Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парсан (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Турӑ парсан, пурте майлашӑнать.

— Бог даст, все уладится.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тем парсан та каймастӑп!

Посылать будете, и не поеду!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Турӑ парсан, сывӑ юлӑп та, — манӑн вӑкӑрсемпе ӗҫлемелле-ҫке-ха.

А бог даст — жив буду, — мне же с быками возиться.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Турӑ парсан, чипер сыввӑнах пурӑнӑпӑр-ха ак.

Бог даст, живых-здоровых увидим.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр эрне ырма пӗлмесӗр пулӑ тытнӑ хыҫҫӑн кӗпипе шӑлаварӗ чӗрӗ пулӑн сӳрӗле пӗлми шӑршипе касӑлса ларчӗ те, юлашкинчен Аникушка тем парсан та унпа пӗр ҫӗрпӳртре ҫӗр каҫма килӗшмерӗ:

За неделю безустального рыболовства рубаха и шаровары его настолько пропитались невыветривающимся запахом рыбьей сырости, что Аникушка под конец наотрез отказался ночевать с ним в одной землянке, заявив:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйӗн шухӑшӗсене каласа парсан, леш ҫынни вара чунне уҫса памасан, ҫапла пулнӑ, анчах Пробатовпа йӑлтах урӑхла пулчӗ-ҫке-ха — вӗсем пӗр-пӗрне питӗ хӑвӑрт ӑнланчӗҫ!

Это случалось с ним и раньше, когда, высказав свои мысли, он не встречал взаимного душевного отклика, но с Пробатовым ведь все было иначе — они так быстро поняли друг друга!

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Корнея ҫӗнӗ ҫурт лартса парсан та, колхоза нимӗн те пулас ҫук, — терӗ Егор лапкӑн, кулмасӑр.

— С колхозом-то ничего не случится, даже если он и новый дом Корнею срубит, — спокойно, без улыбки проговорил Егор.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Итле-ха, — терӗ вӑл, Лизӑ ӑна сывлӑш ҫавӑрма парсан.

— Послушай, — сказал он, когда Лиза наконец дала ему передохнуть.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗтӗм влаҫа Егоркӑ Дымшакова парӑттӑм, ил, тархасшӑн, мана ахаль парсан та кирлӗ мар, вӗҫтерӗттӗмӗр ӑҫта та пулин Ҫурҫӗре…

Отдал бы Егорке Дымшакову всю власть, бери, даром не надо, и закатились бы куда-нибудь на Север…

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗпелӗх е костюмлӑх матери парсан, вӑл яланах шӑппӑн «спаҫҫипӑ» тенӗ, питпе зал еннелле тӑрса, пилӗк таран авӑнса пуҫ тайнӑ, именнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе хӑвӑртрах хӑйӗн вырӑнне ларнӑ.

Получив отрез на платье или костюм, она обычно тихо произносила: «Спасибо», — кланялась почти в пояс, стоя лицом к залу, и, пунцовая от смущения, поскорее садилась па свое место.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл уҫҫине парсан, арчара темскер йынӑшса янӑ пек илтӗннӗ, унтан вӑл хуппине уҫнӑ.

Он щелкнул ключом, от поворота которого словно заныло что-то в сундуке, открыл крышку.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Турӑ вӑл тӑранма пӗлмест пулмалла: ӑна кирек мӗн чухлӗ парсан та, ҫаплах сахал — чиркӳсем ларт, ҫамкуна ҫапса ҫӗмӗр, чуна тавӑрса кӑтарт, вӑл пур, ҫаплах чӗнмест…

— Бог, он, видно, ненасытный: ему сколь ни давай, все мало — церкви построй, лоб расшиби, душу наизнанку выверни, а он знай себе молчит…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Турӑ парсан, пурӑнӑпӑр мӗнле те пулин! — тенӗ амӑшӗ хӑвӑрт.

— Бог даст, проживем! — быстро заговорила мать.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна та, ыттисене нумайӑшне туйӑннӑ пекех, малта пыракан, вӑйлӑ колхозсен опытне юхӑнса кайнӑ колхозсене уҫса парсан, вӑл вӗсене лайӑхрах пулӑшма пултарас пек туйӑннӑ.

Ему, как и многим, почему-то казалось, что больше всего он способен помочь захудалым колхозам, раскрывая перед ними опыт передовых и сильных хозяйств.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кама та пулин пӗрре парсан — чунӗ тухать!

— Один раз кого стукну — душа с телом может проститься!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсене кирек мӗн парсан та ҫӑтса яраҫҫӗ!

Им хоть что дай — сожрут!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ хам Подтелков отрядӗнче ҫапӑҫнӑ, халӗ, турӑ парсан, хамӑрӑннисемпе пӗрле кадетсем ҫине те кайма тивӗ-ха! — хӑркӑлтатса кӑшкӑрчӗ вӑл, аллисене сарса пӑрахса.

Я сам у Подтелкова в отряде был, и вот ишо, может, бог даст, придется со своими идтить на кадетов! — хрипло кричал он, широко кидая руками.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ачалла ахӑлтатрӗҫ вара казаксем, вӑл вӗсене вӗҫкӗнле хӑпартланса, юри тӑтӑрхаланса ҫырнӑ ҫак йӗркесене вуласа парсан:

А казаки добродушно ржали, когда он читал им вслух бравурные, притворно-бодрые строки:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаҫра каҫхи апат хатӗрленӗ хушӑра вал Аксинья кӗтмен хыпара илтсе хӑраса кайни, ун пирки тӗплӗн ыйта-ыйта пӗлни, анчах Степан патне тем парсан та таврӑнма килӗшменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Собирая вечерять в летней стряпке, рассказывала, что Аксинья испугалась нежданной вести, много расспрашивала о нем, но вернуться отказалась наотрез.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унччен ҫи-пуҫ енчен тирпейсӗр пулнӑскер, халӗ якатнӑ кӗпе-йӗм ҫинчи кашни хутланчӑкшӑн Аксинйӑна хӑтӑрса тӑкакан, ирсерен йӑлтӑртатиччен тасатман атӑ пырса парсан, куҫне-пуҫне хӑрушла чарса пӑрахакан пулчӗ.

Прежде неряшливый во всем, что касалось его персоны, теперь кричал на Аксинью за какую-нибудь крохотную складку на выглаженном белье и делал страшные глаза, когда она подавала ему утром невычищенные сапоги.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех