Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара кӑмака патӗнче тӑнӑ ҫӗртех сак ҫине лак кайса ларчӗ, вӗретнӗ сӗт ярса хунӑ кӑкшӑма упӗнтерсе ячӗ.А та как стояла возле печи, так и присела на лавку, опрокинув корчажку с топленым молоком.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пирӗн ырӑ кӑмӑлшӑн — кашнине пире пӗрер кӑкшӑм хӑйминчен уйӑрман сӗт.А за нашу доброту молочка нам неснятого по корчажке на брата.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья кофтине тата ӗҫлеме чӑрмантаракан кӑкӑрлӑхне хывса хучӗ, тин сунӑ сӗт пек ӑшӑ шыва чӗркуҫҫи таран кӗрсе тӑрса, кӗпе-йӗм ухма тытӑнчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫ пуласпа Аникей патне Никитӑпа бухгалтер ӗҫе кайнӑ пек кая юлмасӑр пыраҫҫӗ те пӗр кун хушшинче хуҫалӑхра мӗн пулса иртни ҫинчен васкамасӑр каласа кӑтартаҫҫӗ — сӗт ытларах сунӑ-и е сахалтарах-и, уя тислӗк мӗн чухлӗ илсе тухнӑ, ҫулталӑкра миҫе ӗҫ кунӗ расхутлама палӑртасси ҫинчен тавлашаҫҫӗ, анчах, тӗрӗссипе каласан, Аникея ҫакӑ нимӗн те пӑлхантармасть, нимӗн те кӑсӑклантармасть.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эсӗ фермӑна пырсан, сӗт тӑпӑрчланса ларать пуль.На ферме, гляди, молоко враз свертывается, когда ты туда приходишь.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗт нумай суса илнишӗн укҫа кам илнӗ?
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӗрӗссипе эпӗ кашни ӗнерен вун икшер кило сӗт илетӗп пулсан, район хаҫачӗ ҫырнӑ тӑрӑх вара пӗрер пат илетӗп пулать!..
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӑхран сӗт хӑвӑртрах илетӗн! — терӗҫ залра тӗрлӗ енчен.Скорее у курицы молока выпросишь! — отозвались из разных концов зала.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Паллах, Любушкина мӗншӗн ун пек ыйтнине ӑнланмалла ӗнтӗ — пӗрлешес пулсан, ун ҫав юрӑхсӑр ҫӗршӗн кӑҫалхи кӗркуннерен пуҫласах тырӑ, аш-какай тата сӗт парас пулать-ҫке-ха.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ытла нумай телей сӗнетӗн, — ашшӗпе пӗрле савӑнмасӑр, ухватпа шаклаттарса шӑл витӗр сӑрӑхтарнӑ вӑл, — сӗт ҫырмисем юхма ан пуҫлаччӑр!
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах, йӗри-таврари япаласем темӗнле сапаланса, ирӗлсе куҫран ҫухалаҫҫӗ пулин те, вӑл пӗр саманта та амӑшне туйма пӑрахмасть: амӑшӗн сивӗрех аллисем унӑн пӗҫерекен ҫамкине сӗртӗнеҫҫӗ, вӑл амӑшӗн йӑпатакан, сывалма пулӑшакан сассине илтет, амӑшӗ унӑн хӑпаланса тухнӑ тутисем патне кружкӑпа вӗретнӗ сӗт илсе пырать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унран ӑшӑ сӗт шӑрши тата темӗнле тӑванла, кӑмӑллӑ шӑршӑ кӗрет, — тем шӑрши вӑл: те сивӗре ҫӳресе шӑннӑ пит ҫӑмартисем, те пасарса кайнӑ ҫӳҫ шӑрши, те ӑна пуҫран ачашлакан, ӗне ӑшшине халӗ те ҫухатман алӑсен шӑрши.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсӗ ҫынсене шанатӑн, ку вӑл лайӑх, вӗсене кирек мӗнле ырӑ ӗҫе те хутшӑнтарма пултаратӑн, — терӗ Пробатов, Любушкинӑн пушӑ стаканне сӑмавар кранӗ айне лартса, унта чей ячӗ те сӗт хушрӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӗр ҫулталӑк та иртеймен — механизациленӗ зала ӗне сӑвакансем часах пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ӗнесене капла сума вӗрентеймен, вӗсем хӑранӑ, сӗт нумай чакарнӑ, унсӑр пуҫне тата вӗсем юхан шыв леш енче, улӑхра нумай ҫӳренӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗне сумалли зала та вӑл пуринчен малтан тума тытӑннӑ, ӑна шалтан кафельнӑй плиткӑпа илемлетнӗ, ҫак залра кӗленче пӑрӑхсем тӑрӑх сӗт юхнине курма облаҫри мӗн пур колхозсенчен пекех киле-киле кайнӑ, залне кинопленкӑ ҫине ӳкернӗ, темиҫе хут фотоаппаратпа ӳкерсе илнӗ…
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тулӑ, пахча ҫимӗҫ мӗн чухлӗ тупӑш парассине, сӗт мӗн чухлӗ суса илессине вӑл бухгалтерсӑрах тӗрӗс шутласа кӑларма пултарнӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Часах сӗт ытлашшипех пулать те-ха, ҫисе тӑранӗҫ ун чух!..
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗт ӗҫсе кайнӑ пулӗччӗ, хуран кукли юлнӑ ав…
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Сӗт ҫук пирӗн, каҫарӑр тархасшӑн.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Чӗр сӗт халех!
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.