Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗкӗ (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынни тахҫанах тӑпра пулнӑ, ун витер ҫуркуннесерен темиҫе хут курӑк шӑтса тухнӑ ӗнтӗ, ҫапах мул тени ҫакӑнта та хӑйӗн хура ирӗкӗ ҫинчен, этеме ҫынлӑхран кӑларакан ылханлӑ хӑвачӗ ҫинчен юман хӗреспе юнаса аса илтерет…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунта, Энӗшкассинче, кашни утӑмрах Михха ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗн ирӗкӗ ҫавнашкал пуль, ачам.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Аслӑ турӑ, эпир ӗненнине пӗлес тесе, пирӗн ҫине йывӑрлӑхсем ячӗ… унӑн ирӗкӗ пек пултӑр ӗнтӗ… — ялпа пӗрле тырӑ вырма тухайманни ҫеҫ ӑна канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирек те мӗн калатӑр вӑл — унӑн ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисене государь ясакран хӑтармарӗ — вӑл ун ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Государь ирӗкӗ ҫапла…

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анчах мӗн тӑвас тетӗн, аслӑ князь ирӗкӗ ҫапла-ҫке — тыткӑна илнисене ирӗке кӑлармаллах пирӗн, ку вӑл чи малтан тумалли ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл ӗнтӗ аслӑ князь ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни ҫыннӑн — хӑйӗн ирӗкӗ.

У каждого человека — своя воля.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ун ирӗкӗ вӑл.

Это его воля.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйӗн ирӗкӗ пулсан ӑна вӑл тапса ҫех ывӑтса ярӗччӗ.

Если бы у него была воля, он бы силой отбросил ее.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантур йыттисем ак ҫак хӗре вӑрманта мӑшкӑлласа вӗлерчӗҫ, — турӑ ирӗкӗ!

Конторские псы надругались над этой девушкой — тоже по божьей воле?

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуп аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытса куҫне хупнӑ пек тӑвать: «Торӑ ирӗкӗ, ачам, пурте эпир торӑ аллинче, Торӑ хушмасӑр поҫ тӳпинчи пӗр ҫӳҫ пӗрчи те татӑлса окмеҫ».

Поп, скрестив на груди руки и прикрыв глаза, невинно пробормотал: — Все мы в руцех божиих, сын мой, без божьего повеления ни один волос с головы не упадет…

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳлӗх-Туррӑн кӑмӑлӗ Ӑслӑ турӗ хӑй хӗрне, Атте-анне ирӗкӗ Ҫирӗ сарӑ хӗр пуҫне.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аҫу-аннӳ ирӗкӗ Пулчӗ ҫӗрӗ вырӑнне.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӑна колхозниксемпе калаҫса татӑлса тумалла — вӗсен ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тултарса панӑ, ӗҫеҫҫӗ-и, ӗҫмеҫҫӗ-и, мӗн каласа ӗҫеҫҫӗ — ку вӗсен ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Айтарӑн ирӗкӗ Кӗтерин патшаран пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Айтарӑн ирӗкӗ Кӗтерне патшаран пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех