Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳксе (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, ирхине хӗвел кӑна лач ӳкнӗ пулсан юрӗччӗ — унпа харӑс кукамайӑн чаплӑ пӗтевӗ чанкӑр-р! ӳксе арканчӗ.

Эх, сегодня утром не только солнце шлёпнулось на землю… вместе с ним упал чудесный бабушкин амулет и разбился вдребезги.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Сыхъячлӗх лашасем Фоминӑн сахал йышлӑ бандине тӑшмана ҫӑмӑллӑнах хыҫала тӑратса хӑварма, хӑрушӑ тытӑҫуран тарса ӳксе, вуншар ҫухрӑм аякка кайма май пачӗҫ.

Запасные лошади давали возможность малочисленной банде Фомина легко бросать противника и уходить от него на несколько переходов вперед, избегая рискованного столкновения.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чумаков, хыҫалалла каҫӑрӑлса ӳксе, каҫӑхса кайса ахӑлтатрӗ.

Чумаков, откинувшись назад, захохотал во все горло.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Перкелешнӗ сасӑсене илтсенех вӑл тӳрех Дон хӗррине чавтарнӑ, пӑр тӑрӑх вӑрмана, унтан Базки хуторне тарса ӳксе, тепӗр куннех Вешенскинчен аллӑ ҫухрӑмри Усть-Хопер станицине вӗҫтерсе ҫитнӗ.

Услышав стрельбу, он бросился к Дону, перебежал по льду в лес, оттуда — в хутор Базки и на другой день очутился уже за пятьдесят верст от Вешенской, в станице Усть-Хоперской.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑйран ӳксе ӗҫлени тата иккӗмӗш ачине ҫуратнӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ чир ҫулсерен ун сывлӑхне хавшатса пынӑ.

Непосильный труд и болезнь, начавшаяся после вторых родов, из года в год подтачивали ее здоровье.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем пӗр окопсенче выртса тӑнӑ тахҫанхи юлташсем — кулкаласа та иккӗшӗ тӗл пулнӑшӑн хӗпӗртесе ӳксе, чылайччен пӗр-пӗрин ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ.

Они долго смотрели друг на друга — старые окопные товарищи, — смеющиеся и обрадованные встречей.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӑна кӗр! — терӗ вӑл, шикленсе ӳксе.

— Опамятуйся! — испуганно воскликнула она.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вара эпӗ кӗреҫе тытрӑм та нимӗн тӑвас килмесӗрех, снаряд ӳксе шӑтарнӑ вырӑна, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса тӑкнӑ ҫӗре тӑпра сапса, тикӗслеме тытӑнтӑм.

Я взял лопату и без особой охоты принялся засыпать землей воронку от снаряда, наполненную мусором.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Шыракан йыттӑн вӑрӑсен пӗр-пӗр ӳксе юлнӑ япалине шӑршламалла: Пур-и ун пек япала?

— Ищейке нужно понюхать какую-нибудь вещь, которую оставили преступники: Есть такая вещь?

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хӑшӗсем пушар автомобилӗ пек шӑхӑртса наҫилккесемпе чупа-чупа иртеҫҫӗ, пысӑк снаряд ӳксе тунӑ шӑтӑк патне ҫитеҫҫӗ те унта темӗн те пӗр тултараҫҫӗ; теприсем «Раз, два — туртӑр» тесе команда парса, йӑтӑнса аннӑ чулсем айӗнчен тутӑхнӑ тимӗр татӑкӗсене турта-турта кӑлараҫҫӗ; ыттисем те тӳннӗ кӑмака кирпӗчӗсене ҫӗкле-ҫӗкле чупаҫҫӗ тата ыттисем авӑннӑ пӑтасене тӳрлетеҫҫӗ…

Одни, завывая, как сирена пожарных автомобилей, мчались с носилками и, добежав до воронки от тяжелого снаряда, сбрасывали в нее мусор; другие под команду «Раз, два — взяли!» выдергивали из-под хлама ржавые куски железа; третьи семенили, прижав к груди кирпичи от развалившейся печки; четвертые выпрямляли гвозди, стуча по ним камнями…

IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Эпир, сиксе тӑрса, каллех алӑ ҫупма тытӑнтӑмӑр, кӑшкӑратпӑр, Платон Иванович пӗр хускалмасӑр, ҫӑмӑллӑн кулкаласа пирӗн ҫине пӑхать, сӑмси ҫинчен ӳксе хура ҫип вӗҫҫӗн ҫеҫ тытӑнса тӑран куҫлӑхне те асӑрхамарӗ пулас вӑл.

Мы вскочили на ноги и снова захлопали и закричали, а Платон Иванович стоял неподвижно, слегка улыбался и смотрел на нас, не замечая, что пенсне свалилось с носа и повисло на черной тесемочке.

I сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Галина Вовкӑна хӑрамаллах ан пултӑр тесе, кунтах юлчӗ, эпир вара Андрейпе «Аврорӑна» тытрӑмӑр та икӗ енчи шыва сирпӗнтерсе, мӗн вӑй ҫитнӗ таран кустӑрмисене ҫавӑрса, хӗвел пайӑркисем ӳксе хӗретнӗ шыв тӑрӑх васкавлӑн ишсе кайрӑмӑр.

Галина осталась на месте, чтобы Вовке не было страшно, а мы с Андреем взяли «Аврору» и, подняв два огромных столба брызг и накручивая изо всех сил колеса, помчались по оранжевой от восходящего солнца реке.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Ӑна, аялта кӑлтӑртатса чупаканскере, Сергей темӗнле алчӑранӑ куҫпа пӑхса тачӗ, ҫав самантра ун пуринчен ытла, питпе лаплатса ӳксе, хыттӑн макӑрса ярас килчӗ.

Помутневшим взглядом смотрел Сергей на катящийся внизу карандаш, и больше всего ему хотелось в этот момент упасть вниз лицом и расплакаться.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ыйхӑран Таня чӑм шыва ӳксе вӑранса кайрӗ, ҫывӑричченхинчен те вӑйлӑрах ывӑннӑскер, сиксе тӑрса ларчӗ.

Вскочила вспотевшая, еще больше усталая, чем до сна.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хирӗҫ килекенсем каласа пачӗҫ-ха: лашасем хырӑмӗсем таран кӗрсе ӳксе ашаҫҫӗ, урапа кустӑрмисем ҫаврӑнмаҫҫӗ, ҫураннисем, ав, санашкал лутрашка кутамассем, ҫул ҫинчех лап! тӑсӑлса ӳкеҫҫӗ, тет те, ҫавӑнтах пылчӑк ӑшне путса вилеҫҫӗ, тет.

Встречные люди говорили, — что кони плывут по пузо, на повозках колеса не крутются, а пешие, какие мелко росту, — прямо на дороге падают и утопают в грязи.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич, вӑйран ӳксе, ҫурӑмӗпе алӑк сулли ҫумне сӗвенчӗ.

Пантелей Прокофьевич обессиленно прислонился спиной к дверному косяку.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтӳҫ каласа панӑ тӑрӑх, пӗр снарячӗ курӑк ҫисе ҫӳрекен кӗтӳ умӗнче ӳксе ҫурӑлнӑ та, сурӑхсем, хӳрисене пӗтӗлтеттерсе, хӑранипе ҫеҫенхире тапса сикнӗ, ун хыҫҫӑн пачах ҫухалнӑ.

По словам пастуха, один из снарядов разорвался впереди пасшегося гурта, и овцы, замигав курдюками, в ужасе устремились в степь и исчезли.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Казански станица патӗнчен ҫуранах, халтан ӳксе, хытӑ тарӑхса килнӗ.

Он пришел пешком из-под Казанской станицы, измученный, злой.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Курницӑран вӑл сӑнран ӳксе, ватӑлнӑ пит-куҫлӑ тухрӗ; чӗтреме пуҫланӑ шупка кӑвак тутине сасӑ кӑлармасӑр мӗкӗлтеттерсе, сӗтел патне пырса ларчӗ, ачисене чӗркуҫҫийӗсем ҫине ҫӗклесе илсе, вӑрахчен ачашларӗ, унтан патрон хутаҫҫинчен тусанланса кӑвакарнӑ сахӑр катӑкӗ кӑларчӗ те, ал тупанӗ ҫинче ҫӗҫӗпе катса, айӑплӑн кулса илчӗ:

Из горницы он вышел постаревший и бледный; беззвучно шевеля синеватыми, дрожащими губами, сел к столу, долго ласкал детей, усадив их к себе на колени, потом достал из подсумки серый от пыли кусок сахару, расколол его на ладони ножом, виновато улыбнулся:

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗре ӳксе пуҫҫап.

Кланяйся в землю.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех