Шырав
Шырав ĕçĕ:
Исправникӗ, пӗр аллӑ ҫулхи ҫӳллӗ те хулӑн ҫын, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, мӑйӑхлӑскер, хӑйсем патне ҫывхаракан Дубровские курса хӑртлатса илчӗ те, хӑйӑлтата пуҫланӑ сассипе кӑшкӑрса ячӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Каҫ пуличчен Алексей ҫав шатра питлӗ салтак — Ҫӗпӗр ҫынни, колхоз председателӗ, сунарҫӑ, ҫарти професси енӗпе снайпер, ҫитменнине тата ӑнӑҫлӑ снайпер пулнине пӗлчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Теприн ҫинче, Алексей койкипе юнашарри ҫинче, шатра питлӗ, сарӑ та ҫинҫе уссиллӗ, питех те вашават, ҫынсене юрама тӑрӑшакан, калаҫма юратакан ҫӑмӑл шӑмшаклӑ ҫын выртнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шеф хӑй вара, хӗрлӗ питлӗ темӗн пысӑкӑш старик, ҫӳлӗ ҫамки ҫинче кӑвакарма пуҫланӑ, ҫилхе пек хулӑм ҫӳҫлӗскер, пурне те чарусӑр вӑрҫаканскер, вӑрҫӑчченхи пекех кунне икӗ хут, крахмалланӑ халатсем тӑхӑннӑ ординаторсемпе ассистентсен ушкӑнӗпе пӗрле, палӑртса хунӑ сехетсенче палатӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ, ҫӗнӗрен илсе пынӑ аманнисен диагнозӗсене пӑхнӑ, йывӑр аманнисем пирки консультаци панӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун тӗксӗм ҫуттинче Алексей пӗркеленнӗ питлӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ, хаяр сӑнлӑ пӗчӗк карчӑка курчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗчӗк кӑмака та пур, — терӗ ҫаврака питлӗ, ҫивчӗ куҫлӑ пӗчӗк хӗрарӑм, — ҫамрӑк негр пек хура сӑнлӑскер.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Гимнастёрка кӗсйинчен документ кӑлармалла пулчӗ, Хӗрлӗ питлӗ, ҫӑлтӑрлӑ командир кӗнеки ачасене калама ҫук савӑнтарчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта сурансене ҫыхмалли темиҫе пакет, пысӑк консерва банки, пӗр тӗрке такам ҫырӑвӗсем тата пӗчӗк тӗкӗр тупӑнчӗҫ; тӗкӗрӗн хыҫал енне темле типшӗм питлӗ карчӑк сӑнӳкерчӗкне кӗртсе лартнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн техникӗ, хӑй чӗннӗ пек каласан, «технар», тӑсланкӑ Юра, яланах хура питлӗ те хырӑнманскер, шӑлӗсемпе те куҫ шуррисемпе йӑлкӑшса, кабинӑна ларма кӑчӑк туртать: хатӗр, атя, вӗҫмешкӗн…
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Леререх, вӑрманалла каякан ҫул хӗрринче, хӑйӑрпа сапӑннӑ пӗчӗк чӑрӑш айӗнчи снаряд алтнӑ лупашкаран — слон шӑмминчен касса тунӑ пекех ҫӳхе питлӗ, хура сӑнлӑ узбек курӑнса выртать.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑшман виллисем хушшинче ҫаврака питлӗ, пысӑк пуҫлӑ, тӗреклӗ кӗлетке месерле тӑсӑлса выртать.В центре, поперек одного из врагов, лежит навзничь тело огромного круглолицего большеголового парня.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗри вӑрӑм пӳллӗ, кӑмӑллӑ санлӑ, катӑк шӑллӑ, крепле пек вӑрӑм алӑллӑ «Шкелет» тесе чӗннӗ ефрейтор Биденко пулнӑ, тепри — ҫавӑн пекех ефрейтор, ҫавӑн пекех пысӑк та тӗрекле ҫын, самӑр, ҫаврака питлӗ Горбунов, Ҫӗпер ҫынни.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Чӑп-чӑмӑр питлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ 1–2 уйӑхри пӗчӗк ҫын ун ҫине чӑрлаттарса пӑхса выртать, тутине пӗр вӗҫӗм чаплаттарса илет.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Ахаль сарӑ настурципе хӗрлӗ георгин кӑна мар-ҫке, «нар питлӗ» те «капӑр» вӗсем.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Поэтшӑн вара «нар питлӗ сар настурци», «ҫӑлтӑр астра», «капӑр георгин»…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
«Чечекре нар питлӗ сар настурци, Ҫӑлтӑр астра, капӑр георгин…»Средь травы зеленой маки Полыхают красным, Георгипы-вертопрахи Наклонились к астрам.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
«Пит маттур-ҫке Иванов бульварӗ, Пыллӑхри пек ҫамрӑк ҫӑкасар. Ҫта ҫитсен те манӑҫа тухмарӗ Шурӑ тум тумланнӑ Шупашкар. Чечекре нар питлӗ сар настурци, Ҫӑлтӑр астра, капӑр георгин…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
6) Чӑнах та, Машук кӳпшӗм питлӗ, пит ҫӑмартисенчен пӳрнепе тӗксенех юн пӗрӗхсе тухас пек.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Мэри ҫине тӑрсах Тома тепӗр хут ҫӑвӑнтарма тапратрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара Том йӑлтах чӑн-чӑн ҫын, Мэрин шурӑ питлӗ тӑванӗ пек пулса тӑчӗ: йӗпе ҫӳҫне щеткӑпа тураса якатнӑ, кӗске ҫӳҫ кӑтрисене хитрен те симметриллӗ вырнаҫтарса хунӑ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗркеленчӗк питлӗ хыткан карчӑк.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970