Шырав
Шырав ĕçĕ:
Оркестр харӑссӑн шӑпланчӗ, валторна ҫеҫ кӑшт каярах юлчӗ те, унӑн пӗтӗм чун хӑвачӗпе чӗнекен вӗҫленсе ӗлкӗреймен сасси хӗрсе кайнӑ сывлӑшра татах чылай хушӑ чӳхенсе тӑчӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫил-тӑман чарӑнма пуҫланӑ, сывлӑшра сайра юр пӗрчисем кӑна вӗлтӗртеткелеҫҫӗ, тӳпе уҫӑлса пырать, таҫта, кӑпӑш пӗлӗтсем хыҫӗнче, уйӑх пурри сисӗнет.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӑранташ тытнӑ алӑ сывлӑшра хытса тӑчӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл каллех кулса ячӗ, анчах халӗ йӑвашшӑн та кӑмӑллӑн кулчӗ, унӑн пуҫӗ тӗлӗнче сарлака сӑмса шӑтӑкӗнчен кӑларса янӑ тӗтӗм ҫӗкленчӗ, вӑл, лампӑ ҫутине тӗксӗмлетсе, нумайччен сывлӑшра чӳхенсе тӑчӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ашшӗ ҫаплах крыльца ҫинче ларать, ял ҫине тул ҫути киле пуҫланӑ: сывлӑшра малтанхи кӑпӑшка юр пӗрчисем вӗлтӗртетеҫҫӗ, вӗсем хура ҫӗр ҫине вӗҫсе ҫитичченех сӳннӗ пек туйӑнаҫҫӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лаша сывлӑшра явӑнакан ӳпресемпе хӑмӑртарах тӗслӗ усал вӑрӑмтунасене хӳрипе ӳркевлӗн хӑваласа утрӗ.Конь шел, лениво отгоняя хвостом густо кишевшую в воздухе мошкару, коричневых злых комаров.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ ӗнтӗ сывлӑшра хӗрсе кайнӑ пульӑсем лашан малти чӗрнисем умӗнчех ҫивӗччӗн чӗвклетме, ҫӗлен пек шӑхӑрма пуҫларӗҫ, вӗри пылчӑка сирпӗтсе, ҫурхи шывран типсе ӗлкӗреймен нӳрӗ тӑпра ҫине пыра-пыра тӑрӑнчӗҫ…
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хиврен янӑраса хаплатакан пӑшал сассисем пӗр-пӗринпе хутӑшса кайса пӗрлешрӗҫ, аслати сассипе кисренсе ҫӗмӗрлекен кӗрлев пӑчӑ сывлӑшра чӗтренӳллӗ октава пек кӗмсӗртетсе тӑчӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унта шыв вӑкӑрӗсем хулӑннӑн сӗрлеҫҫӗ, юшкӑн шӑрши ҫапнӑ нӳрӗ сывлӑшра, хӗвел тухнӑ пулин те, ӳпре-шӑна пӗлӗчӗ пӗтӗрӗнсе явӑнать.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ахӑртнех вӑл ӑна суранланса пӗтнӗ пуҫне ҫунтарса ярас пек хӗртекен хӗвелтен, шӑнасенчен тата сывлӑшра пӗлӗт пек кӗшӗлтетсе вӗҫекен ӳпресенчен хӳтӗлес тесе хунӑ пулмалла.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн чуна ҫӑмӑл та эрех пек ӳсӗртекен ҫурхи сывлӑшра тӗлӗрсе илме шутларӗҫ.После полуднования решили подремать на легком и пьянящем, как вино, вешнем воздухе.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗрӗслемелле персе янӑ снаряд чуна ҫӳҫентермелле ҫивӗччӗн сӳлетсе ҫывхарчӗ, ҫак вичкӗн сасӑ вӑйланса-вӑйланса пырса, хӑйӗн юлашки чиккине ҫитнӗ пек туйӑннӑ тӗле вара пӗр ҫӑханӗ, кӑшт ҫӳлтентерех вӗҫекенни, сасартӑк ҫавраҫил ярса илнӗ турпас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗтӗрӗнме пуҫларӗ те, ҫунаттисене чалӑшшӑн сарса пӑрахса, сывлӑшра ҫаплах тытӑнса тӑрасшӑн майӗпен ҫавӑрӑнкаласа, тӗм-хура пысӑк ҫулҫӑ ӳкнӗ пек, ҫӗрелле вӗлтӗртетсе ӳкме тытӑнчӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юланут аллинчи офицер хӗҫне сывлӑшра вӑйкӑнтарса пырать, хӗҫӑн кӗмӗл йӗнни, хӗвел ҫинче ҫулӑм пек йӑлтӑртатса, йӗнер йӑранине ҫапӑна-ҫапӑна илет.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бунчукӑн уҫӑ сывлӑшра ҫӳресси килчӗ — тухрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Майӗпе лаша ури сассисем илтӗнми пулчӗҫ, хутор патӗнче, тӗтреллӗ ирхи сывлӑшра «у-р-р-ра-а-а!» кӑшкӑрни илтӗнчӗ, Хохлаков лашан чӗтрекен малти уринчен тытса, ҫӗкленме шутларӗ, лаши шиклӗн хартлатса, хӑйӗн хуҫи ҫине айккӑн пӑхкаларӗ…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫакӑ сӗт пек шурӑ сывлӑшра Ҫемен хуторсем ҫумӗпе каймарӗ — унта питӗ тарӑн юр хӳсе кайнӑ, — вӑл каналӑн ҫара хӗррипе, юра ҫил вӗҫтерсе пӗтернӗ ҫӗртен кайрӗ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лимузин «У-2» аялтан вӗҫсе иртрӗ, машинӑран иртсе кайрӗ те, сывлӑшра ҫаврӑнса илсе, ҫул хӗррине, тикӗс юр ҫине ларчӗ.Низко пролетел лимузин «У-2», обошел машину и, сделав круг в воздухе, сел на ровный снег обочины.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Юлашкинчен Тимофей Ильич тури Кубань тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем депутат пулма Иосиф Виссарионовича кандидата тӑратни ҫинчен каласан, площадь хумханни, сивӗ сывлӑшра алӑ ҫупни кӗр-кӗр кӗрлесе кайрӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗклекен кран мӑйӗ Прохора ҫул тӑршшӗпех канӑҫ паман турбина кранне ҫӑмӑл кӑна ҫӗклерӗ те сывлӑшра илсе пычӗ, — пӑхӑр-ха, эпӗ епле вӑйлӑ, тенӗ пек, — хӗлӗх евӗр туртӑнса тӑракан троссемпе чӑнкӑртатса, пысӑк ҫуна ҫине ерипен хучӗ…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.