Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Иудейсем вара, Никанор вӑрҫӑпа тухни ҫинчен, ун ҫумне суя тӗнлисем хутшӑнни ҫинчен илтсессӗн, пуҫӗ ҫине тӑпра сапса, Хӑйӗн халӑхне ӗмӗрлӗхе Суйласа Илнӗскере, Хӑйӗн еткерне яланах уҫҫӑн хӳтӗлекене кӗлтунӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ саккунӗсене пӑсакансене тата виҫерен тухса ытти усал ӗҫ тӑвакансене яланах ҫавӑнта пӑрахса вӗлереҫҫӗ.6. Там всегда низвергают на погибель виновного в святотатстве или превзошедшего меру других зол.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах, унта пурӑнакан иудейсем каланӑ тӑрӑх, Скифополь ҫыннисем вӗсемпе яланах, хӑйсене йывӑр килнӗ вӑхӑтра та, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ; 31. Скифополь ҫыннисене тав туса, ӳлӗмрен те хӑйсен йӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтса, Иуда ҫыннисем Иерусалима тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн эрне уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аллинчи кӑралӗ унӑн яланах ӑнӑҫлӑ пулнӑ, вӑл ҫак тӗреклӗлетнӗ икӗ вырӑнта ҫирӗм пин ҫын ытла пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Симон ӗҫӗсене, вӑл хӑй халӑхне мухтава кӑларассишӗн епле тӑрӑшнине халӑх курса тӑчӗ, ҫакна пӗтӗмпех пурӑнӑҫа килтернӗшӗн, тӳрӗлӗхе хӳтӗленӗшӗн, яланах хӑй ӑрӑвне чӗререн парӑнса тӑнӑшӑн, хӑй халӑхне пур майпа та ҫӗклеме тимленӗшӗн Израиль ӑна хӑйӗн пуҫлӑхӗ, аслӑ священникӗ турӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иудея ҫӗрӗ Симон ӗмӗрӗнче канӑҫлӑ тӑнӑ; вӑл хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, унӑн вӑйӗ-вӑйӑмӗ, унӑн мухтавӗ халӑхшӑн яланах хаклӑ пулнӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫак сӑмахсене итлесе пӗтерсессӗн, Ионафан та, халӑх та Димитрий мӗн каланине ӗненмен, йышӑнман ӑна, вӗсем ӗнтӗ Димитрий израильсене мӗн тери хӗн-асап кӑтартнине, мӗн тӗрлӗ хаяррӑн хӗсӗрленине аса илнӗ, 47. вара вӗсем Александр майлах пулас тенӗ: вӗсемпе малтан килӗшӳ тӑваканни ҫавӑ пулнӑ-ҫке-ха — ӗнтӗ вӗсем ӑна яланах вӑрҫӑра пулӑшса пынӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав хушӑра керемре тӑракансем Израиле сӑваплӑ Ҫурт таврашӗнче хӗссе пурӑннӑ, ӑна яланах сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ; 19. вара Иуда вӗсене хӑваласа кӑларма шухӑш тытнӑ, вӗсене хупӑрласа илмешкӗн пӗтӗм халӑха чӗнсе пухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иуда вӗсенӗн тупӑшне пуҫтарса илнӗ, Аполлоний хӗҫне те илнӗ, вара яланах ҫав хӗҫпе ҫапӑҫнӑ.12. И взял Иуда добычу их, и взял меч Аполлония, и сражался им во все дни.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Симон, сирӗн пӗртӑванӑр: пӗлетӗп, вӑл канаш паракан ҫын, яланах ӑна итлесе пурӑнӑр, вӑл сирӗншӗн аҫӑр вырӑнне пулӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ те хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн; хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхлӗ пул, яланах хӑвӑн Турруна шанса тӑр.6. Обратись и ты к Богу твоему; наблюдай милость и суд и уповай на Бога твоего всегда.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйсем уншӑн-куншӑн пӑшӑрханман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сӗтел айӗнчен вӑрттӑн кӗрсе-тухса ҫӳремелли тунӑ пулнӑ, ӗнтӗ яланах ҫапла ҫӳресе пӗтӗмпех ҫисе тӑнӑ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара патша хушнипе Даниила илсе килнӗ те арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ; ҫавӑн чухне патша Даниила каланӑ: эсӗ хӑвӑн Турруна яланах кӗлтӑватӑн, Вӑл ҫӑлатех сана! тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ефрем ывӑлӑм маншӑн хаклӑ мар-и вара? юратнӑ ачам мар-и вӑл? ун ҫинчен калаҫма пуҫласанах ӑна яланах юратса аса илетӗп; уншӑн Манӑн ӑшчикӗм пӑлханать; Эпӗ хӗрхенӗп ӑна, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Санӑн кӗтӳҫӳ пулма васкамарӑм, хӗн-хур кунӗ сунмарӑм — Эсӗ ҫавна пӗлсе тӑратӑн; чӗлхем калакан сӑмах — яланах Санӑн умӑнта.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӑлкуҫӗнчен шыв тапса тӑнӑ пек, ҫак хуларан усал ӗҫ палкаса тухать: унта пусмӑрпа вӑрӑ-хурах сасси илтӗнсе тӑрать, Ман куҫӑм умӗнче яланах ӳпкев те суран.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл яланах ҫилленсе тӑрӗ-ши вара? ҫиллине ӗмӗрех ӑшӗнче тытса тӑрӗ-ши?» тесе тархасламӑн-и?5. Неужели всегда будет Он во гневе? и неужели вечно будет удерживать его в Себе?»
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ пултарас ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр яланах Хамӑн сӑнӑм умӗнче тӑнӑ пек, сирӗн вӑрлӑхӑр та, сирӗн ятӑр та Ман умӑмрах тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн хапхусем яланах уҫӑ тӑрӗҫ, сан патна халӑхсен пурлӑхне тиесе килмешкӗн, вӗсен патшисене илсе ҫитермешкӗн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хупӑнмӗҫ вӗсем.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн, 10. хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ; 11. вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.