Шырав
Шырав ĕçĕ:
Павел Константиныч парне шеллесе тӑман; Лопухова 5000 тенкӗ укҫа панӑ, туя т. ыт. тӑкаксене хӑй шутӗнчен тунӑ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗрӗссипе каласан, эпир халлӗхе Верочкӑн паллашас килменнине кӑна пӗлетпӗр: Верочка вӑл «тискер ҫынсене ҫӗнтерме» тата «ҫак упана алла вӗрентме» тӑрӑшаканнисен шайӗнче тӑман, — тата ун вӑхӑчӗ те пулман, вӑй хӑйне кансӗрлеменшӗн хавас пулнӑ; Верочка асапланса пӗтнӗ, кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ ӗнтӗ унӑн, вӑл выртрӗ те ӑна ҫав тери канлӗ пек туйӑнса кайрӗ, ӗнтӗ нимӗн те ыратнӑ пек туйӑнмасть, паллах, пур сыпӑксем те сурма пуҫласран хӑраса, вӑл пӗртте сиккеленмесӗр выртрӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вуникӗ ҫула ҫитсен, Верочка пансиона ҫӳренӗ, ун патне фортепьяно калама вӗрентекен учитель ҫӳре пуҫланӑ, — ӳсӗр, анчах питӗ ырӑ кӑмӑллӑ нимӗҫ тата питӗ лайӑх учитель, анчах, хӑй ӗҫнине пула, ниме тӑман ҫын.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн ҫине пӑхсассӑн, ман сире хӗрхенес те, кулас та килет: сирӗн пуҫӑрсенче ниме те тӑман шухӑшсем калама ҫук нумай пулнипе эсир ҫав тери вӑйсӑр та ҫав тери усал.
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шалый, ҫак ниме тӑман сӑлтава сирсе янӑ пек, аллине витӗмлӗн сулчӗ:Но Шалый властно повел рукой, будто отстраняя этот никчемный довод, сказал:
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Анчах эпӗ никам умӗнче те чӗнмесӗр тӑман ҫын, партин хупӑ пухӑвӗнче эпӗ сана та ярса илӗп-ха, Макарушка, ҫатӑрласа ярса илӗп те — ҫӑлӑнаймӑн та, пули-пулми ҫынна тӗл пулман эсӗ!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пире ҫирӗп фактсем кирлӗ, калаҫура ҫавнашкаллисене ҫеҫ йышӑнма пултаратпӑр эпир, тӗлсӗр-йӗрсӗр лӑпӑртатни, ҫын ҫинчен фактсемсӗр сӳпӗлтетни — ниме тӑман ӗҫ вӑл.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пуринчен те, партире тӑракансенчен те, партире тӑман юлташсемпе граждансенчен те Кондрат пирки тухса калама ыйтатӑп: кам мӗнле шутлать, хуть ун майлӑ, хуть хирӗҫ пулӑр.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак ниме тӑман япала яланах хаяр сӑнлӑ Макара ҫав тери савӑнтарса ячӗ, хӑй патне кӗнӗ Кондрат арӑмӗ пӗр тӗлсӗр-йӗрсӗр каланӑ «спаҫҫибӑ» сӑмаха аса илсен, вӑл кунӗпех йӑл та йӑл кулчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсенчен пӗри, резинӑллӑ япаларан ҫӗленӗ ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑскер, нимӗнпе те палӑрса тӑман яп-яка хырса тасатнӑ ҫаврака питлӗ, плаща та кӗрнеклӗ ҫын, йӑл кулса, сӗтел патне пычӗ, Разметнова чул пек хытӑ аллине тӑсса пачӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Адаптер» — ниме тӑман ҫын, ҫӗр ҫӑтман, урӑх ним те мар, тенине пӗлтерет.«Адаптер» — означает: пустяковый человек, вообче сволочь, и больше ничего.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Манӑн ниме тӑман пурнӑҫа та ватлӑхра ҫавнашкал хура сӑн ҫапрӗ, часах мӗскӗн Ҫӑрттан утса якалнӑ ура тупансене ывӑтса ямалла пулать, кунта ним те тӑваймӑн ӗнтӗ…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах пирӗн, йӗкӗт, Дон тӑрӑхӗнче, патша саманинче казаксем улпутсен умӗнче ытла хӑрасах тӑман.Но у нас, на Дону, парень, при царизмах казаки перед помещиками спину не особенно гнули.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ниме тӑман япаласене аса илетӗн!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫук, ахалех, ҫав учительница ҫинчен пӗр ниме тӑман япала аса илтӗм…— Пустое, так просто, вспомнил пустячок один про эту учительницу…
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах килнӗ ҫыннӑн хӑмӑртарах пичӗ унӑн кӑмӑлӗ лайӑххине палӑртать, палламан ҫын кулнӑ чухне унӑн нимпе те палӑрса тӑман каҫӑртарах сӑмси кӑсӑкла пӗркеленет, хӑмӑр куҫӗсем вара ҫут тӗнче ҫине ӑшӑ кӑмӑллӑн, ӑслӑн пӑхса кулаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юлашки вӑхӑтра вӑл тӑтӑшах, чӑннипе каласан, ҫав иртӗнчӗк, сайра тӗл пулакан нимӗне тӑман хӗрарӑм ҫинчен шухӑшла-шухӑшла илнине асӑрхакалама пуҫларӗ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Икӗ эрне хушши партире тӑман ҫын шутӗнче ҫӳрерӗ вӑл, ҫав хушӑра райкома ертсе пыракан ҫынсем те улшӑнчӗҫ: Корчжинскипе Хомутова вырӑнтан кӑларчӗҫ.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрарӑмсем пӗр харӑсах аллисемпе Щукарӗн сухалли еннелле кармашма тытӑннӑ, аптӑраса ӳкнӗ, сехри хӑпса тухнӑ Щукарь пикенсе кӑшкӑра-кӑшкӑра каланисене те итлесе тӑман вӗсем.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Большевиксем никам умӗнче те, нихӑҫан та чӗркуҫленсе тӑман, малашне те нихӑҫан тӑрас ҫук, факт!На коленях большевики ни перед кем не стояли и никогда стоять не будут, факт!
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959