Шырав
Шырав ĕçĕ:
Машенька темле хысна ҫурчӗн смотрительне качча тухрӗ, Андрюшӑна Штольцпа арӑмӗ пӑхса ӳстерме ыйтса илчӗҫ те хӑйсен ачи вырӑннех шутлаҫҫӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗмсенче вӗсен уҫӑ сассисем янӑраҫҫӗ, сада илтӗнеҫҫӗ, е вӗсем сӑмахпа ӑнлантарма ҫук шухӑш-туйӑма, хӑйсен ӗмӗчӗн тӗррине пӗр-пӗрне ӳкерсе кӑтартнӑ пек, шӑппӑн пӗлтереҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗн ҫуркуннипе хӑвӑрт сывпуллашаҫҫӗ; нумайӑшӗ кайран арӑмӗсенчен ӗмӗрлӗхех ютшӑнаҫҫӗ, тахҫан вӗсене айванла юратнӑшӑн кӳренеҫҫӗ, тейӗн.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ку ырлӑха туллин курма ҫук пулас», шухӑшланӑ вӑл: «е телейлӗ юратман чӗресем именчӗклӗ: вӗсем именсе пытанаҫҫӗ, ӑслӑ ҫынсене тавлашса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; тен, ун пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ вӗсем, хӑйсем телейлӗрен лешсен ҫылӑхне каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен лешсем хӑйсен телейне, аталанма памасӑр, хӑйсемех пылчӑк ӑшне таптаҫҫӗ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна пудра сӗрнӗ, чӗнтӗрлӗ ҫухавиллӗ, ӑссӑр куҫлӑ, аскӑнла кулакан маркизсем курӑннӑ; унтан перӗнсе, ҫакӑнса, пӑвӑнса вилнӗ Вертерсем курӑннӑ; малалла — шанса кайнӑ хӗрсем, ялан юратса йӗрекенскерсем, мӑнастире хупӑннӑскерсем, тилӗрекен ҫулӑмлӑ куҫлӑ, уссиллӗ геройсем, айван та чее Дон-Жуансем, савнийӗсене ӗненмен, ҫапах хӑйсен ключницисемпе пурӑнакан ӑслисем… пурте, пурте курӑннӑ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хӑйсен ялӗнче хуҫа пулса пурӑнать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсене, пуринчен ытла Штольца, «хӑйсен харпӑр хӑй ӗҫӗ» канӑҫ памарӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫӳресе ывӑнатчӗҫ, ҫӳресси вӗсемшӗн иккӗмӗш вырӑна юлчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта унӑн ашшӗ, аслашшӗ, ачисем, мӑнукӗсемпе хӑнисем ӳркевлӗн канса ларнӑ е выртнӑ, вӗсем хӑйсен тавра ялан сӑнаса тӑракан, ырми-канми ӗҫлекен ҫынсем пуррине, хӑнисене ҫавсем тумлантарасса, ӗҫтерсе-ҫитерсе, ҫывӑрма вырттарасса, вилес умӗн куҫа хупса ярасса пӗлсех тӑнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑх чӗпписем шиплеттерме пӑрахрӗҫ, вӗсем тахҫанах ӳссе ҫитрӗҫ те хӑйсен витисенче пытанса лараҫҫӗ.Цыплята не пищали больше, они давно стали пожилыми курами и прятались по курятникам.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акт пуҫланнӑ пирки ҫынсем пурте хӑйсен вырӑнӗсене васкарӗҫ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Урӑхла каласан, ӑна вӗсем хӑйсен мушикле тӗттӗмлӗхне пула эсремет тесе шутлаҫҫӗ, паллах…То есть, конечно, они ее ведьмой считают по своей мужицкой необразованности…
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫемен Петти, Анатолий Смолин, Валери Туркай концертсенче пӑхмасӑр хӑйсен, вырӑспа чӑваш поэчӗсен сӑввисене сехечӗпе чарӑнмасӑр калатчӗҫ.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Ку ӗнтӗ Ольга ӑна, Обломова, йӑнӑшпа е йӑнӑшсӑр юратни ҫинчен памалли ыйту мар; хӑйсен пӗтӗм юратӑвӗ, вӑрманта иккӗшӗ ҫеҫ тӗл пулнисем, тепӗр чухне чылай ҫӗрлене юлнисем йӑнӑшпа пулман-ши?
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем хайсен тӳрӗ ӑсӗ ҫуккипе кулленхи пӗчӗк пурнӑҫӑн пружинисене чеелӗх пулӑшнипе хускатаҫҫӗ, хӑйсен килти политикине, чӗнтӗр ҫыхнӑ пек, явӑнтараҫҫӗ, хӑйсен таврашӗнчи пурнӑҫӑн тӗп йӗрӗсене, вӗсем ӑҫталла кайнине тата ӑҫта пӗрлешнине асӑрхамаҫҫӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем хӑйсене хӑйсем те, пӗрне-пӗри те суйман: вӗсем хӑйсен чӗрисем мӗн каланине палӑртнӑ, чӗре сасси хӑйсем ӑшра сӑнарлани урлӑ ҫиеле тухнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку господасем хӑйсен арӑмӗсемпе ҫавнашкалах салхуллӑн е ҫӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ; Захар хӑй арӑмне хӗрарӑм вырӑнне ҫеҫ хурать пулсан, кусем вара арӑмӗсене чечек вырӑнне ҫеҫ, ӗҫлӗ-чӑрмавлӑ пурнӑҫран йӑпанмалли япала вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга вара Обломова мӗнле тӗл пуласси, тӗлпулу мӗнле пулса иртесси ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ: хӑйсен хушшинче ним те пулман пек шарламасӑр ирттерсе ямалла-и, мӗн те пулин каламалла-и?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем тепӗр чух хӑйсен ӑсӗнчен вӑтансан аван пулмалла: ӑс тӑтӑшах йӑнӑшать.Лучше бы они постыдились иногда своего ума: он чаще ошибается.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйсен ӗҫӗсем ҫук, ҫавӑнпа та тӗрлӗ енне сапаланнӑ, анчах ним патне те тӗллев тупаймастӑн.Дела-то своего нет, они разбросались на все стороны, не направились ни на что.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку вӗсемшӗн ют; вӗсем хӑйсен сукмакӗпе ҫӳремеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956