Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Мак 14

Пай: Библи –> Маккавейсен иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:58

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 905

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Виҫӗ ҫул иртсессӗн Иудӑпа унӑн ҫыннисем патне Селевк ывӑлӗ Димитрий вӑйлӑ ҫарпа — тип ҫӗр тата тинӗс ҫарӗпе — Триполис пристаньне ишсе килнӗ те, 2. ҫӗршыва ярса илсе, Антиохпа унӑн пеккунне Лисие вӗлернӗ текен хыпар ҫитнӗ.

3. Алким теекенскер — унччен аслӑ священник пулнӑ, анчах пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтра хӑйӗн ирӗкӗпе ирсӗрленнӗскер — хӑй нимӗнле майпа та ҫӑлӑнса юлаймасса, уншӑн сӑваплӑ парне вырӑнӗ патне ҫул пулмасса ӑнланса, 4. ҫӗр аллӑ пӗрремӗш ҫулхине Димитрий патша патне пынӑ, ӑна ылтӑн пуҫкӑшӑльпе пальма турачӗ парнеленӗ, унсӑр пуҫне вӑл тата Турӑ Ҫурчӗн харпӑрлӑхӗ шутланакан ҫу йывӑҫӗн турачӗсене парнеленӗ; ҫав кунхине Алким нимӗн те ыйтман-ха. 5. Хӑйне Димитрий канаш пухӑвне чӗнсессӗн вара, унран иудейсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ мӗнлереххи ҫинчен ыйтсассӑн, вӑл, ӑссӑр шухӑшне пурӑнӑҫламашкӑн меллӗ самантпа усӑ курса, ҫапла каланӑ: 6. иудейсем хушшинче асидей теекеннисем пур, вӗсен ҫулпуҫӗ — Иуда Маккавей, ҫавсем вӑрҫӑ майлӑ, пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ, патшалӑха тулӑхлӑ пулма памаҫҫӗ. 7. Ҫавӑнпа та эпӗ, асаттемсен чысӗсӗр тӑратса хӑварнӑскер, урӑхла каласассӑн, аслӑ священникран кӑларнӑскер, халӗ кунта килтӗм, 8. пӗрремӗшӗнчен, эпӗ патша харпӑрлӑхӗшӗн пӗтӗм чунтан тӑрӑшатӑп, иккӗмӗшӗнчен, хамӑн халӑхӑмшӑн пӑшӑрханатӑп: ӗнтӗ асӑннӑ ҫынсен ӑссӑрлӑхне пула пирӗн йӑх сахал мар инкек тӳсет. 9. Эсӗ вара, патшамӑр, ҫакна пӗлӳҫӗн, хӑв пур ҫынна та юратнипе ҫӗршывшӑн тата пирӗн пусмӑр тӳсекен йӑхшӑн тӑрӑшсамччӗ: 10. ӗнтӗ Иуда пулнӑ чухне канлӗх пулмӗ, тенӗ. 11. Вӑл ҫапла каланӑ хыҫҫӑн Иудӑна юратман ытти канашҫӑсем Димитрие тата хытӑрах хӗтӗртсе янӑ. 12. Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех сӑлансемпе хуҫаланакан Никанора чӗнтернӗ те ӑна Иудейӑри ҫарпуҫне лартса унта янӑ: 13. Иудӑна вӗлерме, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсене салатса яма, Алкима вара Турӑ Ҫурчӗн — мухтавлӑ Ҫуртӑн — аслӑ священникне лартма хушнӑ. 14. Вара Иудейӑран Иуда патӗнчен тарса кайнӑ суя тӗнлӗ ҫынсем, иудейсен хурлӑхӗпе инкек-синкекӗ хӑйсене ырӑлӑх кӳрессе шанса, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе Никанор патне пуҫтарӑнса пынӑ. 15. Иудейсем вара, Никанор вӑрҫӑпа тухни ҫинчен, ун ҫумне суя тӗнлисем хутшӑнни ҫинчен илтсессӗн, пуҫӗ ҫине тӑпра сапса, Хӑйӗн халӑхне ӗмӗрлӗхе Суйласа Илнӗскере, Хӑйӗн еткерне яланах уҫҫӑн хӳтӗлекене кӗлтунӑ. 16. Хӑйсенӗн ҫулпуҫӗ хушнипе вӗсем унтан васкасах тапранса тухнӑ та Дессау ялӗ ҫывӑхӗнче Никанор ҫыннисене тӗл пулнӑ. 17. Симон — Иуда тӑванӗ — Никанорпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ, анчах та тӑшман кӗтмен ҫӗртен тапӑннине пула кӗҫех пысӑк мар ҫухату тӳснӗ. 18. Анчах та Никанор — Иуда ҫыннисен паттӑрлӑхӗ ҫинчен, тӑван ҫӗршывӗшӗн вӗсем епле хӑюллӑн ҫапӑҫни ҫинчен илтнӗскер — ӗҫе юн тӑксах татса пама хӑранӑ; 19. ҫавӑнпа вӑл Посидоние, Феодота тата Маттафийӑна иудейсемпе килӗшӳ тума янӑ. 20. Ҫакна нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, ҫулпуҫӗ ҫакӑн ҫинчен халӑха пӗлтерсессӗн, пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ: вӗсем калаҫу ирттерме килӗшнӗ, 21. хӑҫан пӗрле пуҫтарӑнмалли кунне палӑртса хунӑ, ҫав кун ҫитсессӗн кашнийӗ валли уйрӑм пукан лартса тухнӑ. 22. Иуда, тӑшман енчен кӗтмен ҫӗртен мӗнле те пулин усал ӗҫ ан пултӑр тесе, меллӗ вырӑнсене кӑраллӑ ҫынсене тӑратса тухнӑ — вара вӗсем лӑпкӑн канашланнӑ. 23. Никанор пӗр вӑхӑт Иерусалимра пулнӑ — пӗрре те юрӑхсӑр ӗҫ туман, пуҫтарӑннӑ халӑха каялла янӑ. 24. Вӑл Иудӑна яланах хӑйпе пӗрле илсе ҫӳренӗ, ҫак ҫынна пӗтӗм чунтан хисеплеме пуҫланӑ; 25. ӑна авланма, ача-пӑчаллӑ пулма ӳкӗте кӗртнӗ. Иуда авланнӑ, лӑпланнӑ, киленсе пурӑннӑ. 26. Алким вара, вӗсем пӗр-пӗрне хисепленине, хӑйсем хушшинче килӗштерсе пурӑннине курсассӑн, тӳрех Димитрий патне кайнӑ, вӑл ӑна Никанор патшалӑха хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытнӑ: Иудӑна — патшалӑха хирӗҫ усал ӗҫ тума шухӑшлакана — хӑйӗн хыҫҫӑнхи ҫын пулма лартнӑ тесе каласа панӑ. 27. Патша вара, ҫак усал ҫыннӑн элекӗпе ҫилленсе те тарӑхса кайса, Никанор патне ҫыру ҫырса янӑ, ун пек килӗшӗве чӑтма пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ, Маккавее халех сӑнчӑрласа Антиохие илсе пыма хушнӑ. 28. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Никанор пӑлханса ӳкнӗ, нимӗнле тӗрӗсмарлӑх та туман ҫынпала иккӗшӗ хушшинче ҫирӗпленнӗ килӗшӗве татмалла пулса тухнӑшӑн пӑшӑрханнӑ. 29. Патшана хирӗҫ тӑма юраманнипе, ҫакна чеелӗхпе пурӑнӑҫлама майлӑ самант ҫаврӑнса тухасса кӗтнӗ.

30. Маккавей вара Никанор ун тӗлӗшшӗн сивӗннине, ахаль тӗлпулусенче те тӳрккесрех пулнине асӑрхаса, ку тӳрккеслӗх ырра пӗлтермест тесе шутласа илнӗ те хӑйӗн ҫыннисене сахалах мар пуҫтарса Никанортан тарса ҫухалнӑ. 31. Никанор, хӑйӗнчен маларах чеереххи Иуда пулнине пӗлсессӗн, священниксем йӑла тӑрӑх парне кӳнӗ чухне Туррӑн аслӑ та сӑваплӑ Ҫуртне пынӑ, ҫав ҫынна тытса пама хушнӑ. 32. Священниксем вӑл шыракан ҫын ӑҫта иккенне пӗлместпӗр тесе тупа тусах каласассӑн, 33. вӑл, сылтӑм аллине Турӑ Ҫурчӗ еннелле тӑсса, тупа туса каланӑ: эхер те эсир мана Иудӑна тытса ҫыхса памастӑр пулсассӑн, эпӗ ҫак Турӑ Ҫуртне ҫӗрпе танлаштаратӑп, парне вырӑнне ишсе антаратӑп, вара ҫакӑнта Диониса халалласа чаплӑ ҫурт лартатӑп, тенӗ. 34. Ҫапла каласассӑн, вӑл тухса кайнӑ. Священниксем, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, халӑхӑмӑра яланах Хӳтӗлекене тархасласа каланӑ: 35. эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана нимӗн те кирлӗ мар, Эсӗ ҫак Ҫурта пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнмалли вырӑну тума кӑмӑлланӑ. 36. Халӗ вара, пур сӑваплӑхӑн Сӑваплӑ Ҫӳлхуҫи, тин кӑна тасатнӑ ҫак Ҫурта ирсӗрлетме ан парсамччӗ, ӗмӗр-ӗмӗр тасан упрасамччӗ, йӗркесӗр ҫынсен ҫӑварне хупласамччӗ, тенӗ.

37. Никанора Иерусалимри пӗр аслӑ ҫын ҫинчен, Разис теекенскер ҫинчен, евитлесе панӑ: вӑл — халӑх тусӗ, ырӑ ятлӑ, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗшӗн ӑна иудейсен ашшӗ теҫҫӗ; 38. иртнӗ пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтра вӑл иудейсен тӗнӗ ытти халӑхсен тӗнӗпе хутшӑнса каясран сыхӑ тӑнӑ, иудейсене ҫапла сыхласа хӑварасшӑн вӑл ӳтне те, чунне те хӗрхенмен тесе каласа панӑ. 39. Никанор, иудейсене мӗн тери курайманнине кӑтартас тесе, ҫав ҫынна тытса килме пилӗкҫӗр ытла ҫар ҫынни янӑ: 40. вӑл ӗнтӗ ӑна тытса хупсассӑн иудейсене инкек кӳрӗп тесе шутланӑ. 41. Ҫар ҫыннисен эшкерӗ пашнене йышӑнасшӑн картиш хапхи патнелле талпӑннӑ вӑхӑтра, хапхана чӗртсе ямашкӑн вут-ҫулӑм илсе пыма хушсассӑн, Разис вара, хӑйне пур енчен те ҫавӑрса илнине курса, хӑйне хӑй хӗҫпе чикнӗ, 42. вӑл йӗркесӗр ҫынсен аллине лексе хӑйӗн ырӑ ятне тивӗҫсӗр чыссӑрлатиччен чаплӑн вилес тенӗ. 43. Васканипе вӑл вилмеллех чикӗнеймен, эшкер ӗнтӗ алӑка ҫӗмӗрме пуҫланӑ, Разис вара харсӑррӑн хӳме ҫине чупса хӑпарнӑ та ҫавӑнтан хӑюллӑн халӑх хушшине сикнӗ. 44. Унта тӑракансем васкасах сирӗлнӗ те пушӑ вырӑн тӑрса юлнӑ, вӑл вара шӑп варрине хырӑмӗ ҫине ӳкнӗ. 45. Вӑл сывланӑ-ха, шарласа юн юхнине тата йывӑр суранӗсене пӑхмасӑрах, тарӑху ҫулӑмӗпе ҫунаканскер, ура ҫине тӑнӑ та халӑх витӗр чупса кайса чӑнкӑ чул ҫинче чарӑнса тӑнӑ. 46. Юнӗ кайнипе вӗҫнех ҫитнӗскер, вӑл ӑшчиккине тӑпӑлтарса кӑларнӑ та икӗ аллипе тытса ӑна аялалла ывӑтнӑ, вара пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх Ҫӳлхуҫине хӑйне тепӗр хут пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх пама тархасласа пурӑнӑҫне ҫапла вӗҫленӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех