Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картлашкасем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем чултан тунӑ картлашкасем тӑрӑх хӑракаласа тарӑн чул нӳхрепе анчӗҫ.

С робостью спустились они по каменным ступенькам и очутились в глубоком каменном подвале.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.

Чултан тунӑ картлашкасем тӑрӑх тарӑн чул нӳхрепе анчӗҫ.

С робостью спустились они по каменным ступенькам и очутились в глубоком каменном подвале.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Шкул хӳми патӗнче вӑл курми пулнӑ куҫӗсемпе тислӗк тӑкса ҫемҫетнӗ ҫӗр ҫине пӑхса тӑчӗ, хӑйне халь таса мар картлашкасем тӑрӑх ҫыхса лартнӑ алӑсемпе путвала аннӑ пек, хыҫран тӑршӑнчӑк авӑрлӑ нагана ҫатӑрласа тытнӑ ҫын утса пынӑ пек курчӗ.

Он стоял около школьного забора, незрячими глазами смотрел на унавоженную землю и уже видел себя со связанными руками, спускающегося по грязной лестнице в подвал, и — человека сзади, твердо сжимающего шершавую рукоятку нагана.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья хыпаланчӗ, тем васкавлӑ ӗҫ кӗтнӗ пек, хӑвӑрт килнелле утса кайрӗ, хӑйсен крыльци умне ҫитсен ҫеҫ, уттине чакарса, нӑчӑртатакан картлашкасем тӑрӑх хуллен асӑрханса улӑхрӗ.

Аксинья спешила домой, шла быстро, словно там ждало ее неотложное дело, только около крыльца своего куреня замедлила шаг, осторожно поднялась по скрипучим ступенькам.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Палламан офицер килсе тухнипе аптраса ӳкнӗ казаксем, апат юлашкисемпе картлашкасем ҫинче ларакан турилккесене урисемпе шутарса, гимнастеркисене, винтовкисемпе портупейӗсене тӳрлетсе, йӑпӑр-япӑр ура ҫине сиксе тӑчӗҫ.

Казаки, смущенные приходом незнакомого офицера, проворно поднялись, отодвигая ногами стоявшие на ступеньках тарелки с остатками пищи, оправляя гимнастерки, винтовочные погоны, портупеи.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫенӗкрен, алӑк айӗнченех, картлашкасем ҫинелле юн юхса тухнине куртӑм.

А видала, как из сенцев, прямо из-под дверей, кровь на приступки текла.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аникей, шав тӑвас мар тесе, картлашкасем тӑрӑх асӑрханса хӑпарчӗ, итлесе тӑчӗ: Нюшка патӗнче такам ларать, сасӑран — арҫын пулмалла.

Аникей, стараясь не шуметь, поднялся по ступенькам, прислушался: у Нюшки кто-то сидел, по голосу похоже — мужчина.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тилхепине турткаласа, вӑл лашине тӳрех крыльца патнелле тытрӗ, Корней, Егор тата Черкашина тӑнӑ ҫӗре, картлашкасем патнех, пырса тӑратрӗ.

Подергивая вожжами, он правил прямо к крыльцу, подъехал к самым ступенькам, где стояли Корней, Егор и Черкашина.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Егор текех Молодцов сӑмахне итлесе тӑмарӗ, яклашка картлашкасем тӑрӑх хӑвӑрт улӑхса кайрӗ.

Не слушая больше Молодцова, Егор стал быстро подниматься по скользким ступенькам.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Степноя Дымшаков кӑнтӑрла иртсен пырса кӗчӗ, рысакне правлени умӗнче чарчӗ, урхалӑха салтрӗ, хырӑмлӑха пушатрӗ те, ӑна пӗр ытам утӑ пӑрахса, картлашкасем тӑрӑх чупса хӑпарчӗ.

В Степное Дымшаков въехал после обеда, перед правленном осадил рысака, отпустил чересседельник, ослабил подпругу и, бросив у коновязи охапку сена, трусцой взбежал но ступенькам.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Картлашкасем тӑрӑх улӑхса площаде тухса пычӗҫ.

По ступенькам — на площадь.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл утнӑ ҫӗртех китель тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, кӑсӑрук айӗнчи тарне шӑлса илчӗ, пӳлӗмсен нӳрӗрех сулхӑнне туйнипе хавасланнӑскер, хура картлашкасем тӑрӑх ҫӳлелле улӑхса, хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.

На ходу расстегивая китель, вытирая под козырьком пот, он по черной лестнице поднялся к себе, радостно ощутив сыроватую прохладу комнат.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Касса чӗнтӗрленӗ крыльца, картлашкасем.

Резное крыльцо, ступени.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Картлашкасем чуна ыраттарас пекех тӑванлӑн чӗриклетсе илчӗҫ те — Григорий крыльца ҫине улӑхса та тӑчӗ.

Знакомый до боли скрип порожков — и Григорий на крыльце.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫӑлса пӗтнӗ картлашкасем ҫинче табак туртаҫҫӗ, ҫанталӑк ҫинчен, кӗр калчисем ҫинчен калаҫса тӑраҫҫӗ.

На поломанных порожках курили, переговаривались о погоде и озимых.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫунса хуралнӑ йывӑҫ тункатисем хушшипе, чул картлашкасем тӑрӑх вӑл аялалла анчӗ.

По каменным ступеням спустился он, между обгорелыми пнями, вниз, где, глубоко в земле,

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сергей ковер сарнӑ картлашкасем тӑрӑх васкамасӑр улӑхрӗ, унӑн куҫӗсем хӗмлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ӑна сӗтел патне ҫитичченех шавлӑн алӑ ҫупса ӑсатрӗҫ…

Сергей не спеша сошел с трибуны по покрытым ковром ступеням, его глаза ярко горели; шум рукоплесканий провожал его аж до самого стола.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫурҫӗр иртсен те пирӗн чӳречесем мӗншӗн ҫутти ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫапла темле хӑрушӑ япала пулассине кӗтсе эпӗ картлашкасем ҫине пусса хӑпартӑм та шӑнкӑртаттартӑм.

Не отдавая себе отчета в том, почему есть еще свет так поздно в наших окнах, я в том же состоянии ожидания чего-то страшного взошел на лестницу и позвонил.

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӗсем аялалла картлашкасем урлӑ сике-сике анаҫҫӗ.

Они спускались вниз, перепрыгивая через ступеньки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл палуба ҫине тепӗр хут тухсан, мӑнтарӑн йӗс плашкасем ҫапнӑ, решеткеллӗ картлашкасем унӑн хӑвӑрт анакан пушмак кӗллисем айӗнче, купӑсҫӑ пӳрнисем айӗнче баян клапанӗсем выляннӑ пек, кӗскен те янӑравлӑн чӑнклатрӗҫ.

и решетчатые ступени парадного трапа, окованные медными плашками, прострекотали звонко и коротко под его быстрыми каблуками, словно клапаны баяна под пальцами гармониста.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех