Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Эп хамӑр Атӑл хӗрринче вилесшӗн...»

Автор: Петӗр Хусанкай

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/lib/haylav/7334.html

Хушнӑ: 2019.02.27 00:25

Пуплевӗш: 4; Сӑмах: 60

Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эп хамӑр Атӑл хӗрринче вилесшӗн.

Пӗлме хал ҫук: таҫта тӗл пулӗ лешӗ?

Ун чух манпа пӗрле туссем пулсассӑн,
Эп вӗсене ҫапла тума хушасшӑн:
Куҫ хупӑнсан, шух юнӑм сивӗнсессӗн,
Чи канлӗ юпӑнчӑ эп витӗнсессӗн,
Кӑкӑрӑмран ман чӗрене кӑларӑр,
Ҫуратнӑ халӑха тавӑрса парӑр.

Ӑна вӑл Шупашкар сӑртне пытарӗ
Е урӑхла тирпейлеме пултарӗ —
Хӑй ирӗкӗ, хӑй кӑмӑлӗ: эп — унӑн,
Мӗскер тума пултарнине эп тунӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех