Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Турӑ ирӗкӗ, — тепӗр хут темле ҫиленсе, тарӑхса каларӗ те вӑл, каллех пуҫне ҫӗклесе, турӑш ҫине пӑхрӗ.– Божья воля, – повторила она с какой—то злостью и снова подняла глаза на икону.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн тӑвас тен, турӑ ирӗкӗ, — терӗ Петровна.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшса, Геринг хӑйӗн кӑвак тӗслӗ тӗксӗм куҫӗсене пӗлӗтелле ҫӗклерӗ те: мӗн тӑвас, турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ ӗнтӗ! — тесе хучӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑй пӳлӗмне кӗнӗ те шухӑша кайнӑ, вӑл ашшӗн ирӗкӗ ҫинчен, Лизавета Григорьевна ҫинчен, ашшӗ ӑна ыйткалакана хӑварма сӑмах пани ҫинчен, юлашкинчен Акулина ҫинчен шухӑшланӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫавӑн пек ҫыру ҫыркаласа тата калаҫкаласа, вӗсем ҫапла шухӑш туртса кӑларнӑ (ӑна кӗтмеллех пулнӑ ӗнтӗ): эпӗр пӗр-пӗринсӗр сывлама пултараймастпӑр пулсан, пирӗн ырлӑха хаяр атте-анне ирӗкӗ чӑрмантарать пулсан, пирӗн ҫав ирӗке пӑхӑнмасан та юрамӗ-ши? — тенӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унӑн ӳт-пӗвӗ мӗн тери вӑйсӑрланса, хавшаса пынӑ — кӑмӑлӗ, ирӗкӗ ҫав тери ҫирӗпленсе, вӑйланса пынӑ пек туйӑнчӗ.Казалось, чем слабее и немощнее становилось его тело, тем упрямее и сильнее был его дух.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл пит йывӑрланса ҫитрӗ, хӑш-пӗр чухне ӑнран кайса, темӗн те пӗр калаҫма тытӑнать те кунӗпе айван ача пек ларать, — пурӑнӑҫпа вилӗмре турӑ ирӗкӗ ӗнтӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кунта турӑ ирӗкӗ, — терӗ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ӑна вӑл Шупашкар сӑртне пытарӗ Е урӑхла тирпейлеме пултарӗ — Хӑй ирӗкӗ, хӑй кӑмӑлӗ: эп — унӑн, Мӗскер тума пултарнине эп тунӑ.
«Эп хамӑр Атӑл хӗрринче вилесшӗн...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7334.html
Кашни ҫыннӑн — хӑйӗн ирӗкӗ.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
37. Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп: 38. Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ; 39. Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла; 40. Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара эпӗ тӳпере ҫапла хыттӑн калакан сасӑ илтрӗм: паян пирӗн Туррӑмӑрӑн ҫӑлас кунӗ, хӑвачӗ, Патшалӑхӗ ҫитрӗ; Ун Христосӗн ирӗкӗ килчӗ: пирӗн тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑр умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне сирпӗтрӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Турӑ та пама пулнине илес ҫынсене, Хӑйӗн ирӗкӗ улшӑнас ҫуккине ҫирӗпрех ӗнентерес тесе, тупа тунӑ.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Саккун арӑма упӑшки пурӑннӑ чухне ҫеҫ чарса тӑрать; упӑшки вилсессӗн арӑмӑн кирек кама качча кайма та ирӗкӗ пур, анчах вӑл Ҫӳлхуҫана ӗненекене качча кайтӑр.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп: 31. манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ, 32. Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх; 14. аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша усал тӑвакансене хаса пама, ырӑ тӑвакансене хаваслантарма ярать, 15. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫавӑн пек: ӑссӑр ҫынсенӗн пӗлмесӗр калаҫакан чӗлхине Вӑл пире ырӑ ӗҫ туса чарма хушнӑ; 16. эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар, эпир — Турӑ чурисем.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑна ӳкӗте кӗртсе пулмарӗ, вара эпир: ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗ пултӑр! тесе лӑплантӑмӑр.14. Когда же мы не могли уговорить его, то успокоились, сказав: да будет воля Господня!
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, эсир ун чухне Ман ҫине аллӑра ҫӗклемерӗр, халӗ ӗнтӗ — сирӗн вӑхӑтӑр, сӗмлӗх ирӗкӗ, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр; 5. акӑ камран хӑрамаллине каласа парам сире: камӑн вӗлерсен тамӑка пӑрахма ирӗкӗ пур, ҫавӑнтан хӑрӑр; чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар.14. Так, нет воли Отца вашего Небесного, чтобы погиб один из малых сих.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.