Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ну-ка, каялла таврӑн?
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫул ҫине илсе тухнине ҫул ҫинчех тӑккаласа пӗтерӗн, таврӑн вара киле, ҫатта-ҫарамас.Что с собой возьмешь в дорогу, по дороге растеряешь, и вернешься домой голым.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Таврӑн каялла!
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпӗ сана усал сунмастӑп, анчах ан ҫулӑхнӑ пул ман ҫума, хӑвӑртрах килне таврӑн!— Я не желаю тебе зла, но оставь меня сейчас же в покое и скорее возвращайся домой!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗлтермесӗр ан таврӑн.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыран кунта пулмастӑп ӗнтӗ эпӗ — ун чухне таврӑн вара.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Сыхла хӑвна, киле таврӑн, ан пӑрахтӑрах сана мадонна!» — Унтан куҫне хупса, сывлӑшне аран-аран ҫӑтса, темӗнчченех пӗр чӗнми выртрӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Тархасшӑн, таврӑн! — сасӑпа мар, куҫҫулӗпе кӑшкӑрчӗ Обломов.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Таврӑн каялла машина ӑшне! — Ҫиллессӗн каларӗ Женя.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Таврӑн! — кӑшкӑрса ун хыҫҫӑн чупрӗ Женя, анчах тытса чарса ӗлкӗреймерӗ, лешӗ алӑка уҫса ҫӗр ҫинелле сикрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ӑҫта чупатӑн, таврӑн каялла!
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хуҫа пулса юл ҫакӑнта, манӑн мӗн кӑна пур — пурте санӑн; кӑмӑлу пулсан, аҫу патне таврӑн, — эсӗ ирекре.оставайся полной хозяйкой всего, что я имею; если хочешь, вернись к отцу, — ты свободна.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юркка, таврӑн ӗнтӗ, ман тата выляс килет санпа!
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Асту — киле вӑхӑтра таврӑн.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Таврӑн, пире тӑлӑха ан хӑвар...
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫӗнтерӳпе таврӑн...
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
«Эсӗ кукаҫупа кукамун ҫуртне мӗншӗн пушӑ лартатӑн? Яла таврӑн атя, авлан», — терӗ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
22. Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: мӗнпур пурлӑхна сут та чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: 39. килне таврӑн та Турӑ хӑвна ырӑлӑх тунине каласа кӑтарт, тенӗ.Но Иисус отпустил его, сказав: 39. возвратись в дом твой и расскажи, что сотворил тебе Бог.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус ун ҫине пӑхса, ӑна юратса каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: кай та мӗнпур пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.