Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ме, акӑ сана, хӑвна валли сюртук туян, — терӗ вӑл: — пӑх-ха, эсӗ ыйткалакан пекех.— На, вот тебе, да купи себе сюртук, — сказал он, — посмотри, ты точно нищий.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах ӑна кунӗ-кунӗпе тумтирпе ҫӳресси йывӑр пулнӑ, кайран вӑл хӑнара апатланма ӳркене пуҫланӑ; хӑнара та ҫывӑх пӗлӗшӗсем патӗнче, пуринчен ытларах ӑнланманнисем патӗнче ҫеҫ пулнӑ; унта галстука салтма, сюртук тӳмисене вӗҫертме кӑна мар, пӗр сехет хушши «йӑраланса выртма» та, ҫывӑрма та юратнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшӗсем сюртук тӑхӑннӑ, галстук ҫакнӑ, теприсем — ҫар тумӗпе.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ку ашшӗ, сюртук аркисене сарса ларса, ҫанӑ вӗҫӗсене шӑтӑртаттарса семинаристсен полькине вылять.Это отец, расправив фалды сюртука и гремя крахмальными манжетами, нажаривал семинарскую польку.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӑвар сиксе ларнипе император ҫинчи сюртук тивсе кайрӗ, ӑна маршалсем алӑпа ҫапа-ҫапа сӳнтерчӗҫ.От упавшего угля загорелся сюртук на императоре, маршалы тушат огонь руками.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ахаль кунсенче вӑл плис курткӑпа ҫӳренӗ, праҫниксенче килте тунӑ тӑла сюртук тӑхӑннӑ; расхутне вӑл хӑйех ҫырса пынӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл пӗр аллӑ ҫулхи чӗрӗ, пирчӗк ҫын, ҫийӗнче вӑрӑм симӗс сюртук, умӗнче, кивелнӗ хӑю ҫинче, виҫӗ медаль.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Адриан Трюхина пиччӗшӗн ывӑле патне, килӗшӳллӗ ҫӗленӗ сюртук тӑхӑннӑ ҫамрӑк патне пырса: «Тупӑк та, ҫуртасем те, виле ҫине витмелли те, тата пытарнӑ ҫӗрте кирлӗ ытти япаласем те часах кунта пулаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Самовар сӗтелӗ хушшинче ирхи платье тӑхӑннӑ Марья Кириловна, тата унтах — ҫине ӑшӑ пустав сюртук, урине туфли тӑхӑннӑ Кирила Петрович та хӑйӗн чӑм евӗрлӗ сарлака чашкинчен чей ӗҫсе ларнӑ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Крыльца ҫинче палламан ҫынсем, мундир та сюртук тӑхӑннӑскерсем, темиҫен темӗн ҫинчен калаҫса тӑнине асӑрхарӗ.На крыльце несколько незнакомых людей в мундирных сертуках, казалось, о чем-то толковали.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнпа та ӗнерпе виҫӗмкун сюртук тӑхӑнма май пулмарӗ».
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана».
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.