Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халатне (тĕпĕ: халат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле калас, итог тӑвар-ха, хамӑра итог тӑвиччен, — шут тӑвать Яша пичче, каменщик сапунне салтса повар халатне тӑхӑнма ӗлкӗрнӗскер.

— Как говорится, подведем итоги, пока итоги не подвели нас, — шутил дядя Яша, уже снявший фартук каменщика и надевший поварской халат.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пурҫӑн халатне сак ҫинех пӑрахнӑ.

Шелковый халат был брошен на лавке.

XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӑл яппунсен ирхи ҫӑмӑл халатне тӑхӑннӑ, виҫкӗтеслӗн касса кӑларнӑ тӗлте унӑн ҫара та ҫинҫе мӑйӗ ҫав тери илемлӗн курӑнать.

Она была в утреннем легком японском халатике, треугольный вырез которого оставлял голою ее тоненькую прелестную девичью шею.

XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ушкӑна ертсе пыракан Тосун-бей хӑй вара килте тӑхӑнса ҫӳремелли чаплӑ халатпа, халатне сӑрӑ кашимиртен ҫӗлетнӗ пулнӑ, ӑна хӗрлӗ пуставпа пӳксе тухнӑ, пиҫиххи вӗҫӗсене хӑмачӑ ярапа тыттарнӑ.

Сам предводитель, Тосун-бей, красовался в сшитом по европейской моде роскошном домашнем халате из серого кашемира, отороченном алым сукном, с длинными малиновыми кистями на поясе.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паян Чжао Ци-е лавкки умӗпе иртсе пыраттӑм та вӑл яланхиллех леш кӗнекине вуласа ларнине курах кайрӑм, ҫивӗтне каллех пуҫ тӳпине ҫавӑрса хунӑ хӑй, кӑвак халатне те хывса пӑрахнӑ.

Иду это я сегодня мимо кабачка, смотрю, господин Чжао опять со своей книгой сидит, только он уже не в голубом халате, да и косу свернул на макушке.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ҫав мӑшкӑл хыҫҫӑн ют ҫӗршыв костюмӗпе ҫӳреме пӑрахрӑм, хамӑр наци халатне тӑхӑна пуҫларӑм, каплипе мана пушшех хӑртма тапратрӗҫ.

— А я тогда сменил европейский костюм на наш обычный халат, так меня начали поносить еще пуще.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Кил хуҫи арӑмӗн пӳлӗмӗнче темиҫе эрне хушши сӗтелсем юнашар лараҫҫӗ: вӗсем ҫине Илья Ильич халатне тата ҫав утиялсем сарса хунӑ.

Целые недели комната хозяйки была загромождена несколькими раскинутыми и приставленными один к другому ломберными столами, на которых расстилались эти одеяла и халат Ильи Ильича.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ырӑ Агафья Матвеевна! — терӗ Обломов, халатне ӳркевлӗн хывса.

— Добрая Агафья Матвеевна! — сказал Обломов, лениво сбрасывая с плеч халат.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кил хуҫи арӑмӗ килсе пачӗ паян: халатне ҫуса тасатнӑ, сапланӑ, — терӗ Захар.

— Хозяйка сегодня принесла: вымыли и починили халат, — сказал Захар.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халатне вӑл тахҫанах тӑхӑнма пӑрахнӑ, ӑна шкапа пытарса хума хушнӑ.

С халатом он простился давно и велел его спрятать в шкаф.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халатне ҫӗкленӗччӗ вӑл, хӑйӑрлӑ ҫырма тӗпне урипе сыхланса ҫеҫ пусса пыратчӗ; хулпуҫҫийӗнчен питшӑлли шуса анчӗ те, вӑл ӑна шыва ӳкичченех пит те меллӗн ярса тытрӗ.

Она шла, придерживая халатик, осторожно и с наслаждением пробуя ногою песчаное дно; полотенце скользнуло с плеча, и она ловко поймала его над самой водой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахӑрнех вӑл Катя патӗнче ҫывӑрнӑ пулмалла, хӑй ҫине Катя халатне уртса янӑччӗ, эпир япаласем вырнаҫтарнӑ чух ҫав халат тӳммисем пӗрмаях татӑла-татӑла ӳкрӗҫ.

Должно быть, она ночевала у Кати, потому что на ней был Катин халат, от которого все время отлетали пуговицы, пока мы укладывали вещи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Операци ҫав тери лайӑх иртсе кайнӑ темелле пулать пулӗ, мӗншӗн тесен, вӑл, халатне хывнӑ май, мана латынла темскер каларӗ, Козьма Пруткова аса илчӗ: «Е телейлӗ пулас тетӗн-тӗк — пул!»

Нужно полагать, операция прошла превосходно, потому что, снимая халат, он сказал мне что-то по латыни, а потом из Козьмы Пруткова: — «Если хочешь быть счастливым — будь им!»

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем! хывса илӗр-ха ҫавӑн ухмахла ула халатне.

Ребята! сымите-ка с него дурацкий полосатый халат.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хыҫалта, пуринчен кайра, урисене васкамасӑр пӗр харӑс илсе пусакан боецсем умӗнче, хайӗн пӗчӗк шурӑ халатне тӑхӑннӑ Клавдия Михайловна такӑнкаласа утса пынӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн умӗнче нимӗн те курман пулмалла.

Позади, поодаль от всех, перед медленно отбивавшими шаг бойцами, простоволосая, в белом своем халатике, спотыкаясь и, должно быть, не видя ничего перед собой, шла Клавдия Михайловна.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫав самантрах ӑнран тухса кайнӑ пек пулнӑ сиделкӑсем калле-малле чупкалама тытӑнчӗҫ, сестра ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр унталла та кунталла ыткӑнчӗ, утнӑ ҫӗртех халатне тӳмелесе, ординатор вӑркӑнса кӗчӗ.

Вбегали и выбегали растерянные сиделки, металась сестра, застегивая на ходу халат, влетел ординатор.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл халатне йӳле янӑ, пуҫӗ ҫинче шурӑ калпакӗ те пулман, унӑн кӑвакрах ҫӑра ҫӳҫӗсем ҫамки ҫинеллех усӑнса аннӑ.

Халат у него был не застегнут, шапочки на голове не было, пряди густых седоватых волос свешивались ему на лоб.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халатне вӑл хулпуҫҫи ҫине плащ-палатка пек уртса янӑ.

Халат он набросил на плечи, как плащ-палатку.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл халатне те тӳмелемен, пуҫне хӑйӗн яланхи шурӑ калпакне те тӑхӑнман.

Он был в незастегнутом халате и без обычной своей белой шапочки.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Степан Иванович, ахлаткаласа, койка ҫинчен шуса анчӗ, халатне тӑхӑнчӗ те, туфлисемпе кӑштӑртаттарса, аллисемпе кроватьсенчен тыткаласа, Мересьев патнелле пычӗ.

Степан Иванович, кряхтя, сполз с койки, напялил халат и, шаркая туфлями, перебирая руками по спинке кровати, кряхтя, пошел к Мересьеву.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех