Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урама, пӗтӗмпе тенӗ пекех, йышӑнса выртакан тата миҫе ҫул ӗнтӗ ҫынсем ун хӗррипе хӳмесем ҫумне аран-аран ҫыпӑҫкаласа иртсе ҫӳрекен лачака ҫумӗпе казачка пырать; вӑл ҫара уран, ҫурӑм хыҫне пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтнӑ, кӗпине ҫӳле ҫӗклесе шурӑ урисене кӑтартса пырать; сунартан таврӑнакан казак ӑна шӳт туса: «ҫӳлерех ҫӗкле, намӑссӑр», тесе кӑшкӑрать те пӑшалӗпе тӗллет, казачкӑн вара кӗпе арки аллинчен вӗҫерӗнет, вут-шанки ӳкет.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Енчен те эсӗ калла тӑватӑн пулсассӑн, нумай-нумай кӳренӳ, мӑшкӑл та терт-асап ӳкет вӗт сан ҫине.— Если ты откажешься, то ведь сколько обид, позора и страданий падет на тебя.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Веткин шӑлаварӗнчен сӑрӑ замш йӗнӗллӗ пӗчӗк те хӳхӗм револьвер туртса кӑларать, ҫакна май кӗсйи те пӗтӗмӗшпех тулалла таврӑнса ӳкет.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Салтак пӑхать-пӑхать те шухӑша ӳкет: мӗнлерехчӗ иккен манӑн ҫакна…
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Лутра шурӑ ҫуртсен чуречисенчен ҫутӑ хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтреллӗ тӳрӗ пайӑркасемпе сӑрхӑнса тухать те ялтӑракан сарӑ-хӑмӑр ҫӗр ҫине вӑрӑм суласем пула-пула ӳкет.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӑшалпа пени мӗне пӗлтернине ӑнлантарас тесе, эпӗ Эрнене хам патӑма чӗнсе илтӗм, ӑна малтан пӳрнепе тӗллесе кайӑка кӑтартрӑм, унтан пӑшал ҫине тата кайӑк ларакан йывӑҫ айӗнчи ҫӗр ҫине кӑтартса: «Кайӑк ҫине пӑх-ха: пӑшалпа перетӗп те вӑл ӳкет», — тенӗ пек ӑнлантартӑм.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Дымов, пуҫне чышкисемпе тӗревлесе, хырӑмӗ ҫинче выртать, вут мӗнле ҫуннине сӑнать; ун ҫине Степка мӗлки сике-сике ӳкет, ҫавна май Дымовӑн илемлӗ пичӗ пӗрре тӗксӗмленет, тепре сасартӑк ҫутала-ҫутала каять…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вут ҫути ҫӗр ҫине мӗлтлете-мӗлтлете ӳкет; уйӑх ҫутатать пулин те, хӗрлӗ вут ҫути хыҫӗнче тавралӑх хуп-хура курӑнать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Малтан вӗсем тарӑн ҫӗрте хӑмӑш ҫумӗпе пычӗҫ; кунта шывӗ Дымова мӑй таран, лутра Кирюха кӗлетки тӗллӗн-тӗллӗн пӗтӗмпех пытанать; вӑл чыхӑна-чыхӑна каять, хӑмпӑ кӑларать, Дымовӗ, чикекен тымарсенчен такӑнса, час-часах ӳкет е сӗрекерен ҫыхланать, иккӗш те вӗсем вӗҫсӗр шавлаҫҫӗ-ҫуйхашаҫҫӗ, пулӑ тытни мар, иртӗхни ҫеҫ пулса тухать юлашкинчен ку вӗсен.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл ҫӗр ҫине ӳкет, тап-тасаскер, хаваслӑскер, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса та хуллен шӑнкӑртатса, хӑйне вӑйлӑ та шавлӑ шыв юхӑмӗ пек туйса, хӑвӑрт таҫта сулахаялла чупать.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫурта ҫути ҫавӑнталла вӑйсӑр ӳкет.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗвел ҫӳле ҫӗкленнӗ, унӑн ҫути йӗсӗм ҫырли курланки витӗр мӑнастир картишне ӳкет.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Витӗр курса вулакан, ун пекки нимӗн те пулмасть; Рахметов каҫпа Вера Павловнӑпа калаҫать ӗнтӗ, вӗсем калаҫнине эпӗ санран пӗр сӑмах та пытарса хӑвармастӑп, вара эсӗ часах, манӑн ҫав калаҫӑва сана пӗлтерес килмен пулсан, эпӗ ӑна ҫӑмӑллӑнах пӗлтермесӗр хӑварма та пултарнине курӑн, шарламасӑр хӑварнӑ пулсан та, эпӗ каласа кӑтартакан ӗҫсем мӗнле пулса пырасси пӗртте улшӑнман пулӗччӗ, эпӗ сана малтанах ҫакна калатӑп: Вера Павловнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Рахметов тухса каять те вара ҫак кӗнекерен пачах тухса ӳкет, ман романра вал тӗп герой та, ахаль герой та, нимӗнле герой та пулмасть.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна сехӗрленсе ӳкет.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чиновник ӑна: «Ак ҫакнӑ йышӑнмасӑр тӑраймӑр вара», тет те питӗнчен ҫатлаттарать; вӗҫкӗн патак ярса тытать, чиновник ӑна кӑкӑрӗнчен чышать; вӗҫкӗн ӳкет, шавланине илтсе, тарҫӑсем чупса ҫитеҫҫӗ, барин вилӗ выртать, — вӑл ҫӗре питӗ хытӑ персе анса тӑнлавӗпе сӗтел ури айне лартакан тимӗр ҫине ҫапӑннӑ иккен.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кам та пулин шӑллӗне ачашланӑ чухне ун пиччӗшӗ хуйха ӳкет.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Француженка кӗрешет, — ӳкет пулсан та кӗрешет вӑл!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирек мӗнле суранпа та шыва ӳкет те тӑна кӗричченех антӑхса каять — ҫапла ҫав, кӗпер ҫинче… ӑслӑ!От всякой раны свалится в воду и захлебнется, прежде чем опомнится, — да, на мосту… умно!
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кутӑн лаша чӑрмав умӗнче чӗвен тӑнӑ пек ҫӗкленсе тӑрать-тӑрать те, кустӑрмисемпе каллех ҫӗре ӳкет, каялла ҫӗртме пуссине васкать, пӑрлак ҫӗр валли вӑй ҫитмест унӑн.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӑн ҫӗтӗк кӗсьеллӗ йӗм пек пулса тӑчӗ: кирек мӗн хур — пӗтӗмпех тухса ӳкет, ним тума ҫук!Память стала — как штаны с порватыми карманами, что ни положи — наскрозь проскакивает, да и шабаш!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.