Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атте, атте! — кӑшкӑрать Петя, ашшӗне чавсинчен тытса.

— Папочка, папочка! — кричал Петя, хватая его за локти.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ашшӗне тӑратса ыйтсан аван пулӗччӗ.

Хорошо было бы разбудить папу.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ашшӗне тек хӗнеттерес мар тесе, вӑл ҫав минутра вилме те хатӗр пулнӑ.

В эту минуту он готов был умереть, лишь бы папу больше не смели трогать.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Такам, ҫилленсе, пӗтӗм вӑйпа, ашшӗне ҫанӑран туртрӗ.

Кто-то изо всей мочи, коротко и злобно, дернул отца за рукав.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя сасӑсӑр, лӑпкӑ пӳлӗмсене курчӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнакан ҫӗвӗ машини шакӑртатнине илтрӗ, вӗрекен купӑста яшки шӑршине туйрӗ, вара сасартӑк унӑн, ашшӗ кӑкӑрӗ ҫине ҫакӑнса, ун сюртукӗ ҫумне пӗшкӗнсе макӑрса, хӑй паян мӗн курнисене пӗтӗмпех ашшӗне каласа кӑтартас килчӗ.

Петя увидел тихие, спокойные комнаты, услышал почти бесшумный зуд разогнанной швейной машинки, ощутил запах кипящего борща, и вдруг ему захотелось броситься папе на шею, прижаться щекой к сюртуку, заплакать и рассказать все.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ашшӗне Мускавран «Русские ведомости» хаҫат килме чарӑннӑ.

Отец перестал получать из Москвы газету «Русские ведомости».

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӗлхине тӑсса, пысӑк хура куҫшӑрҫиллӗ шоколад тӗслӗ куҫӗсене сарлака уҫса, вӑл тӗнчери пур япаласене те маннӑ: аппӑшне те, ашшӗне те, Кудлаткине те маннӑ.

Высунув язык и широко раскрыв светло-шоколадные глаза с большими черными зрачками, ребенок забыл все на свете: и тетю, и папу, и даже Кудлатку.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан вара эпӗ унӑн ашшӗне нацилле геройсен шутне кӗртме тӑрӑшса, ӑна пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑтӑр, тесе тӳррӗн ӗҫлерӗм.

Потом я сделал то, что весь мир узнал о её отце и он стал национальным героем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗне вӑл пачах астумасть.

Отца своего он совсем не помнил.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем ачасен ашшӗне те тӗплӗ сӑнаса пӑхрӗҫ.

Осмотрели они также и папу мальчиков.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Часрах, часрах каютӑна, ашшӗне япаласене пуҫтарма васкатас!

Скорее, скорее в каюту, торопить папу, собирать вещи!

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя ҫӳлти палуба ҫинче Павликпа ашшӗне курчӗ, вӗсем иккӗшӗ те тӑрӑшсах шӗлепкисемпе суллаҫҫӗ.

Петя увидел папу и Павлика на верхней палубе, они оба азартно махали шляпами.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя хӑйӗн хӑрушӑ шухӑшӗсене ашшӗне те, шӑлнӗне те каламарӗ.

Разумеется, Петя ничего не сказал о своих опасениях отцу и брату.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ашшӗне хирӗҫ питӗ хытӑ: — Халех пыратӑп! Халех! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

И мальчик закричал очень громко отцу в ответ: — Сейчас иду! Сейчас!

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл амӑшӗпе ҫеҫ ӳснӗ, ашшӗне чылай ҫул каярах совет влаҫне хирӗҫ пӑлхав тума шутланӑ байсем-кулаксем тытса вӗлернӗ.

Он рос с матерью, отца много лет назад убили богатые баи-кулаки, пытавшиеся восстать против Советской власти.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Катя хӑйӗн ашшӗне нихҫан та «вилнӗ» теместчӗ.

Катя никогда не называла отца «покойный».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татах та — мӗншӗн вара тӑван ашшӗне вӑл ятранах чӗннӗ пулӗччӗ?

Впрочем, она не стала бы родного отца называть по имени и отчеству.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырнӑ хут листи тыттарчӗ те: — пӑх-ха, кур акӑ, хам улпутӑм ҫинчен элек парса тӑракан ҫын-и эпӗ, ывӑлӗпе ашшӗне хирӗҫтерме тӑрӑшатӑп-и, — терӗ.

Подал мне исписанный лист бумаги, — посмотри, доносчик ли я на своего барина и стараюсь ли я помутить сына с отцом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Вӑл ашшӗне мӗнле тытса кайни ҫинчен каласа парать, — терӗ анне, — городовой мӗнле ҫапнине кӑтартать.

– Он рассказывает, как отца арестовали, – сказала мать, – как городовой на него замахнулся.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Юрӗ, — ответленӗ Иван Петрович, — эпӗ эсӗ ашшӗне итлекен ывӑл иккенне куратӑп; ку мана савӑнтарать; манӑн сана ирӗксӗрлес килмест; эпӗ сана халех статски службӑна кӗме хистеместӗп; анчах халӗ эпӗ сана авлантарас тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ.

«Хорошо, — отвечал Иван Петрович, — вижу, что ты послушный сын; это мне утешительно; не хочу ж и я тебя неволить; не понуждаю тебя вступить… тотчас… в статскую службу; а покамест намерен я тебя женить».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех