Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫитменнине Верхлевӑри ҫурт та ҫулталӑк хушшинче ытларах пушӑ, питӗрӗнсе ларать, анчах ашкӑнчӑк ача час-часах унта кӗркелет те вӑрӑм пӳлӗмсемпе галерейӑсене, стена ҫинчи тӗксӗм портретсене курать, вӗсем тӳрккес мар, пысӑк та куштӑрканӑ алӑсемлӗ мар, — ывӑннӑ пек ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫсене, пудрӑпа сапнӑ ҫӳҫсене, ачаша тухнӑ шурӑ питсене, тулли кӑкӑрсене, чӗтресе тӑракан ҫӳхе манжетлӑ, шпагӑн эфесӗсем ҫине мӑнаҫлӑн хунӑ кӑвак юн тымарлӑ ачаш алӑсене курать; ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсен ним усӑсӑр киленсе пурӑннӑ несӗлне, ука та кӗмӗл, бархат та чӗнтӗрле тум тумланнӑскерсене курать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Нимӗҫ кирек мӗнле тумлантӑр, кирек епле ҫӳхе те шурӑ кӗпе тӑхӑнтӑр, ан тив лакпа ҫутатнӑ атӑ, сарӑ перчетке тӑхӑнтӑр, вӑл пурпӗрех хулӑн сӑран тум тӑхӑннӑ пек; шурӑ манжет айӗнче хытӑ та хӗрлӗ аллисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, илемлӗ костюмпа пулин те вӑл булочник пек е буфетчик пек курӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Бархат жилечӗ, ҫӳхе, голландски кӗпеччӗ: ҫирӗм пилӗк тенкӗ тӑратчӗ.жилет-то бархатный, а рубашка тонкая, голландская: двадцать пять рублев стоит.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, питӗ ҫӳхе батист тутӑрпа питне, йӑлтӑркка шлепкине шӑлса илчӗ, лакпа ҫутатнӑ аттисем ҫинчи тусана шӑлчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн куҫ харшийӗсем пӗркеленсе тӗксӗмленчӗҫ, сӑмсин ҫӳхе ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ун ҫӳхе куҫ харшисем сасартӑк пӗрӗнсе ларчӗҫ, куҫӗсем ман ҫине хаяррӑн та илӗртӳллӗн тӗллесе тӑрӑнчӗҫ, шӑрҫисем чарӑлса сарӑлнӑ та кӑвакланнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вырӑсла, ют чӗлхесемпе кӑларнӑ хулӑн томсем, ҫӳхе брошюрӑсем, чаплӑ хут ҫинче ылтӑн шывӗпе пичетленисем, литографи мелӗпе кӑларнисем — питӗ-питӗ нумай кӗнеке упраннӑ Крыловсен килӗнче.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче рабочисем инструментсен ешчӗкӗнче такам хурса хӑварнӑ ҫӳхе листовкӑсене пуҫлӑхсенчен вӑрттӑн вуларӗҫ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав питӗн чеченлӗхӗ йӑлтах, пӗтӗмпех ҫунса ялтӑракан ҫак пысӑк хура куҫсенче, — вӗсене варринчен кӑшт хуҫӑкрах ҫӳхе харшӑсем тытса илме ҫукла чеелӗх, пӑхӑнтарулӑх та айванлӑх сӗмӗсем парса тӑраҫҫӗ, — тата кӗре ӳтӗн кӗренлӗхӗнче те тутисен иртӗнчӗкле авӑнкӑҫӗнче, — вӗсенчен пӗри, аялти, кӑшт туллирех тути, татӑклан та юнтармӑшлӑн малалла талпӑнса тӑрать.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Асатте ҫав ҫӳхе кровать ҫинчех выртать.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кухньӑран вӑтаннипе хӗрелсе кайнӑ Дуня васкаса, аллинче ҫӳхе чашкӑ тытса пырать.А из кухни торопилась красная от конфуза Дуня, держа перед собой хрупкую голубую чашку.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем ахаль салтаксен ҫӳхе тӳмисенчен нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑмаҫҫӗ.Они ничем не отличались от самых дешевых солдатских одинарок.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӳхе пурҫӑн хут ӑшӗнчен ылттӑн тӳмесем йӑлтӑртатрӗҫ.Из тончайшей шелковой бумаги блеснули старательно завернутые золотые пуговицы.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя кухньӑри кусара ярса тытрӗ те, ҫӳхе ещӗке ватса пӑрахрӗ.Петя схватил кухонную секачку и грубо раскроил ящик, легкий, как скрипка.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Иртнӗ ӗмӗрти Одессӑри ҫӗвӗҫ ку тӳмесене ҫӳхе пустав ҫумне ҫирӗп ҫӗлесе лартнӑ.Ушки были на совесть пришиты к тонкому сукну старательным одесским портным прошлого века.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӳхе чӑлха тӑхӑннӑ вӑрӑм ураллӑ, пысӑк, хӗвелпе пиҫсе хуралса кайнӑ ачаран, формӑллӑ тумтир тӑхӑнсан, ҫӳҫне кӗске кастарнӑ хыҫҫӑн Петя пӗчӗккӗ, урлӑ хӑлхаллӑ приготовишка пулса тӑчӗ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл эрехе пӗр сывламасӑр ӗҫсе янӑ та, закуска вырӑнне ҫӳхе кӗленчене ҫапса салатнӑ.Он одним духом вылил в горло водку и «вместо закуски» вдребезги трахнул о мостовую тонкую посуду.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Мӗнле чӗнмелле ӗнтӗ халӗ сире? — терӗ вӑл аптранипе, ҫурчӗ умӗнчи пӗчӗк садра тӗл пулса столовӑйне кӗрсен, кунта вара шӑпах ӗлӗкхи пек, сарӑ урайӗ таса, ун ҫине ялти пек ҫӳхе палас сарнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кроватьсене ҫӳхе одеялсемпе витнӗччӗ.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тинӗс лашисен вӗҫлӗ пуҫӗсем, малалла тухса тӑракан ҫӳхе кӑкӑрӗсем — каснӑ-лартнӑ шахматла вылямалли лашасем пек, анчах малалла пӗтӗрӗнсе тӑракан пӗчӗк хӳре ҫеҫ — кусем шахматла вылямалли лашасем маррине кӑтартнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949