Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палласа (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сасса эп ҫавӑнтах палласа илтӗм.

И я сразу узнала этот голос.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах райком секретарӗн кабинетӗнче, таттисӗр ӳсӗрекен, ыйӑх курмасӑр хӗрелнӗ куҫлӑ, вӑхӑтсӑр ватӑлнӑ ӗшенчӗк ҫынна курсан, вӑл пурте юратакан пирӗн секретарь Ваня Самохин иккенне аран ҫеҫ палласа илсен, эпӗ суеҫтерме хӑяймарӑм.

Но когда я оказалась в кабинете секретаря райкома, усталого, беспрерывно кашлявшего, красноглазого от бессонницы и так постаревшего, что с трудом узнала в нем нашего общего любимца Ваню Самохина, врать я не решилась.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑйсен хуҫине палласа илнӗ пек, пружинӑсем ачашшӑн сасӑ пачӗҫ.

Будто узнав хозяйку, ласково и гулко заныв, отзываются пружины.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пирӗнпе пӗр ҫуртра пурӑнакан ватӑ бухгалтера палласа илетӗп.

Я узнаю одного из наших жильцов, старого бухгалтера.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сасартӑк — палласа илчӗ.

И вдруг он узнал.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Э, ӑна эп хамӑр зоопаркра курнӑ-ҫке! — сасартӑк палласа илчӗ Люда Сокольская.

— О, я его видела у нас в Зоопарке! — узнала вдруг слона Люда Сокольская.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпе вӑл кӗнекене кӗҫех палласа илтӗм, вӑл пӗчӗкҫӗ сӑран хупӑллӑ блокнот пичӗ ҫинче ҫаптарнӑ инициал «А. Д.» тата ухӑ йӗппиллӗ ҫаврашка.

Я сразу узнала этот маленький кожаный блокнот е вытисненными на нем инициалами «А. Д.» и кружком со стрелочкой.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эй, чунӑм Сима, мӗн кӑтартрӗ вӑл пире, мӗн кӑтартрӗ? — мана палласа илсе, аякранах кӑшкӑрса каларӗ вӑл.

— Видала, Сима, что он с нами творит? — сказала она шепотом, который был слышен еще издалека.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑхатӑп, пӑхатӑп, хам пӗлекен вырӑнсене ниепле палласа илейместӗп.

Я вглядывалась, вглядывалась, не узнавая знакомого места.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хамӑр корпуссен комендантне палласа илтӗм.

Я узнала в нем коменданта наших корпусов.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӑна паҫӑрах палласа илтӗм, вӑл, — Арданов, Расщепейӗн лаборанчӗ, аслӑ операторӗ, ҫавна ӗнтӗ эпир Лабардан тесе чӗннӗ.

Я-то его давно узнала, еще по голосу, — это был Арданов, режиссер-лаборант Расщепея, тот самый, что звался у нас Лабарданом.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ӗнтӗ эп ку сасса палласа илтӗм, куна Костя Чиликин ҫуйӑхать, ӗлӗк Расщепейӗн «Фламмарионӗ» ҫинче мотористра ӗҫленӗ ача.

И теперь я узнала голос: это кричал Костя Чиликин, который когда-то ходил мотористом на яхте «Фламмарион» у Расщепея.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саша мачча ҫинелле пӑхса выртать, хутран-ситрен типсе кайнӑ тутисене ҫулакаласа илет, эпӗ калпакпа та халатпаччӗ, ҫавӑнпа-и, вӑл мана ҫинчех палласа та илеймерӗ.

Саша лежала, глядя в потолок, изредка облизывая пересохшие губы, и не сразу узнала меня, может быть, потому, что я была в колпаке и халате.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара вӑл пӗр сӑлтавсӑрах ахӑлтатса кулса ячӗ, кунта ӗнтӗ ӑна палласа илмесен май ҫукчӗ.

Потом она захохотала — и так оглушительно, и так без всякого повода, что тут уже не узнать ее было невозможно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Телефонпа вӑрахчен сас памарӗҫ, тӑрсан-тӑрсан тин Катя сассине палласа илтӗм.

Долго не отвечали. Наконец ответили, и я узнал Катин голос.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен хушшинче курсантсем те чылайччӗ, пӗр виҫҫӗшне эпӗ хӗпӗртесех палласа илтӗм, вӗсем ман пионер-отрядра тӑратчӗҫ.

Среди этого поколения было много курсантов, и я с удовольствием узнал трех ребят из моего пионеротряда.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара вӑл тинех мана палласа илчӗ вӗт.

И он наконец узнал меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл шартах сикӗ, мана палласа илӗ.

Она вздрогнет и узнает меня.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маншӑн вара эпир тепӗр вунтӑватӑ ҫултан тин тӗл пулас пек, вӑл мана палласа илеймес пек туйӑнса кайрӗ.

Мне представлялось, что мы встретимся через четырнадцать лет и она меня не узнает.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫавӑнпах та эпӗ ӑна тӑруках палласа илеймерӗм.

Может быть, поэтому я не сразу узнал ее.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех