Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ҫак пулӑмпа туҫи-ҫармӑссене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков, подряд организацийӗн представителӗ Алина Ефимова саламланӑ.

Этим событием, важным для сельского развития, тузи-сярмусцев приветствовал глава районной администрации Леонид Николаев, глава сельского поселения Малые Яуши Сергей Волков, представитель подрядной организации Алина Ефимова.

Ял хӑтлӑхӗшӗн // Ирина ЯКОВЛЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Рота командирӗ Ильин чӑваш пулнӑ иккен, унӑн мӑшӑрӗ, вырӑс майри, Катя умӗнче ахальтен мар ырланӑ-мӗн чӑвашсене, пӗррехинче ӑна Антип Николаев кӗҫӗн лейтенантпа паллаштарнӑ.

Командиром роты оказался чуваш Ильин, его супруга, русская женщина, перед Катей не зря оказывается хвалила чувашей, однажды Антип Николаев ее с младшим лейтенантом познакомил.

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

1975 ҫулта ҫамрӑк ҫемье Кӗҫӗн Шетмӗне куҫнӑ, кил-ҫурт ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Красноармейски районӗнчи Кӑмакал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ кӳршӗллӗ Кӗҫӗн Шетмӗре пурӑнакан ЛПХ ертӳҫи Николай Семенов ман шухӑшпа йӑлтах килӗшнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Анне, Зоя Ефимовна Николаева, кӗҫӗн классене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Вӗренӳ батальонӗнчен ҫар пӗлӗвне илсе тухсан, вӑл кӗҫӗн командир - сержант - пулса тӑрать.

Получив армейские знания в батальоне обучения, он становится младшим командиром - сержантом.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Ун чухне кӗҫӗн пепки 2 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Ачасенчен тата кӗҫӗн учительсенчен ыйтса пӗлме тапратрӗҫ.

Стали расспрашивать детей и молодых учителей тоже.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗҫӗн классенчи ачасем кунӗ-кунӗпе чӗтресе ларса асап тӳснисенчен, ҫӗрле вара хирӗҫ хаяррӑн тавӑрасси ҫинчен шутланинчен нимӗнех те тӗлӗнмелли ҫук.

Из-за этого самые маленькие мальчики проводили целые дни в страхе и трепете, а по ночам не спали и думали, как бы ему отомстить.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн хуллисемпе линейкийӗ халӗ кӗҫӗн классенче сайра хутра ҫеҫ ӗҫсӗр выртрӗҫ.

Розга и линейка никогда не лежали без дела, по крайней мере, в младших классах.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унччен те пулмин пӗлӗтрен аялта — пӗрремӗш класӑн палуби ҫинчен Галопенӑн кӗҫӗн пуҫлӑхӗн кӳлепи курӑнса каять.

Откуда ни возьмись из-под неба — с палубы первого класса показывается тело младшего начальника Галопена.

Пулӑ ҫурӑмӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 177–179 с.

Кил-ҫуртра та самаях пулӑшаҫҫӗ ӗнтӗ кӗҫӗн ывӑлсем те.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Паллах, кӗҫӗн шӑллӗсене те тӗрлӗ ӗҫе хӑнӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Ун хыҫҫӑн кӗҫӗн классенче вӗренекенсем ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене чӗрӗ чечексемпе хӑйсем хатӗрленӗ открыткӑсене пачӗҫ, паянхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн тав турӗҫ.

Затем учащиеся младших классов вручили ветеранам и труженикам тыла живые цветы и подготовленные ими открытки, поблагодарили за сегодняшнюю мирную жизнь.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру валли вӑл хӑй мӗн-мӗн курнисене, вӑрҫӑ терт-нушине хут ҫине ҫырса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем те тӗп ҫурта пыракан сукмака курӑк шӑттармаҫҫӗ.

И внуки, и правнуки не допускают чтобы тропа, ведущая в главный дом, заросла травой.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Александра Григорьевна мӑнукӗсен, кӗҫӗн мӑнукӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе час-часах интересленет, ҫакӑ ӑна малалла пурӑнма вӑй-хӑват хушать.

Куҫарса пулӑш

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Шел пулин те, кинемин кӗҫӗн хӗрӗпе ывӑлӗн пурнӑҫӗ те вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Унта Тавӑт вӑтам шкулӗнче кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.

К ней присоединились ученики младших классов средней школы Таутово.

Музейра курав уҫӑлнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muzejra-kurav-ucalna.html

Иртнӗ эрнекун Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче Кӗҫӗн Тӑванта пурӑнакан Юрий Бурмистровӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ.

В прошлую пятницу в Аликовском литературно-краеведческом музее открылась выставка работ живущего в Малых Туванах Юрия Бурмистрова.

Музейра курав уҫӑлнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muzejra-kurav-ucalna.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех