Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ял хӑтлӑхӗшӗн

Автор: Ирина ЯКОВЛЕВА

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:52

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 237

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Юлашки ҫулсенче пуҫаруллӑ бюджет программи ялсен инфраструктурине самай ҫӗнетме пулӑшрӗ.

Хӑтлӑх кӗртессипе ял ҫыннисемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем пӗрле хутшӑнса тимленӗрен шӑпах халӑхшӑн чи ҫивӗч те пӗлтерӗшлӗ ыйтусем татӑлаҫҫӗ.

Хӑшпӗр поселенисенче, акӑ, ача-пӑча тата спорт площадкисем туса хунӑ, ҫакӑ ачасемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарать. Теприсенче масар ҫурчӗсем хӑпартрӗҫ, тавралла ҫӗнӗ картасем тытса ҫавӑрчӗҫ. Хӑшӗсенче урамсене хӑтлӑлатса хытӑ ҫулсем сарнӑ.

Программа малалла тӑсӑлать. Районти поселенисем унта хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та конкурс витӗр тухнӑ 18 проект пурнӑҫланмалла, тӑххӑрӑшӗ вӗсенчен ҫулсем тӑвассипе тата юсассипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнелнӗ объектсенчен пӗри хатӗр ӗнтӗ – Туҫи Ҫармӑс ялӗнче 820 метр тӑршшӗ ҫулӑн тӗплӗ юсавӗ вӗҫленнӗ. Кунта, акӑ, иртнӗ эрнечченех техника сасси татӑлман. Аукцион кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, проекта пурнӑҫлама А.Ефимова уйрӑм предпринимательпе килӗшӳ ҫырнӑ. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк чӑрмав кӳнӗ пулин те, подряд организацийӗ ӗҫе вӑхӑтра, кирлӗ пек туса пыма тӑрӑшнӑ. Ҫавна май ҫула вак чул сарса хытарассине кӗске вӑхӑтра, палӑртнинчен маларах вӗҫленӗ. Халӗ ку хытӑ сийпе витнӗ ҫул ялӑн пилӗк урамне ҫыхӑнтарать.

Лесная урамри тахҫанах кӗтнӗ ҫула пуҫаруллӑ бюджет программипе хӑтлӑлатма май килнӗ. Ҫивӗч ыйту татӑлтӑр тесе ял ҫыннисем пӗрлехи «енчӗке» пысӑк тӳпе хывнӑ, ҫавӑн пекех республика тата вырӑнти бюджетсенчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Сӑмах май, ял ҫыннисем юсав пынӑ вӑхӑтра та аякра тӑман: подряд организацийӗ ӗҫсене пахалӑхлӑ пурнӑҫланине тимлӗ асӑрхаса пынӑ. Ҫул-йӗр строителӗсем кунта пурӑнакансен сӗнӗвӗсене уйрӑммӑн шута илнӗ.

Ҫӗнелнӗ ҫула эрнекун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ял аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ҫак пулӑмпа туҫи-ҫармӑссене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков, подряд организацийӗн представителӗ Алина Ефимова саламланӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех