ярса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн гражданла саккунӗсемпе килӗшӳллӗн хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, тӗллевлӗн усӑ курман е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тытса илесси ҫинчен калакан йышӑнӑва тӑвасси, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен калакан йышӑнусем тӑвасси» сӑмахсем хушса хурас;

5) 10.1 статьян 1-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса 18-мӗш пункт хушса хурас:

«18) потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн «Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» 1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 2300-I №-лӗ саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫласси.»;

6) 16 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«16 статья. Муниципалитет пӗрлӗхӗсене ҫӗнӗрен йӗркелесси

Муниципалитет пӗрлӗхӗсене ҫӗнӗрен йӗркелес (муниципалитет пӗрлӗхӗсене пӗрлештерес, муниципалитет пӗрлӗхӗсене уйӑрас, хула поселенине ял поселенийӗн статусне панӑ май хула поселенийӗн статусне улӑштарас, ял поселенине хула поселенийӗн статусне панӑ май ял поселенийӗн статусне улӑштарас, хула поселенине хула округӗн статусне панӑ е тата унран хула округӗн статусне туртса илнӗ май хула поселенийӗн статусне улӑштарас, хула округне шалти районсем ҫине пайланакан хула округӗн статусне панӑ е тата унран шалти районсем ҫине пайланакан хула округӗн статусне туртса илнӗ май хула округӗн статусне улӑштарас, поселенине шалти районсем ҫине пайланакан хула округӗпе пӗрлештерес тата шалти районсем ҫине пайланакан хула округӗнчен хула районне уйӑрса кӑларас) ӗҫе Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин саккунӗсемпе пурнӑҫлаҫҫӗ.»;

7) 18 статьян 1.2-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1.2. Халӑх шучӗ 3000 ҫынран сахалрах шутланакан поселенисен представительлӗ органӗсен депутачӗсен, ҫавӑн пекех поселенисен тата хула округӗсен 15 депутатран сахалрах йышлӑ представительлӗ органӗсен депутачӗсен суйлавӗсене пӗр мандатлӑ суйлав округӗсем тӑрӑх йӗркелесе ирттереҫҫӗ.»;

8) 20 статьяна ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас:

«Граждансен пухӑвне йӗркелесе ирттермелли йӗркене муниципалитет пӗрлӗхӗн уставӗпе палӑртаҫҫӗ тата унта муниципалитет пӗрлӗхӗнче пурӑнакансене граждансен пухӑвне ирттерме палӑртнӑ вӑхӑт тата вырӑн ҫинчен маларах пӗлтермеллине, граждансен пухӑвӗнче сӳтсе явма палӑртакан муниципалитетӑн право акчӗн проекчӗпе тата ытти материалсемпе маларах паллаштарассине, муниципалитет пӗрлӗхӗнче пурӑнакансем граждансен пухӑвне хутшӑнассине тивӗҫтермелли ытти мерӑсене палӑртса хӑвараҫҫӗ.»;

9) 20.1 статьяра:

а) 1-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса 4.2-мӗш пункт хушса хурас:

«4.2) ялта ял старостин кандидатурине тӑратас ыйтупа, ҫавӑн пекех ялта ял старостин полномочийӗсене срокчен чарса лартас ыйтупа;»;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 1.1-мӗш пункт хушса хурас:

«1.1. Раҫҫей Федерацийӗн муниципалитет служби ҫинчен калакан саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче ялта граждансен пухӑвне ҫавӑн пекех муниципалитет службин должноҫне йышӑнма конкурс йӗркелесе ирттернӗ чухне конкурс комиссийӗн йышне кӗме кандидатурӑсем тӑратас тӗллевпе ирттерме пултараҫҫӗ.»;

10) ҫакӑн пек ҫырса 22.1 статья хушса хурас:

«22.1 статья. Ял старости

1. Поселенире, хула округӗнче вырнаҫнӑ ялта вырӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панӑ чухне ялта пурӑнакан ҫынсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлессине йӗркелес тӗллевпе ял старостине уйӑрса лартма пултараҫҫӗ.

2. Ял старостине муниципалитет пӗрлӗхӗн (ун йышне ҫав ял кӗрет) представительлӗ органӗ ҫав ялта пурӑнакан тата активлӑ суйлав правипе усӑ куракан ҫынсен шутӗнчен граждансен пухӑвӗ тӑратнӑ тӑрӑх уйӑрса лартать.

3. Ял старости патшалӑх должноҫне, патшалӑх граждан службин должноҫне, муниципалитет должноҫне е муниципалитет службин должноҫне йышӑнакан ҫын пулса тӑмасть, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫ хутшӑнӑвӗсенче тата вӗсемпе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ытти хутшӑнусенче тӑмасть.

4. Ял старости пулма ҫак ҫынсене уйӑрса лартмаҫҫӗ:

1) патшалӑх должноҫне, патшалӑх граждан службин должноҫне, муниципалитет должноҫне е муниципалитет службин должноҫне йышӑнакан ҫынна;

2) хавшак ӑс-хакӑллӑ е кӑштах хавшак ӑс-хакӑллӑ тесе йышӑннӑ ҫынна;

3) судпа айӑпланине сирмен е айӑплавне пӑрахӑҫламан ҫынна.

5. Ял старостин полномочийӗсен срокне муниципалитет пӗрлӗхӗн уставӗпе палӑртаҫҫӗ, вӑл икӗ ҫултан сахалрах тата пилӗк ҫултан ытла пулма пултараймасть.

Ял старостин полномочийӗсене муниципалитет пӗрлӗхӗн (ҫав ял унӑн тытӑмне кӗрет) представительлӗ органӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх, ялти граждансен пухӑвӗ ыйтнипе, ҫавӑн пекех ҫак Саккунӑн 35 статйин 6-мӗш пайӗн 1–7-мӗш пункчӗсемпе палӑртнӑ тӗслӗхсенче срокчен чарса лартаҫҫӗ.

6. Ял старости хӑйӗн умӗнчи задачӑсене пурнӑҫлас тӗллевпе:

1) ялти вырӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас ыйтусем тӑрӑх вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, муниципалитет предприятийӗсемпе тата учрежденийӗсемпе, ытти организацисемпе хутшӑнса ӗҫлет;

2) халӑхпа хутшӑнса ӗҫлет, ҫав шутра граждансен пухӑнӑвӗсене, пухӑвӗсене, конференцийӗсене хутшӑнса, ҫавнашкал мероприятисен результачӗсем тӑрӑх ыйтусемпе сӗнӳсем ярса парать, ҫав шутра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр пӑркаланмасӑр пӑхса тухма тивӗҫлӗ муниципалитетсен право акчӗсен проекчӗсем евӗр хатӗрленисене;

3) ялта пурӑнакансене вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелемелли тата тытса пымалли ыйтусем тӑрӑх пӗлтерсе тӑрать, ҫавӑн пекех вӗсене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчен илекен ытти информацие пӗлтерсе тӑма пулӑшать;

4) вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене халӑхпа итленине тата обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе йӗркелесе ирттерме, вӗсен результачӗсене халӑх патне ҫитерме пулӑшать.

7. Ял старостин ӗҫ-хӗл гарантийӗсене тата унӑн статусӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн муниципалитет пӗрлӗхӗн уставӗпе тата (е) муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗн нормативлӑ право акчӗпе палӑртма пултараҫҫӗ.»;

11) 23 статьяна ҫакӑн пек ҫырса 6-мӗш пай хушса хурас:

«6. Муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗн полномочийӗсене граждансен пухӑвӗ пурнӑҫлакан поселенире муниципалитет право акчӗсен проекчӗсем тӗлӗшпе тата граждансен пухӑвӗ татса паракан ыйтусем тӗлӗшпе халӑхпа итленине тата обществӑпа сӳтсе явассине ирттермесен те пултараҫҫӗ.»;

12) 41.1 статьян 2-мӗш пайӗн 14-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«14) Чӑваш Республикин саккунӗпе палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн юнашар вырнаҫнӑ территорисен чиккисене палӑртасси;»;

13) 43 статьяра:

а) 2-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас:

«Муниципалитет право акчӗн е вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинче тунӑ килӗшӗвӗн тулли текстне тивӗҫлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗнче салатакан пичет кӑларӑмӗнче пӗрремӗш хут пичетлесе кӑларни ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни шутланать.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем муниципалитет право акчӗсене е килӗшӗвӗсене ҫавӑн пекех сеть каларӑмӗсенче официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларма (халӑха пӗлтерме) пултараҫҫӗ. Муниципалитет право акчӗн тулли текстне официаллӑ сеть кӑларӑмӗнче пичетлесе кӑларнӑ (вырнаҫтарнӑ) чухне ун ҫумне графика тата таблица мелӗпе хушса хумалли калӑпӑшлӑ хушса ҫырнисене пичет кӑларӑмӗнче пичетлемеҫҫӗ.»;

ӑ) 3-мӗш пая «муниципалитет право акчӗсене пичетлесе кӑларма (халӑха пӗлтерме)» сӑмахсем умӗн «вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинче тунӑ килӗшӳсене,» сӑмахсем хушса хурас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех