Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апла сăмах пирĕн базăра пур.
апла (тĕпĕ: апла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ха, сухалӗ ҫук апла?

Гм… не усатый?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла эсӗ авланма шутлатӑн-и?

Ты собрался жениться?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл сӑмси ҫуначӗсене сарса ярса, кӗскен те хаяррӑн: — Апла?! — тесе хучӗ.

Потом он раздул ноздри и сказал коротко и зловеще: — Так?!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗншӗн апла калан?

— Почему «эх, ты»?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗншӗн апла?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла пулсан, вӑл кун июлӗн 23-мӗшӗ — Марсӑн аслӑ хирӗҫтӑру кунӗ пулнӑ.

Это было 23 июля — это был день великого противостояния Марса.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене вӗренетӗн апла! — темшӗн хӗпӗртесе кайрӗ Амед.

— Солнце, звезды учить будешь! — обрадовался почему-то Амед.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла вӑхӑтсӑр иккен, — ассӑн сывласа ярса, шеллесе илчӗ кинемей.

— Стало быть, не в свой срок, — сочувственно вздыхает старуха.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла пулсан, чи кирли — сывлӑх.

Значит, это самое что ни на есть существенное — здоровье.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Епле-ха апла?

Как же так?

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла, сирӗн шухӑшпа, кашни ҫыннӑнах ӗмӗрте пӗр самант пур тесе калаҫни тӗрӗс мар пулать? — куна эпӗ хам ыйтса пӑхас терӗм.

— Так это, по-вашему, неверно, что у каждого есть свой раз в жизни? — спросила на этот раз уже я.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Палан-ӳте анчах тӗрӗс тунӑ апла?

— Значит, правильно поступил только Указательный?

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ан пӑшӑрхан, епле май апла пурӑнкалӑпӑр.

А мы с тобой проживем как-нибудь.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Атя, епле май апла, тӳскелӗпӗр…

Давай потерпим.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аптӑраса, аллӑма сулам пӗрех хут, ҫулталӑка епле май апла пӗтерсен те ҫитӗ тенӗ самантсем те пулчӗҫ.

Были минуты, когда мне хотелось махнуть рукой на все и лишь как-нибудь, с грехом пополам, окончить год.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кам апла вараласа пӗтернӗ кунта?

Кто же тут навозил?

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлтерӗр апла?

Так передашь?

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла пулсан, Александр Дмитриевича пысӑк хӑрушлӑх кӗтет.

Александру Дмитриевичу грозит смертельная опасность…

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла, Причалин ӑна тавӑрасшӑн иккен!

Итак, Причалин еще думал расквитаться с ним!

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла, ҫуса пынӑ чух, ӑна-куна сӑнакаласа, епле май апла йӑпанма тӑрӑшатӑн.

И я как могла разнообразила это занятие.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех