Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗтӗмпе шурса-кӑвакарса кайрӗ, чӗтреве ӳкрӗ…
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Русси-я-н! — чӗтреве ӳксе кӑшкӑрчӗ вӑл, тияккӑн иртсе пыракан галерей еннелле кӑтартса.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хайхискер чылай вӑхӑт иртсен тин халран кайса ҫитнине туякан пулчӗ, ытла ӗшеннине чӑтаймасӑр ҫывӑрса та кайрӗ, анчах шӑп ҫӗр варринче чӗтреве ӳксе куҫне уҫрӗ.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кралич ҫав вӑхӑтра — хӑйне аҫа ҫапрӗ тейӗн — йӑлт хытса тӑчӗ; кунта мӗн-мӗн курса тӑнинчен тӗлӗнчӗ кайрӗ, ури чӗтреве ӳкрӗ, ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ, ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ сӳлетсе иртрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗрнӗ тимӗрпе ҫуннӑ кӑмрӑкӑн кӑвасак-йӳҫӗ шӑрши, сунтал янӑрани, кивелсе кайнӑ вӗркӗч вӑйсӑр чӗриклетсе хашлатни ӑна чӗтреве ӳкерчӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫакна аса илтӗм те чӗтреве ертӗм.При мысли об этом меня всего, с головы до пят, бросило в дрожь.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Йӑлт чӗтреве ернипе шӑлӗсене шаккаса, хӑранӑран шуралса ларнӑ куҫсемпе, аран ҫеҫ илтӗнмелле персе янӑ вара ҫамрӑк салтак:Весь трепеща и щелкая зубами, с глазами, побелевшими от страха, молодой воин уронил глухо:
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Мучи, хайхискер, вӑлтине туртса кӑларать те пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтреве ерет: «Каллех ҫыртса татса кайнӑ, эсрел пуҫӗ! Ах, турӑ амӑшӗ!» — тесе шапӑлтатма тытӑнать.А дед выдернет удилищу, ажник задрожит весь, шамчит: «Опять откусила, треклятая? Ах ты, мати божия!»
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Мӗнрен хӑраса ӳкрӗ-ха ку кулӑшла ҫын?» — тӗлӗнчӗ Давыдов, кил хуҫи епле шуралса кайнине, унӑн чӗтреве ернӗ тути хӗррисем араннӑн хускалкаланине асӑрхаса.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл чӗтреве ернӗ, урисем лӗнчӗрех кайнӑ, анчах Половцев, ӑна хирӗҫ хуравласа тӑмасӑрах, приказ пачӗ:Его бьет лихорадка, подламываются ноги, но Половцев, не отвечая, приказывает:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпир… — ытарлӑн калаҫма пуҫланӑччӗ Щукарь мучи, анчах Нагульнов, ун еннелле пӑхса, куҫӗсене ҫав тери хаяррӑн ялкӑштарса илчӗ те, мучи, чӗтреве ерсе, сурчӑкне лӑнкӑртах ҫӑтрӗ, туман тиртен ҫӗлетнӗ шурӑ кӗрӗк аркине мӑнаҫлӑн уҫса хума манмасӑр, эхлетсе илчӗ, унтан тенкел ҫине ларчӗ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫул тӑршшипех ҫапла сӗвенсе каятпӑр-и ӗнтӗ? — ыйтнӑ землемер, хӑлтӑр-халтӑр чӗтреве куҫкӗретӗн туйса илнӗ май тата лавҫӑсем ҫак чӗтревпе лашан тимӗр шапалла уттине хӑнӑхса ҫитнишӗн тӗлӗнсе.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Унтан хӗскӗчӗпе те пӗр сӑмах туртса кӑлараймӑн, халӗ пур, ав йӗре-йӗре чупса килчӗ, чӗтреве ернӗ хӑй.От нее жалобу клещами не вытянешь, а тут в слезах прибежала, дрожит вся…
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тухса сирпӗн, ирсӗрскер! — кӑшкӑрса ячӗ Обломов; вӑл шурса кайнӑ, тарӑхнипе чӗтреве ернӗ.— Вон, мерзавец! — закричал Обломов, бледный, трясясь от ярости.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, ытти нумай хӗрарӑмсем пекех, именчӗк те: тӗрӗс ӗнтӗ, вӑл шӑши ҫурине курнипе чӗтреве ермест, пукан тӳнсе сас тунипе тӑнсӑр пулса ӳкмест, анчах килтен аяккарах кайма хӑрать, шанчӑксӑр пек курӑнакан ҫынна асӑрхасан, каялла ҫаврӑнать, вӑрӑсем ан кӗччӗр тесе, ҫӗрлене чӳречине хупать — пурте хӗрарӑмсенни пек.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унан типӗ ҫырмана та кайса пӑхас кӑмӑлӗ пур, вӑл сад пахчинчен мӗн пурӗ те аллӑ чалӑшра ҫеҫ; ача ҫыран хӗррине те чупса ҫитет ӗнтӗ, вулкан шӑтӑкне пӑхнӑ пек, аялалла пӑхса илесшӗн… анчах сасартӑк ун умне ҫак типӗ ҫырма ҫинчен каланисем, авалтанпах халӑх хушшинче ҫӳрекен халапсем тухса тӑраҫҫӗ; вӑл сехӗрленсе ӳкет, вара ни чӗрӗ, ни вилӗ, каялла ыткӑнать; хӑранипе чӗтреве ернӗскер, няни патне ҫитсе ӑна ыйхӑран вӑратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Маргарита паян мӗн пулса иртнине тепӗр хут аса илнипех чӗтреве ерчӗ.Маргарита вспомнила все, что с ней произошло и снова затряслась.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Анчах ҫав кимӗсене эпир Архангельск таврашӗнче чухнех, лӑпкӑ пӗчӗк кӳлӗ ҫинчех сӑнаса пӑхнӑччӗ, ун чухне те, шывран тухсан, пурсӑмӑр та йытӑ пек чӗтреве ӳкрӗмӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ромашка чӗтреве ернӗ аллипе стакана шыв тултарчӗ те ӑна сыпма сӗнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951