Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупписем (тĕпĕ: хупӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хупписем кӑтрашкаллӑ вӗсен, тымар патнерехре ҫуркаланса пӗтнӗ; вӑрӑм та лӑпсӑркка турачӗсем, ҫӳлтен шыв пӗрхӗнсе аннӑ пек, ҫӗре ҫитиех усӑнса тӑраҫҫӗ.

С шершавой, потрескавшейся на комлях корой; длинные ветви, точно струи, стекали с их покатых вершин почти до самой земли.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унтан вара вӗсем пӗр пысӑк уҫланка пырса тухрӗҫ те, Костя лесник пӳрчӗ ларнине курчӗ, — пӳрчӗн тӑрри макланса ларнӑ, чӳрече хупписем, чалӑш-чӗлӗш ҫакӑнкаласа тӑраҫҫӗ.

Затем они вышли к широкой поляне, и Костя увидел избу лесника с заросшей мхом крышей, с висящими вкривь и вкось ставнями.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӗри-тавра хупписем вистенсе кайнӑ ҫирӗксем тутӑх тӗслӗ чӗрӗ сӗткӗн юхтарса лараҫҫӗ.

Вокруг истекали свежей ржавью ободранные ольхи.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Уйӑх ҫутинче скумбри пулӑ хупписем ялтӑртатаҫҫӗ, ылттӑн та кӗмӗл пулӑсем тетел куҫӗсенче вӗлтӗртетеҫҫӗ.

В лунном свете поблескивала чешуя скумбрии, золотые и серебряные рыбы трепетали в ячеях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Типӗ урамсенче пур ҫӗрте те: тусан ҫинче, ура айӗнче арбуз тата кавӑн вӑрри хупписем сапаланса выртаҫҫӗ.

По сухим улицам везде в пыли под ногами валялась шелуха арбузных и тыквенных семечек.

XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пӳлӗм чӳречин хупписем кӑнтӑрла та, каҫхине те хупӑ тӑнӑ, шалтан кӑвак ҫӑмран пустарнӑ хулӑн кӗҫҫепе ҫӑт карса лартнӑ.

В горенке ставни обоих окон, смотревших во двор, были закрыты день и ночь, а изнутри наглухо завешены толстыми, валянными из серой шерсти полстями.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрӗпех ҫилпе уҫӑла-уҫӑла хупӑнакан кантӑк хупписем чӗриклетни Макара тӗлӗкре музыка евӗр илтӗнчӗҫ, пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр кӗмсӗртетни — лаша чӗрнисем тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртатса пынӑн туйӑнчӗҫ…

Скрип ставен, всю ночь метавшихся на вешнем ветру, во сне воспринимал Макар как музыку, погромыхиванье железной крыши — как дробный топот лошадиных копыт…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хыттӑн таплаттарса утнӑран, ун урисем айӗнче хӗвелҫаврӑнӑш хупписем чӑштӑртатса юлаҫҫӗ.

Под отчетливым шагом его похрустывала подсолнечная лузга.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килӗнче те ҫав шаях вара: халат, калпак, чӳрече хупписем, ҫаклатса питӗрмеллисем, тем тӗрлӗ тума хушман, тума чарнӑ япаласем, тата — мӗн те пулин сиксе тухминччӗ тенисем.

И дома та же история: халат, колпак, ставни, задвижки, целый ряд всяких запрещений, ограничений, и — ах, как бы чего не вышло.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

— Ҫаплах, — терӗ Ольга: — эпӗ шӑнӑп та — вӗрилетсе пӑрахӗ; эсӗ кунта килӗн — эпӗ пулмӑп, пирӗн пата кайӑн — чирлӗ, тесе калӗҫ; тепӗр кунне каллех ҫавӑн пек пулӗ; чӳрече хупписем питӗрӗнсе тӑрӗҫ манӑн; тухтӑр пуҫне пӑркалӗ; Катя сан патна чӗрне вӗҫҫӗн утса, макӑрса тухӗ те: чирлӗ, вилет, тейӗ пӑшӑлтатса.

— Да, — говорила она, — я простужусь, сделается горячка; ты придешь сюда — меня нет, пойдешь к нам — скажут: больна; завтра то же; ставни у меня закрыты; доктор качает головой; Катя выйдет к тебе в слезах, на цыпочках и шепчет: больна, умирает…

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӳрече хупписем чӗриклетнипе, мӑрьере ҫил уланипе арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, ача-пӑчасем те шурса каяҫҫӗ.

Стук ставни и завыванье ветра в трубе заставляли бледнеть и мужчин, и женщин, и детей.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Йӗри-тавра мӑнкун ҫӑмартисен хупписем выртаҫҫӗ, масар стени тулашӗнче утлӑ полицейскисен картузӗсем курӑнаҫҫӗ.

Она, усеянная лиловыми скорлупками пасхальных крашенок, была у самой стены, за которой уже двигались фуражки конной полиции.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Слюда евӗрлӗ пулӑ хупписем ҫара ура ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.

Слюдяные чешуйки прилипали к босым ногам.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кунта пӗтӗмпех чӗриклететчӗ — алӑксем хӑйсене уйрӑм сас паратчӗҫ, чӳрече хупписем тата хӑйсене уйрӑм чӗриклететчӗҫ.

Все в этом доме скрипело — двери по-своему, ставни по-своему.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗмӗл пек пулӑ хупписем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата ун ури ҫине вӗҫе-вӗҫе ӳкнине те курнӑ пек пултӑм эпӗ.

Мне казалось, что я вижу, как серебристые чешуйки отскакивают и, поблескивая, ложатся у ее ног.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тулта ҫил-тӑман вӗҫтернӗ, ҫил уланӑ, чӳрече хупписем чӗтренсе шӑлт-шалт тунӑ: пурте ӑна ырӑ мар пуласса пӗлтернӗн туйӑннӑ.

На дворе была метель; ветер выл, ставни тряслись и стучали; всё казалось ей угрозой и печальным предзнаменованием.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тепӗр тапхӑр кайсан, чӗркуҫҫисем ҫине те вӑл йывӑҫ хупписем ҫыхса хучӗ.

На следующем привале привязал по куску коры и к коленям.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Йӗкел хупписем уҫӑлса шӑртлансан, вӗсенчен вӑррисене силлесе кӑларчӗ те ал тупанӗ ҫине хурса сӑтӑрма тытӑнчӗ.

А когда шишки ощетинились, стал вытряхивать из них семена и тереть между ладонями.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах та выҫнӑ хырӑма нимӗнпе те улталама ҫук; пӗрмаях кышласа ҫӑтса пынӑ ҫамрӑк чӑрӑш хупписем те» хурӑн кӑчки те, шӑл хушшине ларса ҫилӗм пек тӑсӑлакан пулнӑ сӗткенлӗ ҫамрӑк ҫӑка хуппи те ӑша лӑплантараймасть.

Желудок уже не обманывали ни кусочки молодой еловой коры, которые он все время грыз и проглатывал, ни горьковатые березовые почки, ни нежная и клейкая, тянущаяся под зубами кашица молодой липовой коры.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫакӑнта асӑннӑ ырӑ япаласемсӗр пуҫне унӑн тата акӑ мӗн-мӗн пуҫтарӑнчӗ: вуникӗ мрамор шарик, шӑхличӗ, витӗр пӑхмалли кӑвак кӗленче катӑкки, ҫип купчашкинчен тунӑ тупӑ, ниме те уҫасшӑн пулман ҫӑраҫҫи, пурӑ катӑкӗ, кӗленчерен тунӑ графин пӑкки, тӑхлан салтак, икӗ йытпулли, ултӑ шатлатмаллли япала, хӑрах куҫлӑ кушак ҫури, пӑхӑртан тунӑ алӑк хӑлӑпӗ, йытӑ валли мӑйкӑҫ, — анчах унӑн йытти пулман, — ҫӗҫӗ аври, апельсин хупписем тата кивӗ те ҫӗмрӗк чӳрече рами.

Кроме уже перечисленных богатств, у него имелось: двенадцать шариков, сломанная губная гармоника, осколок синего бутылочного стекла, чтобы глядеть сквозь него, пустая катушка, ключ, который ничего не отпирал, кусок мела, хрустальная пробка от графина, оловянный солдатик, пара головастиков, шесть хлопушек, одноглазый котенок, медная дверная ручка, собачий ошейник без собаки, черенок от ножа, четыре куска апельсинной корки и старая оконная рама.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех