Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таҫтан сăмах пирĕн базăра пур.
таҫтан (тĕпĕ: таҫтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Университетран тухрӑм та чарӑнӑва утатӑп, мур кушакӗ таҫтан сиксе тухрӗ тата, ман ҫула пӳлсе чупса та каҫрӗ.

Вышла из университета и иду на остановку, вдруг, откуда ни возьмись, выбегает проклятая кошка и перебегает мне дорогу.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

— Иван Иваныч, чунӑм, — терӗм эпӗ таҫтан инҫетрен ахӑрашса шавлакан кӗрхи ҫил витӗр тухса хӑйӑлтатнӑ сасса илтсен, вӑл сасӑ пӗртте Иван Иваныч сасси пек туйӑнмарӗ — Санпа Саня Григорьев калаҫать.

— Иван Иваныч, дорогой! — сказал я, когда хриплый, совершенно невероятный для Ивана Иваныча голос донёсся до меня, как будто с трудом пробившись сквозь вой осеннего ветра, разгулявшегося в то утро над Кольским заливом — Это говорит Саня Григорьев.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пекех тата паллакан ҫутӑпа ҫутатнӑ хӗрлӗ рамӑллӑ тӗкӗр ҫинче, улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ пӗр хура пысӑк ача таҫтан килсе курӑнсан, Петя ӑна та часах палласа илеймерӗ.

Даже тот черномазый большой мальчик в соломенной шляпе, который вдруг появился, откуда ни возьмись, в ореховой раме забытого, но знакомого зеркала, освещенного забытой, но знакомой лампой, не сразу был узнан.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Матрос аллинче таҫтан хӑйпӑтса илнӗ патак курӑнчӗ.

В руках у матроса появилась оторванная откуда-то на бегу рейка.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Кама илсе каятӑн? — илтӗнчӗ таҫтан ҫӳлтен салтак сасси.

— Кого везешь? — раздался где-то вверху солдатский голос.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫыран хӗрринчи хура пӑнчӑсем тата хӑмӑр кӑмрӑкӑн юлашкийӗсем ҫине сӑнаса пӑхсан, ачана кунта кӗҫӗр кимӗпе таҫтан инҫетрен ҫынсем килсе чарӑннӑ та, вут хурса апат пӗҫернӗ пек туйӑннӑ.

Черное пятно на стене обрыва и серые уголья говорили о том, что ночью к берегу приставали на лодке туземцы и варили на костре пищу.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ ӗнтӗ хам шансах пӗтермен адреспа пӗртен-пӗр юлашки номерсене пуҫтарма тытӑнтӑм, трубкӑна темӗнччен тытса тӑтӑм эпӗ, таҫтан инҫетрен ҫатӑртатни илтӗнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн тата инҫетререхрен чӑтаймасӑр тухакан сасӑсем янрарӗҫ.

Наконец я набрал последний номер — единственный, в котором не был уверен, и долго держал трубку, слушая какие-то далёкие шорохи и за ними ещё более далёкие, нетерпеливые голоса.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫтан аякран тупӑсемпе пени мана кӑштах илтӗнет, инҫетрен, хӗвелтухӑҫ енчен пек.

Раскаты орудийных выстрелов донеслись до меня, глухие, далёкие и как будто с востока.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫтан ҫул ҫинче апат пӗҫермелли кухньӑсем те тупӑннӑ иккен.

причём откуда-то взялись уже и походные кухни.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫӑва патне, ниҫта та каймастӑп эпӗ! — терӗм иккӗмӗш хӗрне, вӑл сасартӑк таҫтан килсе тухрӗ.

— К чёрту, я никуда не пойду! — сказал я второй девушке, которая вдруг появилась откуда-то,

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫтан вӗсем пӗр алтӑр ҫырла тупнӑ, ҫав йӳҫӗ ҫырлана ӗмме питӗ лайӑх та уҫӑ.

Они принесли откуда-то не бог весть что — лукошко калины, но как приятно было сосать горьковатую ягоду, как она освежала!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлместеп ӗнтӗ, таҫтан тупӑнчӗ манӑн ҫак минутра суйса калама!

Не знаю, откуда взялись у меня силы, чтобы солгать в такую минуту.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан таҫтан ҫутӑ ҫапрӗ, ытла ҫутах та мар — шурӑ каҫ хыҫҫӑн васкамасӑр ҫапаканни; тавралӑх шуралчӗ, мӗн курни аяккалла иртрӗ те хам ыйӑхланине тинех туйса илтӗм.

Потом откуда-то появился свет, неяркий, медленный после белой ночи, всё стало бледнеть, уходить, и я почувствовала, что засыпаю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Игорек таҫтан Германи тӗп хулин планне тупнӑ (тем тесен те Энциклопеди словарӗнчен татса илнӗ пуль), Берлин урамӗсен ячӗсене пӗлнипе вӗҫсе ҫӳрет.

Игорек достал где-то план германской столицы (боюсь, что он выдрал его из Энциклопедического словаря) и щеголяет названиями берлинских улиц.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та ҫак сивӗ, шӑнса кайнӑ лаҫри вӑркӑшса ҫунакан кӑмака умӗнче хамӑрӑн темрен те хаклӑ хутсене тытса ларнӑ чух, темӗнле таҫтан аякран ӑшӑ та тӑван сывлӑш вӗрнӗн туйӑнчӗ, ҫакна пула эп кӑштах йӗрсе ямарӑм…

Но когда я теперь, в холодной, промороженной пристройке перебирала эти бумажки, освещенные шатким пламенем печи, на нас пахнуло чем-то таким далеким, родным и теплым, что у меня сдавило горло…

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аван-ха, таҫтан ӑна, вилес пек выртаканскерне, Ариша курать.

Хорошо, что Ариша случайно увидела мальчика у Жмыревых.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑн, вӑл нумай асап курни таҫтан паллӑ.

Да, видно, крепко натерпелся он!

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амед лаши ҫине вӗҫсе ларчӗ, ҫӗр ҫинчен мар, таҫтан, ҫилпе пӗрле варкӑшса килнӗ пек, ҫӑмӑл йӗнерӗ ҫине утланчӗ.

И Амед взлетел на коня, словно не с земли, а откуда-то с ветра принесло его на кожаное легкое седло.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Таҫтан хулӑм хӑмасем йӑтса килчӗҫ, пирӗн вагон ҫумне тайлӑкӑн тӗкӗнтерчӗҫ, вара вӗсем тӑрӑх асӑрханса пусакан лашасене кӑларма пикенчӗҫ.

Появились тяжелые доски, их наклонно приставили к нашему вагону и стали по ним выводить осторожно ступающих лошадей.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускав ҫывӑххи таҫтан палӑрать, анчах ахаль Мускав мар, ҫар тата фронт Мускавӗ.

Чувствовалось, что близко Москва, и Москва не обычная — Москва военная, фронтовая.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех